Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тупăшлă пултăр тесен

Районта кăçал тăхăр уйăхра выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илессипе мĕнлерех ĕçленине пĕтĕмлетес, ферма çурчĕсене выльăхсене хĕллехи тапхăрта усрама хатĕрлесе çитернипе паллашас ыйтусемпе ирттернĕ семинар-канашлăва хутшăннисем малтанах “Хорнзор” ял хуçалăх производство кооперативĕн сĕт-çу ферминче пулчĕç.

- Пирĕн ферма çурчĕсем ватăлса çитнĕ ĕнтĕ, тахçан тунăскерсемех,- паллаштарма пуçларĕ хăнасене хăйсен пурнăçĕпе хуçалăх ертÿçи Ф.Кузьмин. - Сăвакан 100 ĕне тăракан витене, акă, 1958 çулта тунă. Пирĕн сĕт-çу ферминче малтан сыснасем пулнă. Кайран юсаса улăштарса вĕсенче ĕнесем усрама пуçларăмăр. Ытти витисенчен пĕрне 1962 çулта, тепĕрне 1964-мĕшĕнче хăпартса лартнă.

Самăртакан выльăхсене усракан витене кăна тăхăрвуннăмĕш çулсенче, хуçалăх 1993-мĕшĕнче çĕрпелсенчен уйрăлса тухнă хыççăн, туса лартнă. Ыттисене йăлтах 40 çула яхăн е ытларах та каялла хăпартнă. Выльăхсене искуствăллă майпа пĕтĕлентермелли пункт та тахçанхи йывăç çуртра вырнаçнă. Паллах, кивĕ çуртра юсав ĕçĕсене те ытларах пурнăçлама тивет. Çавна май урайне, алăксене, кантăксене кашни çулах юсаса тăраççĕ. Уйрăмах кунта пĕлтĕр сысна витисене ĕне выльăха усрама юсаса майлаштарнă май нумай ĕçлеме тивнĕ. Хуçалăхра ятарлă строительство бригади пулман пирки çак ĕçсене уй-хирте вăй хуракансене те явăçтарнă. Кăçал витесене выльăхсене хĕл каçарма хатĕрлесе çитернĕ. Хуçалăхра мăйракаллă шултра выльăх 300 пуç, çав шутра сăвакан 100 ĕне, 100 сысна, 41 лаша усраççĕ. Хуçалăх сĕт сăвассине ÿстерсех пырать, пĕлтĕр дояркăсем сăвăма 4000 килограмран ирттернĕ. Кăçал тăхăр уйăхри сăвăм 3584 килограмм пулнă. Малта пыракан дояркăсен ку кăтарту 3600-4100 килогрампа танлашать. Хуçалăхра кăçал та кашни ĕнерен сĕт сăвассине 4000 килограмран ирттерме тĕллев тытнă. Çакна пурнăçлама майсем çителĕклĕ. Анчах ку тĕлĕшпе йывăрлăхсем те пур. Выльăх апачĕ хатĕрлемелли техника кивелсе çитнĕ. Кунсăр пуçне ферма çывăхĕнче сенаж-силос хывмалли траншейăсем çук. Çавна май сенажа уйра ăçта май килнĕ унта хывса хăвараççĕ. Юлашки вăхăтра хуçалăхра тĕштырă культурисенчен сенаж (зерносенаж) хатĕрлеме пуçланă. Ăна çитернĕ хыççăн самăртакан выльăхсем ÿт хушасси те, сăвакан ĕнесем сĕт антарасси те палăрмаллах ÿсет. Хуçалăхра кăçал выльăхсене хĕл каçарма 1200 тонна сенаж, выльăх кăшманĕ 430 тонна хатĕрленĕ. Хуçалăха йĕркеллĕ аталанса пыма тĕштырăсен тухăçĕ 30-35 центнер пулмалла. Хурăнсур-çармăссем кăçал кашни гектартан 24 центнер пуçтарса кĕртнĕ. Çавна май выльăхсене хĕл каçарма концентратлă апатсем сахалрах пулаççĕ. Юлашки вăхăтра çу каяшĕ (жмых) кÿрсе килсе çитерме пуçланă. Кунта выльăхсене апата пĕр харăс нумай хурса памаççĕ, пĕчĕкшерĕн çитереççĕ. Выльăх умĕнче яланах апат пултăр теççĕ. Капла вăл тăккаланса сая каймасть. Дояркăсем те, фермăри ытти работниксем те çителĕклĕ. Малта пыракан дояркăсен ĕçукçи 1000-1200 тенкĕпе танлашать. Кунсăр пуçне вĕсене çулталăк кăтартăвĕсем тăрăх хушса тÿлеççĕ. Çавăн пекех дояркăсем вăхăт тупса çĕрулми кăларнă çĕре, ытти ĕçсене хутшăнаççĕ. Çакăншăн укçа, çĕрулми, ытти продукци илеççĕ.

