Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Юнтапасен кĕр мĕншĕн чухăн

Çитмен пурнăç вăрçтарать кăна мар, унăн йывăрлăхĕсенчен тухмалли майсене те шыраттарать.

“Юнтапа” ял хуçалăх предприятийĕ, уй-хиртен тата выльăх-чĕрлĕхрен продукци илессипе районта малтисен ретĕнче пынăскер, юлашки вăхăтра хавшама пуçланă. Йывăр вăхăтра та каялла мар, малаллах талпăнакан йышăн çуначĕсем лăштăрах усăнни, район умĕнче ырă ята хăвăрт çухатни ял ĕçченĕсене шухăша янă. “Ăçта такăнтăмăр; Çĕрĕ те чакман, выльăхĕсем те çавсемех, çыннисем те улшăнман. Чимĕр-ха, тилхепене лĕнчĕр ямарăмăр-и;” - гектар тухăçĕ пĕчĕккишĕн, сăвăм чакса ларнишĕн, аш-какай туса илесси сахалланнишĕн пăшăрханса тĕлĕннĕ вĕсем.

Сăлтавĕсене палăртма алăри пÿрнесене хуçлатса шутласан та çитеймеççĕ пуль. Кантурти шут ĕçне тăвакансем хресчен пурнăçне тĕрлĕ енлĕ хакларĕç. Пĕри тепринчен çивĕчрех, кăсăклăрах вĕсем. Шутлăр-ха хăвăрах: промышленность таварĕсен хакĕ çулсерен ÿссе пыни ял пурнăçне пăвсах лартнă. Электроэнерги, топливо, техника, минераллă удобренисем вĕçĕмсĕр хакланса кайнине пула хуçалăх ниепле те малалла уçăмлăн, сулмаклăн утаймасть. Патшалăх умĕнчи парăмсем те юнтапасене алли-урипех тăлласа лартнă.

- Çĕрпе, хресчен пурнăçĕпе вĕçĕмсĕрех тăрлавсăр сăнавсем туни ял çыннисене йăлăхтарсах çитерчĕ. Хамăр мĕн хăтланнине тĕплĕн, ăслăн-тăнлăн тишкерме хăçан вĕренсе çитĕпĕр-ши; Чи малтан - хаксене йĕркене кĕртсе çитермелле, унсăрăн ял хуçалăхне малалла аталантарма çук. Ял хуçалăх продукчĕсене ытла та йÿнĕ хакпа сутатпăр вĕт. Çавăнпа пуян кĕр пирĕншĕн кăçал та чухăн,- терĕç шут ĕçне тăвакансем.

Хресчене ырлăх-пурлăх параканĕ вăл - çĕр. Юлашки çулсенче юнтапасен çĕрĕсем тухăç енĕпе хавшама пуçланă. Кăçал кашни гектартан вунă центнер ытларах кăна тĕштырă туса илнĕ. Çĕрулмипе тымарçимĕçсен тата выльăх апачлĕх акнă культурăсен тухăçĕ те пĕчĕк. Хаксем ÿссе кайнипе хуçалăх минераллă удобренисене, çумкурăксемпе хурт-кăпшанкăсене пĕтермелли имçамсене тата пысăк тухăç паракан сортсене кирлĕ чухлĕ туянайман, çунтармалли-сĕрмелли материалсем  çитменнипе техникăна тухăçлă ĕçлеттереймен. Çĕрĕç культури хавшаса пырать. Хуçалăхра чылайранпа агроном çук. Пĕр сăмахпа каласан, уй-хир ĕçĕсене хăй еккипе янă.

Хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илессипе те лару-тăру чаплах мар. Сĕт-çу ферминче ĕçлекенсем 9 уйăхра усă куракан 100 гектар çĕр пуçне 178,1 центнер сĕт туса илнĕ. Ку вăл пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен 141,4 центнер сахалтарах. Дояркăсем январь - сентябрь уйăхĕсенче кашни ĕнерен 2042 килограмм сĕт сунă. Иртнĕ çулта вĕсем çак вăхăт тĕлне кашни ĕнерен 2347 килограмм илме пултарнă. Кашни ĕнерен 275-шер килограмм сахалтарах продукци илни, паллах, шухăшлаттарать. Мĕншĕн-ха хăшпĕр дояркăсем пĕр пек условисенчех сĕт ытларах суса илнĕ; Акă, тĕслĕхрен, Валентина Хундякова, Татьяна Павлова, Людмила Ксенофонтова, Елена Сергеева, Ольга Григорьева дояркăсем кашни ĕнерен виçĕ пиншер килограмм ытла сĕт суса илнĕ. Вĕсен ĕç укçи те лайăх ÿксе пынă. Çакна пĕр тĕслĕхпе çирĕплетсе пани те вырăнлă. Валентина Хундякова, сăмахран, кăçал уйăхсерен икĕ пиншер тенкĕ ытла ĕçлесе илнĕ.

