Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ăратлă выльăх туянаççĕ

Сĕт сахал паракан ĕне усранинчен усси çук. Апатне çавăн чухлех çиет вăл, сĕчĕ вара çук. Продукци сутса укçа тăваймастăн. Тăкак кăна кÿрет çакăн пек ĕне усрани хуçине. Ăратлă, продуктивлăхĕ пысăк выльăхсене ĕрчетни çеç тупăш кÿрет хуçалăха. Кăçал ял хуçалăх предприятийĕсем ăратлă выльăх ытти çулхисенчен ытларах туяннă. Çулталăк пуçламăшĕнче “Юнтапа” ял хуçалăх производство кооперативĕ Красноармейски районĕнчи Карайран 30 пушмак пăру кÿрсе килнĕ. Нумаях пулмасть “Искра” ял хуçалăх предприятийĕ хамăр районти “Янгорчино” хуçалăхран 25 пушмак пăру туяннă. Икĕ-виçĕ çул каялла “Янгорчино” ял хуçалăх производство кооперативĕ сысна усрама пăрахнăччĕ. Анчах та çак выльăх хăвăрт çитĕннĕрен, çапла майпа кĕске вăхăтра аш-какай туса илме май килнĕрен çĕрпелсем, ăна тепĕр хут ĕрчетме йышăннă. Çакăн валли хуçалăх Муркаш районĕнчи “Свобода” ял хуçалăх предприятийĕнчен 24 ăратлă çамрăк сысна ами туяннă. Аш-какай комбиначĕн сысна ĕрчетекен комплексĕ вара Муркаш районĕнчен ăратлă 6 аçа кÿрсе килнĕ. Районти сысна усракан ытти хуçалăхсем те çулталăкра пĕрер-икшер ăратлă аçа туянаççĕ.

Экономика тĕлĕшĕнчен вăй илсе аталанма май туса парас тĕллевпе патшалăх ăратлă выльăх туянакансене дотаци парса пулăшать. Ăратлă ĕне выльăхăн тата сыснасен чĕрĕ виçин кашни килограмĕшĕн 30 тенкĕ парса саплаштарать. Кăçал района çакăн валли 1 миллион та 100 пин тенкĕ уйăрнă. Паянхи куна хуçалăхсем çак хисепрен ирттерсе 100 пин тенкĕлĕх ăратлă выльăх туяннă. Кунсăр пуçне патшалăх искусствăллă майпа пĕтĕлентерме ăратлă выльăхăн ар вăрлăхне туянакансене те пулăшать, пĕр вăрлăхшăн 15 тенкĕ дотаци парать. Çапла хуçалăхăн пĕр вăрлăхшăн хăйĕн укçине 7-8 тенкĕ кăна тÿлеме тивет. Çавăн пекех патшалăх пĕр ăратлă выльăха пăхса усрама çулталăкра хуçалăха 816 тенкĕ уйăрса парать.

Килес çултан патшалăх ăратлă выльăх туянакан уйрăм çынсемпе фермер хуçалăхĕсене те дотаци парса пулăшма пуçлать. Çакăн валли вĕсен патшалăха кашни ĕне пуçне çулталăкра 200 килограмм сĕт сутмалла.


"Çĕнтерÿ çуле"
23 октября 2004
00:00
Поделиться
;