Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пурнăç çулĕ çинче çирĕп тăраççĕ

Турă çырни хапха умнех килет - ваттисен çак каларăшĕнче “пытаннă” тĕрĕслĕх Ларисăпа Александр Артемьевсене питĕ тĕлĕнмелле пек туйăнать. Ара, шăпа шутламан çĕртен паллаштарнă-çке вĕсене. Пĕр çемьене чăмăртаннăранпа вунпилĕк çул çитнĕ пулин те, çак куна хаваспа аса илет мăшăр. Хăйсен “юрату пуçламăшĕн” историйĕпе Артемьевсем кăçал “Ваше радио” радиостанци ирттернĕ “Пĕрре курсах саврăм-ши;” конкурсăн тĕп призне те - “Солнечный берег” санаторире канма путевка - çĕнсе илнĕччĕ.

Ырă чунлă хĕрарăм, çемье вучахне йĕркелесе тытса пыракан Лариса Григорьевна ку историпе вулакансене те паллаштарма килĕшрĕ:

- 1988 çулхи январьте Хапăсри культура çурчĕн сцени çинче Ленинград артисчĕсем пысăк концерт кăтартрĕç. Зоя Попелло артистка, халăх кăмăлне тата та çĕклес тесе, куракансемпе сценка лартас тĕллевпе пĕр каччăпа хĕре тата ватă хĕрарăма тухма ыйтрĕ. Анчах ял çынни питĕ сăпайлă-çке: ăçтан сцена çине хăпартăр; Ертсе пыракан вара тĕп геройсене залра хăй шырарĕ - мана, Александра тата Антонина Васильевна библиотекаре вăйпа илсе тухрĕ. “Халĕ хăвăра туйри пек туйăр”,- терĕ вăл рольсене валеçнĕ май...

Сценарий тăрăх куракансен “Йÿçĕ!” тесе кăшкăрмалла, Александрпа Ларисăн чуптумалла, амăшĕн - Антонина Васильевнан хытă йĕмелле пулнă. Анчах залра “йÿçĕ” тени чылайччен янăранă пулин те, пĕр-пĕрне пĕрремĕш хут куракан каччăпа хĕр чуптума именнĕ. “Паянхи çамрăксем çак самантра мĕн тунă пулĕччĕç-ши, анчах эпир хамăра ытлашши ирĕке яма пултарайман - çирĕп воспитани панă-çке пире”,- аса илет Лариса Григорьевна.

Çак концерт каччăпа хĕрĕн пĕтĕм пурнăçне улăштарнă, чĕрисенче таса туйăм çуратнă. Вăл вăхăтра Хусанти авиаци институтĕнче вĕренекен Александр юлташĕсем урлă Лариса çинчен ыйтса пĕлнĕ. Хĕр те çÿллĕ, кăвак куçлă, сăпайлă каччăна манайман.

Çуллахи пĕр дискотекăра шăпа вĕсене каллех пĕр çул çине тăратнă, çакăн хыççăн çамрăксем уйрăлман. Тепĕр çулатлăкран пĕтĕм ял халăхĕ туйра савăннă. Артемьевсем З.Попеллона та чĕннĕ туя. Вăл килеймен пулин те çамрăк мăшăра чĕререн саламланă. Хăй çав тери тĕлĕннине те пытарман Ленинград артистки: “Кашни концерт хыççăн пĕрер çемье çуралсан, мĕн тери аванччĕ”,- акă мĕнлерех çыру килнĕ аякри  хуларан.

“Чуп-чуп” уйăхне çамрăксем пĕр-пĕринчен аякра ирттернĕ - Александр институтра вĕренĕве тăснă, Лариса ялти клубра илемлĕ пултарулăх ертÿçинче ĕçленĕ. Хĕрÿ юрату туйăмĕ вĕсене пĕтĕм йывăрлăхсене, уйрăлăва чăтса ирттерме пулăшнă.

Диплом илнĕ хыççăн Александр Геннадьевича направленипе Омск хулине ĕçлеме янă. “Полет” аэрокосмос производство пĕрлешĕвĕнче инженер-конструкторта тимлеме тытăннă вăл.

- Ку вăхăтра çемье хутшăннăччĕ ĕнтĕ пирĕн. Пурăнма вара арçынсен общежитийĕнче пурăнаттăмăр. Юнашар пÿлĕмсенчи çамрăксем кунĕн-çĕрĕн музыка кĕрлеттеретчĕç, ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхетчĕç, пирĕн пĕчĕк ача пурри вĕсене шухăшлаттарман та пулас,- калаçăва тăсать Лариса Григорьевна. - Лавкка сентрисем пушă, пĕтĕм тавара талонпа параççĕ. Каçхи апат валли мĕн те пулин илес тесе алăри ачапа темĕн тăршшĕ черетре мĕн чухлĕ яра куна ирттермен-ши;..

