Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ырă йăла çĕклет кăмăла

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çĕнтерÿпе вĕçленнĕренпе çитес çул 60 тул тултарать. Вăрçăн тискер алли пырса тĕкĕнмен çурт е çемье Явăш тăрăхĕнче çук та пулĕ. Пĕрисем фронтра пуçĕсене хунă, яла сусăрланса таврăннисем çут тĕнчерен хăвăрт уйăрăлнă, теприсем халĕ те нуша курса пурăнаççĕ. Вĕсем сахаллăн, çулсерен чакса пыраççĕ. Çĕнтерÿшĕн тылра выçăллă-тутăллă, талăкĕ-талăкĕпе куç хупмасăр тар юхтарса ĕçленисем те чыс-хисепе тивĕçлĕ. Çавăнпа Çĕнтерÿ уявне ялсенчи халăх чыслăн кĕтсе илме халех хатĕрленет.

Мăн Явăш ял администрацийĕн пуçлăхĕ С.Гурьев хушăвĕ тăрăх иртнĕ кунсенче шкул ачисем Аслă вăрçăра паттăррăн çапăçса пуçĕсене хунă ентешсен палăкĕпе юнашар çĕнĕ сад лартса хăварчĕç. Çав кунах Мăн Явăшри участок больницинче ĕçлекенсем те хăйсен сывлăх учрежденийĕ тавралла тирпей-илем кĕртрĕç, йывăçсем нумай лартрĕç.

Халĕ шкул ачисемпе сывлăх хуралĕнче ĕçлекенсен ырă йăли Явăш тăрăхĕнче пурăнакансен кăмăлне çĕклет.


"Çĕнтерÿ çуле"
03 ноября 2004
00:00
Поделиться
;