Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Хăюлăх кăтартнă, ордена тивĕçнĕ

Чеченя вăрçи... ХХ-мĕш ĕмĕр вĕçĕнчи тапхăра палăртса этемлĕх историне ĕмĕрлĕх кĕрсе юлчĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçă нушине тÿссе ирттернĕ асаттесемпе аттесем çĕр çинче текех нихăçан та вăрçă вут-çулăмĕ ан ялкăштăр тесе мĕн чухлĕ юн тăкнă! Анчах кăлăхах-мĕн... Чечен Республикинчи тискер хирĕçтăрура этемлĕх ăрăвне тăсма пултаракан чылай вăйпитти çамрăк вăхăтсăр пуçне хучĕ! Пĕр айăпсăр...

Пăртас ялĕнчи Александр Николаев, салтак пăттине çинĕренпе вăхăт самаях иртнĕ пулин те, çак вăрçăн ахрăмне нихăçан та манас çук. Пулин, “вĕри точкăра” вăл нумаях та пулайман, анчах боевиксен тискерлĕхĕпе çынсăрлăхне хăй куçĕпе курма тивнĕ ăна.

Тăван çĕршыва хÿтĕлесси - çĕр çинчи кашни арçыннăн таса тивĕçĕ. Çапла вĕрентсе каланине Саша мĕн пĕчĕкренех ăша хывса ÿснĕ. Салтакра пулман арçынсем çинчен тăрăхларах, хисеплемесĕртерех калаçнине пĕрре кăна илтмен вăл, çавăнпа салтак пулас ĕмĕт ача чухнех тĕвĕленнĕ унăн. Пĕр урамри тантăшĕсемпе “вăрçăлла” вылянă вăхăтра хăйне кашнинчех чăн-чăн çар çынни вырăнĕнче “курнă”.

Салтака кайма ят тухнă чухне А.Николаев Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче вĕреннĕ пулнă. “Çартан сăлтавсăр пăрăнса юлас текен шухăш нихăçан та пулман манăн. Пире, арçынсене, çĕршыва хÿтĕлемелле тесе пÿрнĕ, эппин ку маншăн та пысăк тивĕç, чыс шутланнă”,- тет вăл.

Костромари сывлăшри десант çарĕсене лекнĕ Пăртас каччи, унтан вĕсене Иваново хулине куçарнă. “Песочная” вĕрентÿ центрĕнче виçĕ уйăх çамрăк боецсен курсĕнче çар хатĕрленĕвĕн никĕсне ăша хывнă. Вĕренÿсем вăхăтĕнчех виçĕ хутчен парашютпа сикме тÿр килнине мăнаçланса аса илет вăл.

Чечен Республикинчи çар ĕçĕсене 1994 çул вĕçĕнче хутшăнма пуçланă Сашăпа пĕрле службăра тăракансем. Малтанах вĕсене Çурçĕр Осетине илсе кайнă, декабрь вĕçĕнче вара - Грозный хули çывăхне. Вĕсен чаçĕ хăрушсăрлăх ыйтăвĕсемпе çыхăннă операцисене, хуларан боевиксене тасатнă çĕре хутшăннă, хурал тăнă.

Вăрçă, паллах, нихăçан та ырă йĕр хăвармасть. Çамрăк салтаксем Çĕнĕ 1995 çула еплерех тунсăхра кĕтсе илнине манмасть Саша. “Çурçĕр варринче сывлăша пăшалтан темиçе хут пенипех çырлахрăмăр, уяв-мĕн тăвас шухăш пулман ун чухне”,- тет вăл. Грознăйĕнче тăнă малтанхи кунсенчех пĕрле служба ирттерекен юлташĕсене çухатнине те йывăр туйăмпа аса илет каччă. Январĕн пĕрремĕшĕнче хулара хурал тăнă взводри каччăсенчен çуррине яхăнĕ чаçе таврăнайман: боевиксен пульлисем айне пулса хăшĕсем аманнă, теприсем çухалса юлнă. Пытаннисем виçĕ-тăватă кунран таврăннă... Çар техники кивĕ пулни, хăшĕ-пĕри çул çинчех çĕмĕрĕлсе ларни те пирĕн салтаксене чылай чăрмав кÿнĕ.

- Чи йывăрри вара хула çыннисен шухăш-кăмăлĕ уçăмлă пулманни. Куçа-куçăн тăнă чухне пĕр-пĕрне ăнланнă пек туйăнать. Çурăмпа çаврăнсанах вара... тем шухăшлă-ха вĕсем; - каласа парать Саша “пĕчĕк чеченецсем” те пулин пăшал йăтса çÿренинчен халĕ те тĕлĕнсе.

1995 çулхи январĕн виççĕмĕшĕнче пирĕн салтаксем каллех боевиксен засадине лекнĕ. Шăпах çак кун пирĕн ентеше сулахай хулĕнчен йывăр амантнă. Ростоври госпитальте сипленнĕ хыççăн Иваново облаçĕнчи Тейково хулинче службăна малалла тăснă вăл. Телее, тискер çапăçусене хутшăнма урăх тивмен ăна.

1995 çулхи март уйăхĕнче Чечняри контртеррорла операцисем вăхăтĕнче хăюлăх кăтартнăшăн Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн Александр Петрович Николаева “Хăюлăхшăн” орденпа наградăланă.

А.Николаев тата Чечен Республикинчи хирĕçтăрусене хутшăннă ытти каччăсем те - çитĕнекен ăрушăн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ. Тĕрĕссипе калас-тăк, Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн чăннипех парăннă, çар тивĕçĕсене таса чунтан пурнăçлакан кашни çамрăка паян чăн-чăн паттăрла танлаштармалла.

Александр Николаев 1975 çулта Пăртасра çуралнă. 1992 çулта ялти вăтам шкултан вĕренсе тухнă. Çав çулах Вăрнарти ял хуçалăх техникумне вĕренме кĕнĕ. 1993-1995 çулсенче çар службинче тăнă. Кун хыççăн Улатăрти ял хуçалăх техникумне юридици уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă, унтан заочно майпа Шупашкарти кооператив институтĕнче пĕлĕвне анлăлатнă. Пĕр вăхăт тĕп хулари Атăл тăрăхĕн университетĕнче вăй хунă хыççăн Вăрнарта судприставра ĕçленĕ. Юриспруденципе интересленет, халĕ ку енĕпе тимлет. Хусах.

 



"Çĕнтерÿ çуле"
20 октября 2004
00:00
Поделиться
;