Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вăрлакан пурпĕр çакланать

Вăрлани виç кунлăх тесен çак каларăшне темшĕн шута илмеççĕ-çке янттине хапсăнакансем. Акă, икĕ эрне каялла Çавалкасри С.Григорьева килĕнче такам магнитола пĕçертсе кайнă пулнă. Милици ĕçченĕсем ăна пурпĕрех çулса илнĕ. Ют пурлăха Мăн Явăшри 21 çулхи С. вăрланă-мĕн. Пăртасра çитмĕл иккĕри Т.Мокшина, 2200 тенкĕсĕр тăрса юлăнскер, вăрра хăйех алăк уçса кĕртнĕ. Ирхине пиллĕк сехетре вăтăр çиччĕри Е. пĕрле пурăнакан арçынпа пырса кĕнĕ. Виççĕшĕ пĕрле сăмакун ĕçнĕ. Вĕсем тухса кайсан кил хуçи хăйĕн пенси укçи пĕтĕмпех çухалнине сиснĕ. Хайхи Е., унччен те тĕрмере ларса тухăнскер, янтă укçана пĕтĕмпех ĕçсе янă хыççăн икĕ талăкран тин килне ачисем патне çаврăнса çитнĕ. Унăн саккун умĕнче явап тытма тивет.


"Çĕнтерÿ çуле"
27 октября 2004
00:00
Поделиться