Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

И, улми, пан улми

2005 çул садсен тата парксен çулталăкĕ пулать пирĕн тăван Чăваш Республикинче. Ĕçсем кăçалхи кĕркуннех пуçланса кайрĕç: хăрнă йывăçсене касса тирпейлеççĕ, килес çуркунне сад йывăççисене лартма шăтăкĕсене чавса хатĕрлеççĕ т.ыт.те.

Магазинсен сентрисем çинче килограмĕ 25-35 тенкĕ тăракан пан улмисем выртатчĕç. Тĕсĕпе куçа илĕртеççĕ, çиес килет, организмшăн усăллă çимĕç, уяв сĕтелне уйрăмах хĕллехи-çуркуннехи вăхăтра илем кĕртет - хаклă пулсан та туянатăн.

Хирпуç шкулĕн сачĕ 1,2 гектар çĕр йышăнать. Унта 125 кăк улмуççи. Хура хурлăхан, хура пилеш, хăмла çырли, чие тĕмĕсем нумай. Сад 70-мĕш çулсен пуçламăшĕнче çимĕç пама тытăннă. Çулсерен шкул столовăйĕ валли тĕрлĕ улма-çырларан тутлă çимĕç хатĕрлеççĕ: варени, повидло, компот, типĕтнĕ çырласем. Пан улмине каткасенче йÿçĕтеççĕ, чĕрĕлле упрама суйласа хăвараççĕ. Ытлашшине ял çыннисене сутса тупăш тăваççĕ.

Паллах, сада пăхса тăмалла, унта нумай ĕçлемелле, уйрăмах май - ноябрь уйăхĕсенче. 13 çул ĕнтĕ ку ĕçре шкул участокĕн тата мастерскойĕн заведующийĕ А.Е.Платонов агроном тимлерĕ. Учительсем, пĕтĕм шкул коллективĕ садра вăй хурса ĕçленĕ. Çуркунне садра уйрăмах илемлĕ, таса уçă сывлăш, чечеке ларнă йывăçсем çинче ылтăн вĕлле хурчĕсем сĕрлеççĕ. Вĕсем те ĕçе тухнă: перга, нектар пухаççĕ, çав вăхăтрах шăркалантарса хăвараççĕ. Ĕçленĕ хыççăн шкул ачисене канса, калаçса ларма беседка пур, ăна аслисем йĕркелесе пынипе ачисем хăйсем ăсталанă.

Çуллахи вăхăтра улмуççисем айĕнче ÿсекен курăка икĕ хут çулаççĕ. Уттипе хăçан мĕнле усă кураççĕ: сутаççĕ, вăкăрсем тытнă чухне вĕсене тăрантараççĕ, юлашки вăхăтра шкула лашапа пырса пулăшакансене паркаланă.

Кăçалхи çул пирĕн енче пан улми ăнса пулчĕ. Шкул Вăрнар райпоне 3 тонна пан улми сутрĕ, унсăр пуçне ялти çынсене те сутнă. Хитре, паха сортлă пан улмисене Çĕнĕ çул елки валли упрама уйрăм ещĕксемпе хунă. Складра упранаканнине кашни кунах столовăйĕнче ачасене, шкулта ĕçлекенсене çитереççĕ.

Хирпуçĕнче “Победа” колхозăн та пысăк сад. Лайăх сортлă улмуççисем чаплă çимĕç параççĕ. Ку сад Санар юханшывĕн кăнтăр енчи тăвайккиллĕ Сĕвек çĕре йышăнать, çур яла илем кÿрсе ларать. Çуркунне шăпчăксем юрлани мĕне тăрать! Кăçал унта А.Е.Платонов сад ăсти тата Н.Г.Григорьев хуралçă ырми-канми ĕçлерĕç. Çĕр-анне панă çимĕçе алла илсе усă курас тесе тăрăшрĕç.

Хирпуçĕнче сад пахчине юратакансем, çимĕçне ÿстерекенсем чылай. Пирĕн хамăрăнах 40 улмуççи çимĕç паратчĕç те, халĕ 20 ытларах пур. Сивĕ тивнипе, ватăлнипе хăрчĕç, вĕсене кассах тăнă. Тĕслĕхрен, В.Н.Никифоров, В.Е.Ефремов, А.П.Гаврилова, С.П.Аникина, Ю.А.Феофанов, А.В.Смирнов, Т.А.Молчанова, Г.С.Спиридонов, С.М.Раньев, Н.Е.Ермолаев, М.Печникова, В.К.Афонин, Т.А.Афанасьев, В.Максимов, А.П.Семенова, Н.Г.Григорьев, В.Д.Ведин хуçалăхĕсенче вуншар улмуççирен кая мар çитĕнет. А.И.Ильин кăçал садне пĕтĕмпех çĕнетесшĕн, хăрнă улмуççисене касса мăнукĕсен ячĕпе çамрăк улмуççисем лартса ÿстересшĕн. Ешерччĕр садсем пирĕн тăрăхра.

Улми лайăх-и,

Çеçки лайăх-и;

Пирĕншĕн пулсан çеçки лайăх,

Улми тата лайăхрах.

Чăвашсем халăхăн çак юррине юрлама ан манччăр.



"Çĕнтерÿ çуле"
03 ноября 2004
00:00
Поделиться
;