Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Хĕл тутă та ăшă килĕ

Карл Маркс ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕн ертÿçи Валерий Филиппович Шумилов выльăх-чĕрлĕх ферминчи е уй-хир бригадинчи йыша ертсе пыма çын шыранă чухне пысăк пĕлÿллĕ, анлă тавракурăмлă, лара-тăра пĕлмен хĕрÿ чĕреллĕ çынсене суйласа илме тăрăшать. «Йыш пуçĕнче çатма пек такăр çулпа утма хăнăхнă çын ан пултăр, çăвара кашăк хыптарасса кĕтсе ан лартăр вăл. Асапне-мĕнне мăй таран тутансан та, умри тĕллевĕ патне чикеленсе, упаленсе çитекенни пултăр», - çапла калать хуçалăх тилхепине чылайранпа ăнăçлă тытса пыракан Валерий Филиппович.

Ертÿçĕн ăслă сăмахĕсенчен иртме çук. Хальхи тапхăрта кирек мĕнле ĕç çине те чăн-чăн хуçалла пăхмалла. Ÿсĕм турăн - пурлăхна типтерлĕ аллуна ил, ăна усăсăр аяккалла ан салат, тăкак куртăн - явапне тыт, малашне çиччĕ виçсе пĕрре касма хăнăх. Акă мĕне вĕрентет паянхи пурăнăç тытăмĕ. Паянхи пурнăç киввине - çĕннипе, япăххине - лайăххипе улăштарма хистет. Хуçалăхра çакна тĕпе хурса ĕçлекен ертÿçĕсенчен пĕри вăл - Сăкăтри сĕт-çу фермин заведующийĕ С.Прокопьева.

- Сирĕн выльăх-чĕрлĕх фермисенчи кăтартусем пĕлтĕрхинчен пур енĕпе те ÿсĕмлĕрех, лайăхрах. Калăр-ха, тархасшăн, çав çитĕнÿсене мĕнле майпа турăр; - ыйтуллăн пăхрăм ферма заведующийĕ çине.

- Тĕрĕсех калатăр, эпир иртнĕ çулхинчен тухăçлăрах ĕçлетпĕр, - умри хучĕсем çине тинкерчĕ вăл. - Çынсен ăнланулăхĕпе яваплăхĕ ÿснĕ май, вĕсем ĕç çине урăхларах пăхма пуçларĕç. Кашниех продукци ытларах илес ĕмĕтпе вăй хурать. Çавна май фермăсем кăçалхи тăхăр уйăхра усă куракан 100 гектар çĕр пуçне 367,6 центнер сĕт туса илнĕ. Пĕлтĕр çак вăхăт тĕлне 350,4 центнер çеç пулнăччĕ. Дояркăсем кашни ĕнерен 2729 килограмм сĕт сурĕç, продукци илессине пĕлтĕрхи шайран 128 килограмм ÿстерчĕç. Пирĕн фермăри Тамара Арсентьева, Ирина Мефодьева, Ирина Константинова, Мария Васильева дояркăсем хăйсене çирĕплетсе панă ĕнесенчен виçĕ пиншер килограмм енне сĕт суса илме пултарчĕç.

Мăйракаллă шултра выльăх самăртмалли тата пĕчĕк пăрусем пăхмали витесенче те çирĕп йĕрке хуçаланать, вĕсенче ĕçлеме пултаруллă та çивĕч çынсене явăçтарни ÿсĕм тума пулăшать. Ĕне-выльăх самăртас енĕпе Галина Сильвестровапа Татьяна Михайлова малта пыраççĕ. Вĕсем пăхакан ушкăнри выльăхсем талăкра 483-шер грамм ÿт хушаççĕ. Пĕчĕк пăрусене пăхнă çĕрте Людмила Александрова, Любовь Иванова, Любовь Арсентьева ырă ят çĕнсе илнĕ. Геннадий Прокопьевпа Геннадий Арсентьев, пултаруллă, сăпайлă, ĕçе лайăх йĕркелесе пыма хăнăхнăскерсем, çамрăк ĕнесене сумаллисен ушкăнне куçарнă çĕрте мала тухнă.

Хуçалăхăн ытти фермисенче те ырă енсене çеç асăрхатăн. Акă, Çавалкасри сĕт-çу ферминех илер. Ăна Захар Углов ертсе пырать. Сăвакан ĕнесем 140 пуç шутланаççĕ. Вĕсене Елизавета Григорьева, Ирина Григорьева, Елизавета Васильева, Светлана Алексеева дояркăсем тăрăшса пăхаççĕ. Иртнĕ 9 уйăхра малта пыма хăнăхнă ĕçчесем вăтамран кашни ĕнерен 2729 килограмм сĕт суса илнĕ.

Çавалкасри ĕне-выльăх самăртакансен ÿсĕмĕсем те кăтартуллă. Валентина Чернова, Николай Прокопьев, Владимир Николаев, Геннадий Григорьев пăхакан ушкăнри ĕне-выльăхсем талăкра 510-шар грамм ÿт хушса пыраççĕ. Пĕчĕк пăрусем пăхас енĕпе Галина Анисимова, Владимир Анисимов, Галина Никифорова мала тухнă. Виççĕшĕн те ырă йăла пур: кун ирттĕр те каç пултăр тенипе çырлахмаççĕ вĕсем, пысăк виçеллĕ выльăхсем самăртса парасшăн, тăкаксене чакарса пынипе, перекетлĕ пулнипе тупăш ытларах илесшĕн. Кăçал самăрта панă выльăхсен вăтам виçи 400 килограмм енне тайнă.

Çу уйăхĕсем вĕçленичченех хуçалăх ертÿçисем выльăх-чĕрлĕхе кĕрхи тата хĕллехи тапхăрсенче лайăх пăхса усрас, выльăхсен шутне ÿстерес, вĕсенчен илекен продукцие хăпартса пырас ыйтусене ĕçлĕн сутса явнă, хăйсем умне çакăн пек тĕллевсем лартнă: йĕпе-сапаллă, сивĕ кунсем çитиччен витесене йăлтах юсаса çитермелле, котельнăйсене йĕркене кĕртмелле, выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрлесе хăвармалла. Йышăнни куллен пурнăçа кĕрсе пынă. Ял ĕçченĕсем 800 тонна сенаж, 1600 тонна силос, 150 тонна утă хатĕрленĕ, пĕтĕм улăма урасене пуçтарса хунă. Юсав ĕçĕсене пур витесенче те вĕçленĕ. Выльăхсен шутне пĕлтĕрхи шайран чакарман. Паянхи кун тĕлне мăйракаллă шултра выльăхсем 845 пуç шутланаççĕ. Хуçалăх сăвакан ĕнесен шутне 210 пуçа çитернĕ.

Юлашкинчен пĕтĕмлетсе çакна калас килет: Çавалкаспа Сăкăтри фермăсенчи выльăхсем тутă та ăшă хĕл каçĕç, продуктивлăх та ÿсĕ, выльăхсен шучĕ те чакмĕ.


"Çĕнтерÿ çуле"
20 октября 2004
00:00
Поделиться
;