Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Виçĕ хут амансан та парăнман

Пурнăçра тем те куратăн, теме те хăнăхатăн. Çăкаллă Явăшри Михаил Андреевич Ершов, тăхăр теçетке урлă каçнăскер, шутланă-и ĕмĕрне пĕччен ирттерессе, ватлăхра хăраххăн тăрса юласса; Çук, ун пек шухăш пуçне те килмен, унашкал пулассине тĕлĕкре те тĕлленмен. Чипер, шăкăл-шăкăл пурăннă çĕртех унăн арăмĕ, Наçтук, вăхăтсăр çĕре кĕни касмăклать ăна.

- Ун чухне пахчара çĕрулми кăларатчĕ вăл ,- аса илчĕ Михаил Андреевич арăмĕ сасартăк çут тĕнчерен уйрăлнине. - Нихçан больницăра выртса курман, сывлăхĕ хавшакки çинчен пĕр сăмах хускатман. Ĕçре пиçĕхсе ĕмĕрне ирттернĕрен, хурçăран та çирĕпчĕ вăл. Хам та нăйкăшса курман, алла усса ларман. Халĕ, ав, утăмсем кĕскелчĕç, çынсене аякран паллайми пултăм, тепре чухне, пуç çаврăннипе тăнран каятăп. Яшлăх кайăкла вĕçет, ватлăх виç уран çÿрет тесе ахальтен каламан çав,- хăйĕн сывлăхне çапла хакларĕ Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕ.

Михаил Андреевич кун-çулĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе, паллашнă май, çакна пĕлтĕм вăл нуши-асапне пайтах тутанса пăхнă иккен. Иртнĕ вăрçăн малтанхи çулĕнчех хаяр çапăçусене хутшăннăскер, Çĕнтерÿ кунне салтак пăттине çинипе кĕтсе илнĕскер, паян кун та çутçанталăк илемĕпе, унăн ырлăхĕпе киленсе утать вăл. Çак ирĕклĕхе, телее нимĕç фашисчĕсене пĕтерме, сÿнтерме паман чăваш каччи, хăй кăкрипе сыхласа, упраса хăварнă ăна.

- Виçĕ хут амантăм, виçĕ хутчен операци сĕтелĕ çинче выртма тиврĕ. Пĕтĕм кĕлеткем суранланса, аманса пĕтрĕ пулин те, тăшмана çĕнтермесĕр алăран пăшала ямарăм. Уншăн наградисене те чылай илме тивĕç пултăм. Кăкăрăма 2 орденпа 12 медаль илем кÿрсе тăраççĕ. Вĕсенчен чи хакли - Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ,- терĕ вăрçă ветеранĕ, пиншакĕ çинчи наградисене кăтартнă май.

Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн шăпи чăн та кăсăклă иккен. Андрей Ершов сержант Ржев патĕнчи хаяр çапăçусенче иккĕмĕш хут хулпуççинчен аманнă. Орехово-Зуевăри госпитальтен сывалса тухнă хыççăн каллех Смоленск çывăхĕнче нимĕç фашисчĕсемпе паттăррăн çапăçнă вăл. Артиллерист-наводчик пулнă май, хăюллă сержант тĕл пенипе нимĕçсен икĕ танкне тĕпĕ-йĕрĕпех çунтарса янă. Çакăншăн ăна çар командованийĕ Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ парса чыс тунă.

Вăрçă çулĕсем Михаил Андреевича Европа тăрăх çĕршер-пиншер çухрăм уттарнă. Миçе ялпа хулана нимĕç фашисчĕсенчен ирĕке кăларман-ши вăл; Акă, Минск хулине ирĕке кăларнине паянхи кунчченех лайăх астăвать. Е тата Прагăра, нимĕçсенчен ирĕке тухнă чехи хĕрĕсем чĕрĕ чечек кăшăлĕсемпе ыталаса чуп тунине, тав сăмахĕсене чĕререн каланине чăваш салтакĕ ăçтан манĕ! Халĕ те унăн кăкрине “Прагăна ирĕке кăларнăшăн” медаль илем кÿрсе тăрать.

М.Ершов сержант Кенигсберг патĕнчи çапăçусенче виççĕмĕш хут аманнă. Каллех госпиталь, каллех операци кĕтнĕ ăна. Чăтать салтак, тÿсет тăшман суранне. Çăкаллă Явăш çăкăр-тăварĕпе ÿссе çитĕннĕ чăваш каччи сывалса çитичченех çапăçу хирне тепĕр хут кĕнĕ, Çĕнтерÿ кунĕчченех аллинчен пăшалне яман.

Çĕнтерÿ кунĕ хыççăн кăкăр тулли наградăсем çакнă Михаил Ершов сержанта тăванĕсемпе пĕтĕм ялйыш ăшшăн кĕтсе илнĕ. Вăл, салтак тумне хывмасăрах, мирлĕ ĕçе, вăрçă çулĕсенче юхăннă ялсене ура çине тăратма хутшăннă. Калинино районĕнчи çĕр ĕç пайĕнче, Çавалкассипе Мăн Явăш ялĕсенче агроном пулса ĕçленĕ. Ватлăхри канăва тухнă хыççăн Ульянов ячĕллĕ колхозра хăмлаçăсен бригадине ертсе пынă. Вăл, ялхуçалăхне лайăх пĕлекенскер, тухăçлă хăмла туса илес енĕпе колхозра кăна мар, районта та мала тухнă. Ăна “Районти чи ăста хăмлаçă” ят парса чыс тунă, Хисеп грамотипе наградăланă.

Çапла, Михаил Андреевич Ершов фронтра - хĕçпе, колхозра - ĕçпе мухтава тухнă. Çавăншăн ĕçпе вăрçă ветеранне пĕтĕм ялйыш сума сăвать, ырăпа асăнать.

- Таймапуç сире, Михаил Андреевич, Çĕнтерÿ кунĕ 60 çул çитнине чыслăн кĕтсе илме ырлăх-сывлăх сунатпăр,- пехил параççĕ Çăкаллă Явăшри тăванĕсемпе ентешĕсем.


"Çĕнтерÿ çуле"
20 октября 2004
00:00
Поделиться
;