Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Субботник иртрĕ

ЧР Президенчĕ Н.В.Федоров 2005 çула парксемпе садсен çулталăкĕ туса хума йышăнни тавралăх тирпейлĕхĕпе илемĕшĕн нумайрах вăй хумалли çинчен калать. Килес çул Республика кунне пирĕн патра та ирттерме йышăнни ку тĕлĕшпе тата тăрăшуллăрах пулма хистет. Çĕрпелсем тавралăха тирпей-илем кĕртессишĕн кăçалах хĕрÿ ĕçе пикенчĕç, субботник ирттерчĕç. Унта 200-е яхăн çын хутшăнчĕ. Культурăпа кану паркĕнчи Аслă Отечественнăй вăрçăра пуçне хунă воин-ентешсене халалласа çĕкленĕ обелиск патне пыракан çулăн икĕ айккипе спирея, шăлан тĕмĕсем лартса тухрĕç. Çĕнĕрен чечек йăранĕсем турĕç, унта çĕрĕк тăпри хучĕç. Субботникра культурăпа кану паркĕнчи мĕнпур çÿп-çапа пуçтарса ятарлă вырăна илсе тухрĕç. Çĕрĕк тăприпе çÿп-çапа турттарнă çĕрте Çĕрпелти вăтам шкул водителĕ В.Кириллов маттур пулчĕ. Субботника вăтам шкулти 11-мĕш, 10 “а”, 10 “б”, 9 “а”, 9 “б”, 8 “а”, 8 “б” классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç. Килес çул Аслă Отечественнăй вăрçăра нимĕç фашисчĕсене çапса аркатнăранпа 60 çул çитнĕ май вĕсем обелиск тавралла тирпей-илем кĕртнĕ çĕрте уйрăмах тăрăшса ĕçлерĕç.

Çак кун ялта Вăрнар райповĕ туса лартнă икĕ хутлă суту-илÿ комплексĕ патĕнче те хĕрÿ ĕç пычĕ. Кунта пысăк сквер пулать. Ун тавра илемлĕ лутра карта тытса çаврăнаççĕ. Л.Карташов, В.Сергеев, А.Падиреков, Г.Степанов, А.Сергеев платниксем карта тытрĕç. Субботника тухнисем сквер хĕррипе çăка хунавĕ, аллейăсен икĕ айккипе 200 кăк чăрăш, ытти йывăçсем лартрĕç. Чечек йăранĕсем чаврĕç, вĕсем çине çĕрĕк тăпри хучĕç. Ача-пăча площадки пулмалли вырăна тикĕслесе сукмаксем хыврĕç, тавралла тĕмсем лартрĕç.

Субботникра çавăн пекех ял администрацийĕн, ĕне фермин тата сортсене сăнакан участокăн территорийĕсенче йывăçсем лартрĕç. Ку тĕлĕшпе иккĕмĕшпе тăваттăмĕш бригадăсен ĕçченĕсем хастар пулчĕç.


"Çĕнтерÿ çуле"
20 октября 2004
00:00
Поделиться
;