Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Спорта юратаççĕ, ăмăртура çĕнтереççĕ

Октябрĕн 9-мĕшĕнче Шупашкар хулинче спорт ветеранне, çуллахи полиатлон енĕпе темиçе хутчен те Чăваш Республикин чемпионне, Раççей призерне Г.Савельева асăнса йĕркеленĕ Мускав районĕн уçă первенствине Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн команди те хутшăннă. Юлашки çулсенче студент-спортсменсен ушкăнĕ чылай пысăк ăмăртура вăйлисен ретĕнче çирĕпленме пултарчĕ. Уйрăмах каччăсем результатсене çĕнетсе пыраççĕ.

Иртнĕ эрне вĕçĕнчи виçе енлĕ тупăшура та - турник çинче туртăнасси, пăшалтан пересси, 3 километрлă дистанцие чупасси - техникумăн студенчĕсем пысăк çитĕнÿпе таврăннă. 16-17 çулсенчи арçын ачасем хушшинче Кÿстÿмĕр каччи Владимир Политов пуринчен нумай - пĕтĕмпе 227 очко пуçтарса ăмăрту чемпионĕ пулса тăнă. Спорт мастерĕн нормативне пурнăçлама тепĕр сакăр очко кăна çитеймен ăна. Çак ÿсĕмрех тепĕр студент, Кĕçĕн Кипекри Александр Емельянов виççĕмĕш вырăн йышăннă.

18-20 çулсенчи арçын ачасем хушшинчи тупăшусенче вăрнарсем пуринчен те çирĕпрех, çивĕчрех, сатуртарах пулнă, призлă вырăнсене вĕсем çĕнсе илнĕ. Евгений Николаев пĕрремĕш вырăна тухнă, унăн результачĕсем спорт мастерĕн кандидачĕн нормативĕпе танлашнă. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - Сергей Сорокин тата Сергей Чернов.

Хĕр ачасем те каччăсенчен япăх мар ăмăртнă. 16-17 çулсенчи хĕрсен ушкăнĕнче Екатерина Логачева кĕмĕл, Валентина Прокопьева бронза призерсем пулса тăнă.

21-39 çулсенчи хĕрарăмсен ушкăнĕнче Иртеменкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулта вăй хуракан Галина Павлована та ăмăрту ăнăçу кунĕ - пĕтĕмĕшле очкосен шучĕпе вăл первенство таблицин иккĕмĕш йĕркине йышăннă.

Çĕнтерÿшĕн асăнмалăх парнесене, грамотăсене тивĕçнисĕр пуçне студентсен ушкăнĕ ăмăртуран пысăк хавхаланупа таврăннă. Çитес тупăшусенче те хăйсене пур енлĕн кăтартса, çĕнтерÿсем тăвас ĕмĕтлĕ вĕсем. Хĕрсемпе каччăсене сывă пурнăç йĕркине явăçтараканĕ, физкультурăпа спорта юратма вĕрентекенĕ, вĕсенче кăмăл çирĕплĕхĕпе чăтăмлăха аталантараканĕ, ăмăртусене хутшăнма командăна çÿллĕ шайра хатĕрлекенĕ вара - çамрăксен хисеплĕ вĕрентекенĕ, техникумăн физкультурăпа спорт воспитанийĕн руководителĕ Александр Владимирович Созонов.


"Çĕнтерÿ çуле"
16 октября 2004
00:00
Поделиться
;