Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Кĕрхи балра савăннă

Октябрĕн 23-мĕшĕнче Хăмăшри культура çуртĕнче кĕрхи ĕçсене вĕçленĕ ятпа уяв йĕркеленĕ. Йывăç çулçисемпе, пахча-çимĕçпе илемлетнĕ зала çамрăксем кăна мар, аслăрах ÿсĕмри çынсем те пухăннă. Хаваслă вăйă-кулă, юрă-ташă чылай пулнă уяв каçĕнче. Культура çурчĕн художество пултарулăх ертÿçи Галина Блинова каланă тăрăх, çамрăксенчен Д.Федоров, А.Ложкина, Л.Семенова, Л.Кошкин, А.Иванов, В.Иванов, Е.Петрова, аслăраххисенчен В.Андреев, А.Кураков, А.Куракова, Р.Васильева, Г.Алексеева хастарлăх кăтартнă.

Кĕрхи бала ирттерме “Броневик” ял хуçалăх кооперативĕн ертÿçи Владимир Репин пысăк пулăшу панă. Çавăн пекех вăл çуллахи-кĕркуннехи вăхăтра уй-хир ĕçĕсене хутшăннă çамрăксене парнесемпе чысланă. Уяв каçĕнчи конкурссенче çĕнтернисем валли парнесем илме Владимир Федоров предприниматель те пулăшнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
27 октября 2004
00:00
Поделиться