Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Инкек ан пултăр

Кăçалхи тăхăр уйăхра районти çулсем çинче 22 инкек пулнă. Вĕсенче 6 çын пурнăçĕ татăлнă, 22-ĕн аманнă.

Шалти ĕçсен районти пайĕн ГИБДД уйрăмĕн сотрудникĕсем çак хушăра çул-йĕр правилисене пăснă 1500 тĕслĕхе тупса палăртнă, айăплисене явап тыттарнă. Ÿсĕрпе çула тухнă 85 водителе руль умĕнчен антарнă.

Çакна та палăртса хăвармалла: кăçалхи инкексенчен иккĕшĕ çул-йĕр условийĕсем япăххипе пулнă. Çавна май, çулсене йĕркеллĕ пăхса-асăрхаса тăманшăн, должноçри виçĕ çынна явап тыттарма лекнĕ.

Çул-йĕр правилисене çуран çÿрекенсем, çав шутра ачасем те, сĕмсĕррĕн пăсаççĕ. Çапла, тăхăр уйăхра ачасем хутшăннипе тăватă инкек пулни пире хытах шутлаттарать. Вĕсенче икĕ ача вилнĕ, иккĕшĕ аманнă.

Çулсем çинче ачасем инкеке лекесрен асăрхаттарас тĕллевпе ГИБДД сотрудникĕсем район администрацийĕн вĕрентÿ управленийĕн работникĕсемпе пĕрле ача сачĕсемпе шкулсенче калаçусем, конкурссем ирттереççĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
23 октября 2004
00:00
Поделиться
;