Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Виçĕ уйăхран пурпĕр çакланнă

Çак чăрсăр ушкăн - вунсаккăрти тата вунпиллĕкри икĕ çамрăк - йĕрĕ çине тухассишĕн Вăрнарпа Элĕк милиционерĕсен шăпах виçĕ уйăх ăшталанма лекнĕ. Икĕ район чиккинче вырнаçнă ялсенчи темиçе лавккапа киоска кăна мар, фельдшерпа акушер пунктне тата почта çыхăнăвĕн уйрăмне те тустарма пултарнă вĕсем çак хушăра. Вăрăсем, хăюллăрах пулас тесе-ши, çĕрлехи “сунара” тухас умĕн кашнинчех эрех ĕçнĕ. Вĕсем питĕ асăрхануллă та чеен хăтланнă.

Туссем иккĕшĕ те кÿршĕллĕ Элĕк районĕнчи Кĕçĕн Тăван ялĕнчен. Асли, Николай Осипов, ниçта та ĕçлемен тата вĕренмен. Кĕçĕнни, Дмитрий Петров, ялти шкулăн çиччĕмĕш класне çÿренĕ. Н.Осипов амăшĕпе кăна пурăннă пулсан, унăн кĕçĕн юлташĕн ашшĕ те, амăшĕ те пур. Дмитрий, тĕрĕссипе, ялта ашшĕпе кăна юлнă - амăшĕ ĕçлеме Мускава тухса кайнă. Юлашки вăхăтра ача ашшĕне итлеме пăрахнă, тепĕр чухне ют çынсем патĕнче çывăрнă, шкулта япăх ĕлкĕрсе пынă.

Ирĕке хăнăхнă çамрăксен эрех ĕçес, тутлă çиес килнĕ. Çакă вĕсене ют пурлăха вăрлас çул çине тăратнă. Пĕрремĕш хут хайхискерсем кăçалхи январĕн 25-мĕшĕнче çĕрле пирĕн районти Аçăмçырминчи лавккана çаратнă. Эрех ĕçсе хастарланнă каччăсем чартак алăкĕн çăрине çĕмĕрсе кĕнĕ, унтан мачча хăмине хăйпăтса шала аннă. Çавăн чухне вĕсем Калинино райповĕн лавккине 5 пин те 252 тенкĕлĕх шар кăтартнă, çав шутра 1405 тенкĕлĕх таварпа пурлăха юрăхсăрлăха кăларнă. Вăрăсем кунтан укçан 1000 тенкĕ, пĕр кĕленче коньяк, вун виçĕ кĕленче тĕрлĕ йышши хĕрлĕ эрех, шоколад, канфет, кăлпаси, сигарет т.ыт.те йăтса кайнă.

Сăмах май каласан, Н.Осиповпа Д.Петров çак лавккана тепĕр виçĕ уйăхран, апрелĕн 26-мĕшĕнче çĕрле, иккĕмĕш хут çаврăнса çитнĕ, каллех 5403 тенкĕлĕх çаратса тухнă. Ку хутĕнче вара туссен шалчи тинех тулнă - вĕсене милиционерсем çулса илнĕ.

Аçăмçырминчи лавккана ăнăçлă тустарнипе хавхаланнă каччăсем тепĕр виçĕ кунтан каллех çаратма тухса кайнă. Вăрă хăй ялĕнче вăрламасть, тесе ваттисем каланине асра тытнă вăсем. Ку хутĕнче каллех пирĕн района, Тăвальушкăнь Ялтăра ялне, лĕпĕстетнĕ. Ÿсĕрскерсем туххăмрах чÿрече рамине кăларнă, решеткене аркатнă, унтан складăн шалти алăкне çĕмĕрсе лавккана кĕрсе кайнă. Н.Осиповпа Д.Петров кунтан 4537 тенкĕлĕх ĕçмелли-çимелли пĕçертсе тухнă.

Ку тăрăхра умлă-хыçлă икĕ çарату пулнă май, милици ĕçченĕсем хăйсен йĕрĕ çине ан ÿкчĕр тесе, çамрăк вăрăсем пĕр кана лавккасемпе çыхланма тăхтама йышăннă. Тепĕр темиçе кунтан йĕкĕтсем ÿсĕрпе Аçăмçырминчи фельдшерпа акушер пунктне кантăк чÿречине çĕмĕрсе кĕнĕ. Кунта вĕсем 60 тенкĕпе пилĕк флакон этил спирчĕсĕр пуçне нимĕн те тупайман. Февралĕн 2-мĕшĕнче çĕрле каллех çак яла персе çитнĕ, почта çыхăнăвĕн уйрăмне çаратнă. Н.Осиповпа Д.Петров кунтан “Кодак” фотоаппарат, фотопленка, 251 конверт, открыткăсем, лотеря билечĕсем, хачă, кофе, хаклă бандероль т.ыт.те - пурĕ 4532 тенкĕлĕх - илсе кайнă. Вăрласа тухнă фотоаппаратпа ытти япаласене вĕсем тĕрмерен тин çеç таврăннă тусне парнеленĕ.

Икĕ кунтан каччăсем Элĕк райповĕн Юманай салинчи лавккинчен 10140 тенкĕлĕх тавар çаратнă. Пĕр уйăх лăпланса пурăннă хыççăн Кĕçĕн Тăван каччисем Юманай салинче пĕр предпринимателĕн суту-илÿ киоскне тустарнă. Тепĕр пилĕк кунтан вĕсем Аçăмçырмине çаврăнса çитнĕ, пĕр предпринимателĕн лавккинчен ĕçмелли-çимелли вăрласа тухнă. Апрелĕн 1-мĕшĕнче çĕрле Элĕк райповĕн Юманай салинчи маларах çаратнă лавккине иккĕмĕш хут кĕнĕ. Апрелĕн 26-мĕшĕнче туссем вăрлама тăххăрмĕш хут кайнă та çакланнă.

Район сучĕ çак икĕ тус тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе пăхса тухнă. Н.Осипова виçĕ çуллăха ирĕк правинчен хăтарса колони-поселение яма йышăннă. Суд Д.Петрова 5000 тенкĕлĕх штрафланă, Элĕк район сучĕ ăна маларах штраф хунипе пĕрле унăн виçи 8500 тенкĕпе танлашнă.

Çавăн пекех суд Калинино тата Элĕк райповĕсем, РФ Почта çыхăнăвĕн федераллă управленийĕн Вăрнарти почтамчĕ хăйсене кÿнĕ тăкака Н.Осиповпа Д.Петровран шыраса илес тĕлĕшпе тăратнă гражданла тавăçпа пĕтĕмпех килĕшнĕ. Çапла, Н.Осиповăн тата Д.Петровăн ашшĕпе амăшĕн çак организацисене 17.976-шер тенкĕ тÿлесе татма лекет.

Шутламасăр, çăмăлттайла тунă утăмсемшĕн çак çамрăксем хăйсен пурнăçĕн пуçламăшĕнчех такăнчĕç. Çакăншăн кам айăплă-ши;


"Çĕнтерÿ çуле"
16 октября 2004
00:00
Поделиться
;