Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Салтак пулма ĕмĕтленеççĕ, вăй-хала çирĕплетеçç&#27

Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕ ăста специалистсем хатĕрленипе пĕрлех студентсене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарассине пысăк тимлĕх уйăрать. Çакна кунта пĕлÿ илекенсем республикăри ăмăртусене хутшăнса спортăн чылай тĕсĕпе малтисен йышне кĕме пултарни те çирĕплетет.

Нумаях пулмасть техникумра салтак çулне çитеймен çамрăксене вăй-хал тĕлĕшĕнчен хатĕрлессипе смотр-конкурс иртнĕ. Республика шайĕнче иртекен ăмăртăва çавăн пекех А.Г.Николаев летчик-космонавт çуралнăранпа 75 çул тултарнине те халалланă.

Тĕрлĕ енлĕ кĕрешÿре - винтовкăран пересси, 100 метр чупасси, граната ывăтасси, турник çинче туртăнасси, кросс - Вăрнарти, Çĕрпÿри, Улатăрти ял хуçалăх техникумĕсен, Çĕнĕ Шупашкарти биотехнологи колледжĕн командисем тупăшнă.

Ăмăртусене кĕртнĕ тĕссем çамрăксенче çарпа патриотизм туйăмне вăратма, чăтăмлăха, вăй-хал çирĕплĕхне ÿстерме, йывăрлăхсене çĕнтерме хăнăхтараççĕ. Çавăн пекех вĕсем çар хатĕрленĕвĕнче пысăк вырăн йышăнаççĕ.

Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн студенчĕсем иртнĕ çул Санкт-Петербургра “Тăван çĕршыва хÿтĕлеме вĕрен” ятпа иртнĕ смотр-конкурса хутшăнма та тивĕç пулнăччĕ, уйрăмшар ăмăртусенче малти вырăнсене йышăннăччĕ.

Хальхинче те вăрнарсем пуринчен те çивĕчрех пулнине кăтартса панă. Пĕтĕмĕшле кăтартусемпе, акă, пĕрремĕш курсра вĕренекен Владимир Политов мала тухнă, ун хыççăн иккĕмĕш курсри Александр Емельянов тата пĕрремĕш курсри Евгений Николаев. Çавăн пекех Сергей Чернов, Сергей Максимов, Алексей Железнов тата Игорь Федотов та лайăх результатсем кăтартнă. Ку каччăсен спорт туртăмĕ пысăк пулни çакăнтан та аван курăнать - шкулта вĕреннĕ чухнех районти чылай ăмăртăвăн çĕнтерÿçисем пулнă вĕсем.

Чи вăйли яланах ăмăртура палăрать. Çак ята конкурсра Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн команди тивĕçнĕ. Тренерĕ - Александр Владимирович Созонов.

Техникум директорĕ Николай Кириллович Алексеев çĕнтерÿçĕсене пурне те Кубокпа тата укçан премипе чысланă. Сăмах-май калас-тăк, массăллă спорта аталантарас тĕлĕшпе дирекци енчен пулăшу яланах пысăк. Физвоспитани руководителĕ А.Созонов пĕлтернĕ тăрăх, ку енĕпе условисем çителĕклĕ, ăмăртусене тухса çÿреме транспортпа тивĕçтерессипе нихăçан та чăрмав пулман.

Ял хуçалăх техникумĕнче вĕренÿ çулĕ вăхăтĕнче тĕрлĕ конкурс-ăмăртусем йĕркелесси те йăлана кĕнĕ. Халĕ, сăмахран, кунта “Спорт - наркотиксене хирĕç” акци йĕркипе факультетсем хушшинче кросс ирттерме пуçланă. Çавăн пекех çак кунсенче студентсем Малти Ишекри вăтам шкул ачисемпе волейболла выляса тупăшнă.


"Çĕнтерÿ çуле"
23 октября 2004
00:00
Поделиться
;