Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Министерство кунĕ иртнĕ

Юн кун Районта Чăваш Республикин экономикăпа суту-илÿ министерствин кунĕ иртнĕ май Вăрнар тăрăхĕнче пысăк хăнасем пулчĕç.

Гульмира Акимова министра, экономика отраслĕн тупăш тата аталану пайĕн пуçлăхне М.Буторована, общественноçпа ĕçлекен пай специалистне О.Ильинана Калининăри вăтам шкулта чыслăн кĕтсе илчĕç. Вĕренекенсем шкул пурнăçĕпе, çитĕнÿ-ÿсĕмĕсемпе паллаштарса сăвă-юрăпа саламларĕç.

Юлашки çулсенче районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕнче чылай ырă улшăнусем пулса иртрĕç. Чăваш Республикин Правительстви палăртнă тĕллевлĕ программăсене ĕçпе çирĕплетессипе те малта пырать район. Газ кĕртесси, социаллă çурт-йĕр тăвасси, çулсем сарасси тата ыт. те тивĕçлĕ шайра. Çакна район администрацийĕн пуçлăхĕ Анатолий Кузьмин шкул ачисемпе, вĕрентекенсемпе ирттернĕ пухура  çирĕплетсе каларĕ.

Кĕрхи уй-хир ĕçĕсен кăтартăвĕсем çинче те чарăнса тăчĕ Анатолий Иванович. Уйрăмах ăнăçлă ĕçлесе пыракан «Янгорчино», «Хорнзор», «Победа», К.Маркс ячĕллĕ тата ытти хăшпĕр хуçалăхсене ырăпа асăнчĕ. Çав вăхăтрах хăйсен тивĕçĕсене кирлĕ пек туса пыман, ял хуçалăхне аталантарасси çине алă сулнă председательсене пуçлăх пуканĕсенчен хăтарма, теприсене хытах асăрхаттарма тивнине те пытармарĕ.

2005 çулта пирĕн районта Республика кунне ирттерме йышăнни пысăк чыс. Çак кун Вăрнарта ачасемпе çамрăксен спорт шкулне, Хапăсра моделлĕ библиотека уçма палăртнă. Уява хатĕрленсе чăннипех пысăк ĕçсем пурнăçлама тивет: çулсене йĕркене, хамăр пурăнакан вырăна тирпей-илем, хăтлăх кĕртмелле тата ыт. те. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Республика кунне хатĕрленсе тивĕçлипе ирттерессине уйрăм çынсен те тÿпе хывмаллине палăртрĕ.

ЧР экономикăпа суту-илÿ министрĕ Г.Акимова Калининăри вăтам шкула ырă хыпарпа килнĕ. Вăл шкул директорне Т.Ефимована компьютер оборудованине илме тивĕçлĕ пулнине ĕнентерекен свидетельство парса чысларĕ.

Шкулта вĕрентÿ тытăмĕнчи çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртсех пыраççĕ, вĕрентĕвĕн содержанине лайăхлатассине, вĕренекенсене пур енлĕн аталантарассине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. «Вĕрентÿ тытăмне çĕнетсе улăштарас» программăпа Пĕтĕм тĕнчери реконструкци банкĕн аталану проектне хутшăнни калининăсене шкулăн пурлăх никĕсне çирĕплетме пулăшнă. Пĕремĕш этаппа шкула мастерской валли оборудовани, спортинвентарь килсе çитнĕ. Халĕ вăл тата çĕнĕ йышши компьютер оборудованийĕпе пуянланĕ.

- Сирĕн шкул районта кăна мар, республикăра та чи лайăххи пулса тăтăр, вĕренекенсем яланах савăнтарччăр, эсир яланах юратнă вĕрентекенсем пулăр. Сирĕн шкултан çĕршывăн экономикине аталантарма пултаракан мал ĕмĕтлĕ вĕренекенсем ытларах тухччăр, - терĕ Гульмира Такаенна педколлектива ăнăçу сунса.

