Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çĕрпел лавккине çаратнă

Вырсарникун çĕрле такамсем Вăрнар райповĕн Çĕрпелти куллен кирлĕ пулакан таварсен лавккине çаратса кайнă. Вăрăсем питĕ сĕмсĕррĕн хăмланнă - тĕп алăк çăрин пĕккине пăчкăпа касса татнă, лавккана хуралакан сигнализацие сÿнтерсе хунă. Çĕрлехи «хăнасем», малтанлăха палăртнă тăрăх, икĕ ещĕк эрех, темиçешер банка тушенка, консерв, çавăн пекех кăлпасси, пулă т. ыт. те çĕклесе кайнă.

Шел, лавкка вăрисене çаклатайман-ха.



"Çĕнтерÿ çуле"
20 октября 2004
00:00
Поделиться
;