Вăрлаççĕ!
Ют пурлăха кашни кунах тустарнă. Янттине хапсăнакансенчен хăшне-пĕрне çийĕнчех çулса илме май килет, теприсем те каярахпа пурпĕр милици аллине çакланаççĕ. Акă, виçĕмкун такам поселокри Владимирски урамри Л.Андреева килне кăнтăр кунĕнчех кĕрсе кайнă, апат-çимĕç, тăхăнмалли - пурĕ 3500 тенкĕлĕх - пĕçерки панă. Милицин «Шырав» ушкăнĕ вăрра çийĕнчех тăрă шыв çине кăларнă. Ют пурлăха Вăрнарти вăтăр çиччĕри арçын хапсăннă-мĕн. Тепри, поселокри Комсомольски урамра пурăнакан вунулттăри çамрăк, кÿршĕсен чÿрече раминчен кантăк кăларса илнĕ. Вăл та çакланнă. Вăрнарти, Ленин урамĕнчи 115-мĕш çурт кил хушшинче вырнаçнă сарайĕнчен икĕ хуран тата велосипед çухалнă. Хуçине 4 пин тенкĕлĕх шар кăтартнă. Милици ĕçченĕсем юттине килĕштерекене хăвăртах ярса тытнă. Халĕ поселокри вунсаккăрти йĕкĕтĕн, Шупашкарти строительство техникумĕнче вĕренекенскерĕн, саккунпа явап тытма лекет.
Тĕслĕ металл вăррисем те - Вăрнарти аллăри пенсионеркăна вунсаккăрти каччăн - милици аллине çакланнă.