Шкулта пулнă хыççăн хăнасем Вăрнарти аш-какай комбиначĕн сысна ĕрчетекен комплексне çул тытрĕç, генеральнăй директорпа Геннадий Романовпа пĕрле сысна самăртакан тата çăвăрлаттаракан цех çурчĕсенче, тырă хранилищинче пулчĕç. Тÿрех каламалла, кунта питĕ кăтартуллă ĕçлесе пыраççĕ: цехсенче таса та типĕ, пĕтĕм ĕçе механизацисен вăйĕпе пурнăçлаççĕ. Комплексра паянхи куна ултă пин ытла сысна ĕрчетеççĕ. Геннадий Васильевич çывăх вăхăтра выльăх шутне ÿстересшĕн пулнине пĕлтерчĕ. Министр комплекс ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнипе пĕрлех хумхантаракан ыйтусемпе те интересленчĕ. Çитес çул тĕлне çавăн пекех кунта пушă ларакан икĕ çурта юсаса хута ярасшăн. Цехри урайсене электричество вăйĕпе ăшăтмалла тăвасшăн, ку электроэнергие чылай перекетлеме май парать. Атăл тăрăхĕнчи наукăпа производство центрĕпе пĕрлешсе тăрăшни хăйсен ĕçĕнче пысăк пулăшу панине палăртрĕ Г.Романов.

Министр вĕсен ĕçĕпе кăмăллă юлни сисĕнчĕ. «Çакнашкал перспективлă хуçалăхсене укçа-тенкĕ те ытларах уйăрмалла, малалла аталантарма пулăшмалла, - терĕ вăл.

Вăрнарти аш-какай комбиначĕ юлашки çулсенче хăйĕн продукцийĕпе рынокра çирĕп вырăн йышăнчĕ. Тĕрлĕ йышши кăлпасси, деликатессем, полуфабрикатсем туса кăларнисĕр пуçне çĕнĕ çимĕçсем кăларассине тĕпе хурса тимлеççĕ кунта. Людмила Пивень аслă технолог каланă тăрăх, кăлпассисене нимĕнле хутăшпа усă курмасăр, таса ашпа кăна хатĕрлеме тăрăшаççĕ. Хăнасем комбинатăн кашни цех ĕçĕпе тĕплĕн паллашрĕç.

«Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» те хăйĕн эффективлă препарачĕсемпе тĕнче рынокне çул уçрĕ. Ытти регионсенче вĕсен таварĕпе анлăн усă кураççĕ. Заводăн цехĕсем тăрăх курса çÿренĕ май, заводăн генеральнăй директорĕ Владимир Свешников ĕçри çитĕнÿсемпе йывăрлăхсем çинчен каласа кăтартрĕ. Хĕллехи вăхăтра, сăмахран, ял хуçалăх предприятийĕсем препаратсем туянманнине кура ĕç калăпăшĕ сахалланать. Ку, малтанах, вĕсене упрама йывăртараххипе те çыхăннă. Январь-февраль уйăхĕсенче вара çитес сезон валли хатĕрленсе производствона хута яраççĕ. «Республикăра пирĕн продукципе усă курассине çителĕклĕ йĕркелесе яман-ха», - пăшăрханчĕ Владимир Васильевич. Çакна вăл чăвашсем çумкурăкпа мĕн ĕлĕкренех алă вăйĕпе «кĕрешме» хăнăхнипе çыхăнтарчĕ, вĕсен шухăшĕпе имçампа усă курни культурăсене сиен кÿрет. «Çавăнпа та Чăваш ял хуçалăх академийĕн ректорĕпе Николай Кирилловпа пулас агрономсене ял хуçалăх ĕçĕнче пирĕн продукципе усă курмалли меслетсене вĕрентесси пирки тĕл пулса калаçрăмăр. Ку çынсен тавракурăмне ÿстерме пулăшĕ», - пулчĕç директорăн сăмахĕсем.

Юлашки пилĕк çулта завод ассортимента 100 процент таран çĕнетнĕ.  Препаратсене туса кăларас ĕçре хăватлă оборудованисемпе усă кураççĕ.

Экономика министрĕ çак кун çавăн пекех ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ пулас вырăна çитсе курчĕ, район администрацийĕнче çынсене тĕрлĕ ыйтупа йышăнчĕ.


"Çĕнтерÿ çуле"
23 октября 2004
00:00
Поделиться
;