Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Эрех ĕçменшĕн юлташне хĕненĕ

Тунти кун, октябрĕн 25-мĕшĕнче, каçхине пиллĕк сехетре шалти ĕçсен районти пайне пичĕ-куçĕ шыçса юнланса пĕтнĕ çамрăк пырса кĕнĕ, хăйне пулăшма ыйтнă. Милиционерсем каччăпа мĕн пулнине тĕплĕн ыйтса пĕлнĕ те ăна больницăна ăсатнă.

Çак çамрăка хăйĕн юлташĕсенчен иккĕшĕ хĕнесе пĕтенĕ иккен, ку кăна мар, 110 тенкине те туртса илнĕ. Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн студенчĕсем Элĕк тăрăхĕнче çуралса ÿснĕскерсем, поселокри Гагарин урамĕнче пĕр кинемей патĕнче хваттерте пурăннă. Вунсаккăрти яшсем хăйсемпе пĕрле эрех-сăра ĕçменшĕн тантăшне унччен те хĕненĕ пулнă-мĕн. Халĕ юлташне кÿрентерекенсем тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарас ыйтăва татса параççĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
27 октября 2004
00:00
Поделиться
;