Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Мăкăнь тунăшăн та явап тыттараççĕ

Мăкăнь туни наркоманшăн питех те халкă кĕртавар шутланать. Хамăр патра кирек хăш пахчара та ирĕклĕрен ÿснĕрен ăна çăмăллăнах тупма пулать. Çавăнпа та çак ÿсентăрана туса илнĕшĕн, ăна татнăшăн, упранăшăн турттарса кайнăшăн, сутнăшăн саккунпа çирĕп явап тыттараççĕ.

Çак кунсенче, акă, ГИБДД сотрудникĕсем Вăрнарти К.Маркс урамĕнче, автовокзал çывăхĕнче, «РАФ» автомашинăна тытса чарнă. Тĕрĕсленĕ те водителĕн ларкăчĕ хыçĕнче тин çеç татнă мăкăнь тунин çыххине тупнă. Вăл 505 грамм тайнă. Поселокра пурăнакан 25-ри йĕкĕт ăна Кивьял Хапăсран илсе килнĕ иккен. Чăн та, чĕрĕ тавар йывăрăшĕ сахалтарах пулнă пирки уголовлă ĕç пуçарма май килмест. Анчах хамăр çыннăн административлă йĕркепе явап тытма - чи пĕчĕк ĕç укçин 5-рен пуçласа 10 виçийĕ таран штраф тÿлеме - лекет.


"Çĕнтерÿ çуле"
20 октября 2004
00:00
Поделиться
;