Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Отчетпа суйлав пухăвĕ иртнĕ

Агропромышленность комплексĕнче вăй хуракансен профсоюзĕн организацийĕ районта чи пысăккисенчен пĕри. çак отральти работниксен прависене хÿтĕлесе хăварассишĕн чылай тăрăшать вăл. Чылай вăхăт çак организацие ял хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕ пулнă В.Верендеев ертсе пынă. Анчах та юлашки çулсенче Владимир Яковлевич урăх çĕрте “Вăрнар рынокĕ” Муниципаллă предприяти директорĕнче, ĕçлет. Çавна май профсоюз ĕçĕсемпе кăсăкланма вăхăчĕ те юлмасть унăн. Эрнекун организацире отчетпа суйлав пухăвĕ иртнĕ. Профсоюз членĕсем районти организаци председателĕ пулма ял хуçалăх управленийĕн хурт-хăмăр ĕрчетессипе ĕçлекен зоотехникне Иван Михайлович Федорова суйланă.


"Çĕнтерÿ çуле"
20 октября 2004
00:00
Поделиться
;