Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Юнтапа тăрăхĕнче

«Снежана» хаваспа кĕтет сана

Кăçалхи август уйăхĕнче Кушар Юнтапара «Снежана» ятлă çĕнĕ магазин уçăлчĕ. Маргарита Андреевăпа Надежда Андреева сутуçăсем халăха куллен кирлĕ апат-çимĕç таварĕсемпе туллин тивĕçтерсе тăраççĕ. Вĕсен тепĕр паха енĕ вăл - тавар туянакансемпе сăпайлă, вашаватлă пулни, вĕсемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлни. Кунти магазина кĕрсен, сутуçăсем тавар туянтармасăр никама та ăсатса ярасшăн мар. Вăл е ку япалана сĕнме пĕлеççĕ вĕсем. Çавăнпа тавар туянаканăн кăмăлĕ уçăлать, кирлĕ япалана хапăлласах туянать. Çакăнта мар-и тавар туянаканпа сутуçă хушшинчи туслăх кĕперĕ; Вăл çирĕп пулмасан, пирĕн сĕтелсем те техĕмлĕ апат-çимĕçпе пуян пулмĕччĕç. Ахальтен мар магазинти сутуçăсем кашни уйăхрах таварçаврăнăш планне ирттерсе тултараççĕ.

 

Кашни кил хаçат-журналлă

Кушар Юнтапари çыхăну уйрăмĕнчи Лия Антонова, Ирина Ефремова, Венера Яковлева почтальонкăсем 2005 çулăн пирвайхи çур çулĕшĕн хаçат-журнал çырăнтарассине анлă сарса пыраççĕ. Вăсем районта, республикăра тата Мускавра тухса тăракан тĕрлĕ изданисене пиншер тенкĕлĕх сарчĕç. Çырăнакансем хушшинче «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçата кăмăллакансем те сахал мар. Ăна ял ĕçченĕсем кĕске вăхăтрах 18 экземпляр çырăнчĕç.

Кашни кил хаçат-журналпа туслă пултăр, унти ăс-хакăлпа усă куртăр тесе Кушар Юнтапари Лия Антонова нумай вăй хурать. Ку ялти кашни кил хаçат-журнал илсе тăрать. Хăшпĕрисем ытларах çырăнса илеççĕ. Акă, сăмахран, Людмила Спиридонова 6 тĕрлĕ хаçат-журнал илсе тăрать. Юрий Андреевпа Александр Волков та ултшар тĕрлĕ издани çырăнса илеççĕ. Вĕсем, çĕнĕ çулшăн хаçат-журнал çырăннă май, çапла хуравлаççĕ:

- Пирĕн чи юратнă хаçатсенчен пĕри вăл - район пурнăçĕпе тĕплĕн паллаштарса тăракан «Çĕнтарÿ çулĕ». Ăна малтан пуçласа вĕçне çитиччен вуласа тухмасăр алăсенчен пăрахмастпăр. Чылайранпа илсе тăраканскерне, çитес çулшăн та çырăнăпăр, - терĕç вĕсем.

Çыхăну уйрăмне кĕрекен 3 ялта 235 хуçалăх шутланать, вĕсенче 545 çын пурăнать. Халĕ ку тăрăхри çынсем 419 экземпляр хаçат-журнал илсе тăраççĕ.

- Эпир çитес çулхи пĕрремĕш çур çулшăн хаçат-журнал çырăнтарассине пĕлтĕрхинчен чакармастпăр. Ку енĕпе пире укçа-тенкĕ енчен «Юнтапа» ял хуçалăх предприятийĕн ертÿçисем те пулăшма пулчĕç, - терĕ çыхăну уйрăмĕн начальникĕ Лия Михайловна Антонова.


"Çĕнтерÿ çуле"
27 октября 2004
00:00
Поделиться
;