Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Лару-тăру лайăхланчĕ

Районти ветеринари служби хуçалăхсен тата уйрăм çынсен выльăхĕсене массăллăн чирлессинчен сыхласа хăварас, чирлисене вăхăтра тупса палăртса сиплеме тытăнас тĕлĕшпе тĕллевлĕн ĕçлет. Мăйракаллă шултра выльăхсене пурне те туберкулезран тĕрĕсленĕ. Пурĕ 31 пин ытла тĕрĕслев ирттернĕ. Чирлисене тупса палăртман. Бруцеллез пуррине палăртма 13 пин юн тĕслĕхĕ (проба) илнĕ. Чирлисем тупăнман. Лейкозран сыватассипе лару-тăру лайхăланса пырать. Вăхăтра мерăсем йышăннипе “Самолет” тата “Абызово” хуçалăхсенче чирлĕ выльăхсем юлман. Ял хуçалăх техникумĕнче те чирлисен йышĕ чакса пырать.

Анчах та уйрăм çынсен выльăхĕсем лейкозпа чирленĕ тĕслĕхсем тĕл пулаççĕ. Ĕнесенчен илнĕ 40 юн тĕслĕхĕнче асăннă чире пуçаракан микробсене тупнă. Хапăсри (4 тĕслĕх), Вăрманкасри (4), Пăртасри (2) ветеринари участокĕсене кĕрекен ялсенче ку тĕлĕшпе лару-тăру лайăхланса пырать. Малтан ку хуçалăхсенче çакăн пек выльăхсем ытларах пулнă.

Çав хушăрах Шĕнер Ишекри ветеринари участокне кĕрекен ялсенче кашнинчех уйрăм çынсен ĕнисенчен илнĕ юн тĕслĕхĕсенчен 5-6-шĕнче лейкоз пуçаракан микробсем тĕл пулаççĕ. “Родина” ял хуçалăх предприятийĕнче чирлĕ выльăхсем çук. Апла çакă çынсем выльăхсене кÿршĕллĕ Çĕмĕрле районĕнче тивĕçлĕ ветеринари докуменчĕсемсĕрех туяннипе çыхăннă. Лейкозлă выльăхсене аша пама тивет. Мĕншĕн тесен вĕсене çак чиртен йăлтах сыватса çитерме май çук. Калас пулать, çынсем хăйсен килĕсенче сывă выльăх усрассишĕн тăрăшаççĕ. Чылайăшĕ ултă уйăхри пушмак пăрусен сывлăхне те тĕрĕслеттерме пуçларĕç. Çакă савăнтарать. Кăçал лейкоза ĕне выльăхсен чи хăрушă чирĕсен шутне кĕртнĕ. Унпа чирлекен ĕнесенчен илнĕ сĕт стандартсăр шутланать.

Халĕ ветеринари работникĕсем мăйракаллă шултра выльăхсене пукраран сиплессине тата туберкулез, бруцеллез, лейкоз чирĕсем пуррипе çуккине палăртассине вĕçлесе пыраççĕ. Çавăн пекех выльăхсен иммуналлă статусĕ тата юнĕн биохими кăтартăвĕсем тăрăх вĕсем хĕл каçма еплерех хатĕрленсе çитнине палăртатпăр.

Кашни ял хуçалăх предприятийĕнче тата уйрăм çынсен хуçалăхĕсенче ерекен чирсем сарăлас хăрушлăх пуррипе çуккине тĕрĕслерĕмĕр. Халлĕхе уртаракан чир тĕлĕшпе лару-тăру çăмăлах мар. Кăçал Енĕш ялĕ çывăхĕнче вилсе выртнă тилĕ уртаракан чирпе аптăранине палăртрăмăр. Вăхăтра мерăсем йышăннипе чире сарăлма памарăмăр. 2002 çулта Уйкас Кипек ял администрацийĕн территорийĕнчех ĕне уртаракан чирпе аптăранине тупса палăртнăччĕ.

Кăçал районта пуçласа ĕнесем ринотрахеитпа чирленĕ тĕслĕхсем пулчĕç. Ăна малалла сарăлма парас мар тесе мĕнпур хуçалăхсенчи выльăхсене тĕрĕслерĕмĕр. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçе тĕрлĕрен кăпшанкăсем мĕн тери пысăк сиен кÿни каламасăрах паллă. Анчах та хăшпĕр хуçалăхсен ертÿçисемпе специалисчĕсем вĕсенчен хăтăлма хыпăнмаççĕ. “Родник”, “Новый путь”, “Броневик”, “Знамя” тата ытти хуçалăхсенче мăйракаллă шултра выльăхсене лĕпĕрен (фасцеолез), ÿпкери çипçĕленрен (дикоулез), мониезиозран пачах та эмеллемерĕç. Лашасем шĕвĕрĕлченпе нумай аптăраççĕ.

Ветеринари служби кашни çулах выльăх апатне биохими тĕлĕшĕнчен тĕрĕслессине йĕркелет. Пур енлĕн анализ тума апат тĕслĕхĕсене Çĕрпÿри агрохими лабораторине ярса паратпăр. Пурĕ 6503 тонна утă пахалăхне тĕрĕслерĕмĕр. Çак хисепрен 5404 тонни (83 процент) пĕрремĕш класли, 722-шĕ (11) иккĕмĕш, 100-шĕ (1,5) виççĕмĕш класли пулчĕç. 277 тонна (4,2 процент) кондицие лармарĕ. Силос пĕрремĕш класли 31,8 процент кăна пулчĕ. 30,2 проценчĕ иккĕмĕш класа, 4,8 проценчĕ виççĕмĕш класа тивĕçтерчĕç. 33,2 проценчĕ кондициллĕ мар. Сенаж пĕрремĕш класли 15 процент, иккĕмĕш класли 71,5 процент пулчĕ. Кондицисĕрри 13,5 процент. Хĕллехи вăхăтра выльăх-чĕрлĕхрен продукци илессине чакарас мар тесен рацион туса хатĕрленĕ чухне асăннă кăтартусене шута илмелле.

Ветеринари специалисчĕсем çамрăк выльăхсене сыхласа хăварассишĕн нумай вăй хураççĕ. Кăçал ку енĕпе лайăх улшăнусем пулчĕç. Пĕлтĕр тăхăр уйăхра районĕпе 228 пăру вилнĕ. Кăçал 98 кăна. Çамрăк выльăхсем ытларах “Маяк” - 3 пуç (4 процент), “Янишево” - 3 (12,5), “Броневик” - 11 (1,4), “Искра” - 10 (1,3), Карл Маркс ячĕллĕ - 13 (1,4), “Гвардеец” - 8 (1,2) хуçалăхсенче, ял хуçалăх техникумĕнче - 17 (2,2) вилнĕ. Çав вăхăтрах Коротков ячĕллĕ, “Победа” хуçалăхсенче пĕрер пăру кăна çухатнă, “Абызово”, “Родник”, “Агро-инвест” хуçалăхсенче вара пурне те сыхласа хăварнă.

Юлашкинчен “Янгорчино”, “Хорнзор”, Коротков ячĕллĕ, “Родник” хуçалăхсенчи, Çĕрпел тата Уйкас Кипек ветеринари участокĕсенчи специалистсем лайăх ĕçленине палăртса хăварас килет.



"Çĕнтерÿ çуле"
03 ноября 2004
00:00
Поделиться
;