Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Чи лайăх çемьене палăртрĕç

Çемьен социаллă статусне ÿстерес, йăх-несĕл йăлине чĕртсе-сыхласа, çемье традицийĕсене упраса хăварас, обществăри тĕслĕх пулса тăракан чи лайăх çемьене тупса палăртас тĕллевне Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ «Çулталăк çемйи» конкурс ирттересси çинчен пĕлтернĕччĕ. Район администацийĕн пуçлăхĕн йышăнăвĕпе кунашкал конкурса район администрацийĕнче те йĕркелеме палăртнă, унăн условийĕсене пăхса тухса çирĕплетнĕ.

Паянхи куна конкурса пĕтĕмпе вунна яхăн çемье пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштаракан ĕçсем тăратнă. Комисси вĕсене малтан район шайĕнче пăхса тухать, чи лайăххисем республикăри конкурсра ăмăртĕç.


"Çĕнтерÿ çуле"
20 октября 2004
00:00
Поделиться
;