Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Кам айăплă

- Пĕлместĕп, кама-ши хыврĕ манăн мăнукăм. Пĕчĕк чухне эпĕ ытларах пăхрăм-çке ăна. Нивушлĕ манран нимĕн те илмерĕ вăл. Итлемест, хăшпĕр чухне вĕрентсе каланăшăн хар! кăшкăрса пăрахать, - кулянса калаçать пĕр кинемей. Хĕрачан ашшĕпе амăшĕ Мускавра ĕçлесе пурăнаççĕ. Саккăрмĕш класа çÿрекен хĕрачине пăхма-асăрхама вара сакăрвунна çывхаракан кукамăшне шанса хăварнă. Пĕчĕк чухне питĕ килĕштернĕ пĕр-пĕрне ачапа ватă. Халĕ тем пулнă-çке, хĕрача кукамăшне сăмах та памасть, е кунĕпех калаçмасть. Мăнукне чĕререн пăхма тăрăшать кинемей: апат пĕçерсе çитерет, япалисене çăвать, пÿртре-çуртра тирпейлет. Хĕрача вара вăхăтра таврăнмасть, тепĕр чухне уроксене сиктерет е шкула вуçех каймасть. Канмалли кунсенче кăнтăрлаччен çывăрать. Килте нимĕн те ĕçлесшĕн мар.

- Эпир ĕмĕрĕпех алран ĕç яман, атте-аннене нихăçан усал сăмах каламан. Хальхи ачасемпе мĕнле пурăнмалла; Манăн икĕ хĕрача - иккĕшĕ те шкулта аван вĕренчĕç, техникумран професси илсе тухса хăйсем килĕштернĕ ĕçсенче тимлерĕç. Анчах мăнукăм темшĕн амăшне те, ашшĕне те хывмарĕ, - хаш! сывлать, кулянать кинемей.

- Юлашки вăхăтра пурнăç питĕ улшăнчĕ. Колхоз-совхозсем пирки калаçмалли те çук. Вĕсем пĕтсе пыраççĕ. Çемьене тăрантармалăх çитет пулин те укçи-тенки чылай кирлĕ халĕ. Çавăнпах хĕрĕмпе кĕрÿ иккĕшĕ те Мускав таранах тухса кайрĕç, - васкамасăр пуплет ватă. - Малтан шкулта аван ĕлкĕрсе пынă мăнукăм пăсăлсах пырать. Мĕн тумалла, пĕлместĕп, - тет вăл.

Паллах, ача-пăчана воспитани пама ашшĕ-амăшĕ, çемье ăшши пулсан аванрах ĕнтĕ. Хăйсем çуратнă тĕпренчĕкне ашшĕ-амăшĕсĕр пуçне кам лайăх пĕлтĕр. Малалла та ашшĕ-амăшĕсĕр пурăнсан хĕрача тĕрĕс мар çулпа каясси куç умĕнчех.

Çакнашкал тĕслĕхсене темĕн чухлех илсе кăтартма пулать. Ку вăрттăнлăх мар халĕ. Шкул ачисем, çула çитмен хĕрсемпе каччăсем çывăх çынсене кÿрентерни, наркотикпа е ĕçкĕ-çикĕпе аташни нумайланчĕ. Кама айăпламалла çакăншăн;


"Çĕнтерÿ çуле"
27 октября 2004
00:00
Поделиться
;