Аш-какай туса илессипе те çакăн евĕрлех. Хуçалăх иртнĕ 9 уйăхра сухалакан 100 гектар çĕр пуçне 51,1 центнер çеç аш-какай туса илнĕ. Пĕлтĕр çак вăхăт тĕлне 88 центнер пулнă. Çулталăк хушшинчех çакнашкал пысăк çухату туни хуçалăх экономикине аялти картлашка çине антарса лартма хистенĕ те ĕнтĕ.

Иртнĕ çулта мăйракаллă шултра выльăхсем 737 пуç шутланнă. Кăçалхи 9 уйăхра вĕсем 163 пуç чакнă. Сăвакан ĕнесем пĕлтĕрхи пекех 200 пуç юлнă. Ферма ĕçченĕсен умри тĕллевĕсенчен пĕри вăл - выльăхсен шутне ÿстерсе пырасси. Çавăн чухне кăна фермăсенчен тупăш ытларах илме пулать.

Аш-какай туса илес çĕрти тепĕр пысăк çитменлĕх вăл - пĕчĕк виçеллĕ выльăхсем самăртса панинче. Кăçал ĕне-выльăхсен кулленхи ÿтхушаслăхĕ 360 грамран иртейме, самăртса пынă вăкăрсен виçи те 224 килограмм çеç тайнă. Енчен те самăртма тăратнă выльăхсене пысăк виçене çитерсе сутнă пулсан, хуçалăх кассине мĕн чухлĕ укçа пырса кĕретчĕ! Шел, иртнине каялла тавăрма çук. Сăмах май çакна та каласа хăварас килет: “Юнтапа” хуçалăхăн выльăхсен шутне ÿстерме лайăх майсем пур. Фермисем Мăн Çавал тăрăх вырнаçнă май, кĕтÿ кĕтсе çÿремелли вырăнсем нумай. Улăх çĕрĕсем çĕршер гектар тăсăлаççĕ. Шултра мăйракаллă выльăхсен шутне хальхинчен икĕ-виçĕ хут ÿстерме пулать.

Выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илес тата вĕсене сутас тĕлĕшпе юнтапасем йывăрлăха кĕрсе ÿкни хуçалăх ертÿçи В.Рыбаков чирлесе выртнинчен те нумай килнĕ. Вăл е ку çитменлĕхсене вăхăтра пĕтерес тĕлĕшпе пуçлăх енчен пулăшу пулманни  фермăсенчи лару-тăрăва пушшех хавшатнă. Сывлăхĕ начаррине пула ертÿçĕн ĕçрен тухма тивнĕ. Ял ĕçченĕсем хуçалăх ертÿçин тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыма Александр Мефодьевич Иванова шаннă.

Çулталăк вĕçлениччен вăхăт нумаях юлмарĕ. Фермăри ĕçсене йĕркелесе çитерес, выльăхсене тĕрĕс-тĕкел хĕл каçарас, продукци илессине ÿстерес тесен çĕнĕ пуçлăхăн та, Виталий Баранов заведующин те, Николай Раков зоотехникăн та, Иван Гордеев ветеринари фельдшерĕн те - пурин те çанăсене тавăрсах ĕçлеме тивет.

- Выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илес енĕпе кăçалхи кăтартусем, паллах, савăнтармаççĕ. Ку енĕпе район умĕнче ĕлĕкхи пек тепĕр хут чыс-хисепе çĕнсе илме пултаратăр-и; - ыйтуллăн пăхрăм вĕсем çине.

- Пирĕн фермăсенче ĕçлекенсем, хурçă пек пиçĕхнĕскерсем, кирек мĕнле йывăрлăхсене те çĕнме хăнăхнă. Çавăнпа ырă ята каялла тавăрас пирки пачах та иккĕленместпĕр,- пĕр харăс евитлерĕç хуçалăх фермисене ертсе пыракансем.

Ертÿçĕсем хăйсен сăмахĕсене çирĕп тытсан, юнтапасемшĕн тулăх кĕр ялан пуян килĕ.


"Çĕнтерÿ çуле"
30 октября 2004
00:00
Поделиться