Ĕнесене витене октябрĕн 1-мĕшĕнче кĕртнĕ. Унччен вĕсем çуллахи лагерьте çÿренĕ. Кунта ĕнесем валли симĕс конвеер йĕркелеме кашни çулах 35 гектар ыраш акса хăвараççĕ. Кăçал та килес çул валли çавăн чухлех акнă. Каярахпа выльăхсем люцерна çине куçаççĕ. Çуллахи лагерь фермăран инçе мар вырнаçнă. Çакăн пĕр лайăх енĕ пур. Вăйлă çумăрсем вăхăтĕнче выльăхсене витене кĕртсе яраççĕ. Уйра пылчăк çăрса тăнă вăхăтра ĕнесем сĕт антармаççĕ, самăртакан выльăхсем те ÿт сахал хушаççĕ.

Сăвакан ĕнесен витинчен тислĕке тракторпа кăлараççĕ, апата лашапа валеçеççĕ. Апат аякра пулнă пирки хĕлле утă турттарса килме уй-хир ĕçченĕсене те явăçтараççĕ. Сенажа выльăх пăхакансем турттарса килеççĕ. Вĕсен ĕç укçи 1200-1300 тенкĕпе танлашать.

“Янгорчино” ял хуçалăх производство кооперативĕнче те ферма çурчĕсене выльăхсене хĕл каçарма хатĕрлесе çитернĕ. Хуçалăх сĕт туса илессипе тата çĕрулми çитĕнтерессипе специализациленет. Пĕлтĕр çĕрпелсем пурĕ 14 миллион та 200 пин тенкĕ тупăш илнĕ. Çак хисепрен 7 миллион та 700 пин тенки çĕрулми сутса пырса кĕнĕ, сĕт 5 миллион тенкĕне яхăн тупăш кÿнĕ. Октябрĕн 1-мĕшне ĕне выльăх йышĕ 648 пуç пулнă, çав шутран 252 сăвакан ĕне. Хуçалăхра выльăх апачĕ валли кукуруза çитĕнтерме пăрахнă. Ун вырăнне нумай çул ÿсекен курăксен лаптăкне ÿстернĕ. Вĕсем 400 гектара яхăн йышăнаççĕ. Çавăн пекех пĕр çул ÿсекен курăксем çитĕнтереççĕ. Кăçал кашни условнăй выльăх пуçне 40,6 центнер апат единици хатĕрленĕ. Сенаж 4800 центнер, тĕштырăсен культурисенчен хатĕрленĕ сенаж 600 центнер хывса хăварнă. Тырă кашни гектартан 30 центнертан кая мар туса илме пăхнă пулнă. Анчах та тухăç 25,2 центнерпа кăна танлашнă. Çавна май концентратлă апатсем сахалрах пулаççĕ. Утă 4000 центнера яхăн типĕтнĕ. Рациона витаминсемпе тата ытти япаласемпе пуянлатаççĕ. Сăвакан ĕнесене фелуцен, çу каяшĕ параççĕ, пăрусене çĕпре туса çитереççĕ. Пĕлтĕр хуçалăх кашни ĕнерен 4500 килограмм продукци илнĕ. Кăçал та сăвăм пĕлтĕрхи шайран кая мар пуласса шанаççĕ. Çĕрпелсем сăвакан ĕнесен йышне пĕлтĕрхинчен 32 пуç ÿстернĕ. Çитес çул пуçламăшĕнче тата 22 пуç пысăклатасшăн. Тепрер çултан вара 300 пуçран ирттересшĕн.

Ферма çурчĕсене хĕле хатĕрлесе çитернĕ. Ĕнесем çуллахи лагерьте пулнă чухне витесене шуратнă, дезинфекциленĕ, ытти юсав ĕçĕсене пурнăçланă. Çĕнĕрен туса лартнă витере урай хăмисене виçĕ çул каялла сарнă пулнă. Кăçал урайне çĕнĕрен улăштарма тивнĕ. Хăмасем виçĕ çултан ытла чăтаймаççĕ. Çавăнпа малашне çĕрпелсем витесенче урайне хăма сарассине пăрахăçлама шут тытнă. Ун вырăнне керамзитлă бетон урайсем тăваççĕ. Пушмак пăрусем тăракан витере çакăн пек тунă ĕнтĕ. Унта 40 кубла метр керамзит кайнă. Çирĕпрех пултăр тесе цементне хĕрхенмен. Керамзитлă бетон урай 10 çултан кая мар чăтасса шанаççĕ. Керамзит пулнăран тата айсарăм сарнăран урай сивĕ мар. Çакă витесене юсама каякан тăкаксене чакарма тата вăхăта перекетлеме май парать. Хăма урайне хĕлĕн-çăвĕн юсаса тăма тивет.

- Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетни тупăшлă пултăр тесен продуктивлăха ÿстерсех пымалла,- терĕ малалла хуçалăх ертÿçи Г.Романов хăйсем патĕнче выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси еплерех пулса пынипе паллаштарнă май. - Сăмахран, кашни ĕнерен çулталăкра 3000 килограмран кая мар сĕт сумалла. Самăртакан выльăхсен ÿтхушаслăхĕ те 550-600 грамран кая пулмалла мар. Килес çул эпир кашни ĕнерен 5000 килограмран кая мар сĕт суса илме палăртатпăр. Çавăн пекех килес çул 100 ĕне вырнаçмаллăх çĕнĕ вите тума пуçлатпăр. Унта продукци туса илессине йăлтах хальхи технологипе йĕркелетпĕр.

- Продукци илессине ÿстерсе пыма çăмăл мар,- пуçларĕ хăйĕн сăмахне хуçалăхăн тĕп зоотехникĕ И.Никифорова. - Рационра апатпа пĕрлех белокпа углеводсем, микро- тата макроэлементсем çителĕклĕ пулмалла. Эпир вĕсен хисепне тĕрĕслесех тăратпăр, çавăнпа выльăхсене апатпа пĕрле çу каяшĕ, фелуцен хушса çитеретпĕр. Кунсăр пуçне Хусанта апат пахалăхне тĕрĕслесе рационра çитмен витаминсемпе, микро- тата макроэлементсемпе пуянлатнă хутăш апат ярса параççĕ. Унăн пĕр килограмĕ 23 тенкĕ тăрать. Кашни ĕнене 1 килограмм çĕпре хатĕрлесе паратпăр. Ăна 0,5 килограмм ыраш çăнăхĕ çине çĕпре ярса йÿçĕтетпĕр. Тына пăрусене вунă кунччен сĕт, унтан турăх хатĕрлесе çитеретпĕр. Ку турăхра йÿçек сĕт (молочнокислый) бактерисем нумай. Ăна парсан пăрусен вар-хырăмĕ лайăхрах ĕçлет, вĕсен апат çиес туртăмĕ вăйланать.

Сăвакан ĕнесен пахалăхне лайăхлатса пырас тĕллевпе хуçалăхра пĕлтĕр Канадăри Симекс фирмăпа çыхăнса ĕçлеме пуçланă. Унăн филиалĕ Чулхулара вырнаçнă. Çакăн валли фирма специалисчĕсем пулăшнипе сăвакан ĕнесен 40 процентне суйласа илнĕ. Вĕсене искусствăллă майпа пĕтĕлентерме вăкăрсен ар вăрлăхне Чулхуларан илсе тăраççĕ. Ар вăрлăхĕ хаклă. Шупашкартан 7-11 тенкĕпе параççĕ пулсан кунтан 200 тенкĕпе туянма тивет. Çак фирмăпа çыхăну тытса пĕтĕлентернĕ ĕнесенчен 9 пăру илнĕ те ĕнтĕ. Кĕтĕве лайăхлатассишĕн çакăн пек тĕллевлĕн ĕçлени продукци илессине ÿстерме пулăшать. Пĕлтĕр пĕр ĕнерен илнĕ чи пысăк сăвăм 7600 килограмм пулнă.

Çĕрпелсен сĕт-çу ферминче тата тепĕр çĕнĕлĕхпе паллашрĕç семинар-канашлăва килнисем. Кунта малашне витесенче сырăшсем (кормушка) кирлĕ мар, тесе шутлаççĕ. Пĕр сырăш хăех 500 килограма яхăн таять, ăна тума цемент, ытти материал сахал мар кирлĕ, укçа-тенкĕ усăсăр тăккаланать. Пушмак пăрусен витинче çĕрпелсен сырăшсем çук. Апата урайнех хурса параççĕ. Çакăн валли апат валеçекен вырăн ĕнесем тăракан çĕртинчен кăшт çÿллĕрех пулмалла кăна. Апат валеçекен вырăна ĕнесем тăнă çĕртен çÿллех мар картласа уйăрнă.

Паллах, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессине хурăнсур-çармăссемпе çĕрпелсем пек йĕркелеме кашни хуçалăхăнах вăйĕ çитмест, укçа-тенкĕ тивĕçмест. Апла пулин те кашниннех выльăх апачĕ май килнĕ таран ытларах хатĕрлеме тăрăшмалла, витесене юсаса йĕркене кĕртсех тăмалла. Мĕншĕн тесен выльăх-чĕрлĕх продуктивлăхĕ пĕчĕк чухне ăна ĕрчетни тупăш вырăнне тăкак кăна кÿрет.



"Çĕнтерÿ çуле"
30 октября 2004
00:00
Поделиться