Икĕ çул çапла тертленсе пурăннă хыççăн Артемьевсем Чăваш ене таврăнма шутланă. Паллах, Александрăн юратнă ĕçне пăрахас килмен, мĕншĕн тесен хамăр республикăра кунашкал ĕç тупаймасса лайăх пĕлнĕ.

Александр Геннадьевич тăван ене таврăнсанах районти налук инспекцине вырнаçнă. Ĕçленĕ вăхăтрах Канашри финанс техникумĕнчен, кăçал Раççей патшалăх гуманитари университечĕн экономика факультетĕнчен вĕренсе тухнă.

Лариса Григорьевна Хапăсри культура çуртĕнче худрукра тимлеме тытăннă, “Грация” ача-пăча ташă ушкăнне ертсе пынă. Асăннă коллектив хитре те илемлĕ ташшисемпе район, республика çыннисене пĕрре кăна тĕлĕнтермен. Ку ушкăн тĕрлĕ конкурссенче çĕнтерсе темиçе хутчен те пысăк чыса тивĕçнĕ.

Л.Артемьева юрă-ташăсăр пĕр кун та пурăнма пултарайман - халăх пултарулăхĕн “Хĕлхем” ансамбльне çÿренĕ. Чылай районти  ялсене çитнĕ ансамбль, куракана хăйсен илемлĕ юрри-кĕввипе тыткăнланă. Артистăн пурнăçĕ çапла ĕнтĕ - тепĕр чухне киле ир енне кăна таврăнма тивет. Артемьевсен килĕнче кун пирки нихăçан та шăв-шав çĕкленмен. Александр, Лариса творчествăна парăннă çын пулнине лайăх ăнланаканскер, хирĕçлеме мар, мăшăрне яланах пулăшса пыма тăрăшнă. Пĕр-пĕрин хушшинчи ăнланулăх, килĕшÿлĕх вĕсене паян кун та йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшать.

Вăхăт иртнĕçемĕн Артемьевсем ял хĕрринче пысăк çурт çĕклесе лартаççĕ. Александр çуртăн проектне хăех шутласа хатĕрленĕ, вăл икĕ хутлă, пĕтĕм хăтлăхпа: ваннăй, путвал, балкон, пысăк пÿлĕмсем - хуларинчен пĕртте кая мар. Ăна çĕклесе лартма мĕн чухлĕ чăтăмлăх, вăй-хăват кирлине кашниех ăнланать. Çамрăк мăшăрăн та, çĕнĕ пÿрт кĕрекине лариччен чылай тар юхтарма тивнĕ, ĕçсен ытларах пайне хăйсемех пурнăçланă-çке вĕсем.

- Пÿрт çавăрнă вăхăтра платник, штукатур, тимĕрç тата ытти ĕçсене те тума хăнăхрăм,- тет Александр Геннадьевич. - Чăннипе вара çыннăн кăмăлĕ пулсан, темĕн тума та вĕренет.

- Эпир уйра пĕрремĕш пÿрт лартакансем. Халĕ кунта урам йĕркеленчĕ ĕнтĕ,- калаçăва хутшăнать кил хуçи хĕрарăмĕ. - Пĕчĕк Тимур шкулта учительницăна: “Манăн юлташсем çук, мĕншĕн тесен эпир уйра пурăнатпăр”,- тени халĕ кулăшла пек, паллах, анчах ун чухне чăнах çаплаччĕ. Пулин, пирĕн çуртра хаклă япаласем ан пулччăр, анчах та тасалăха, хăтлăха, кил ăшшине яланах упрама тăрăшатпăр. Юлташсем, тăвансем килсе çÿрени - чи хаклă пуянлăх,- тет вăл.

Çĕнĕ çурта куçсанах Артемьевсен иккĕмĕш ывăл çуралать. Александр яланах икĕ ывăл çитĕнтерме ĕмĕтленнĕ иккен.

Пĕчĕк Ильяна пăхнă чухне Лариса вăхăта ахаль ирттермен. Пĕчĕкренех акăлчан чĕлхине вĕрентекен пулма ĕмĕтленнĕскер, аслă ывăлне çак чĕлхене вĕрентме пикеннĕ, ЕШКО курсне çырăнса илнĕ. Парăнтарнă-парăнтарнах вĕсем ют чĕлхене, икĕ курс вĕренсе пĕтерни çинчен сертификат илни çеç мар, амăшĕпе ывăлĕ акăлчанла çăмăллăнах калаçнă. Кун хыççăн Лариса та хăйĕн пĕлĕвне анлăлатас тĕллевпе Мускаври М.Шолохов ячĕллĕ патшалăх уçă педагогика университетне заочно майпа вĕренме кĕнĕ. Çĕрĕпе кĕнеке умĕнче ларнă, куç хупман каçсем манăçнă ĕнтĕ - кăçал вăл “Акăлчан чĕлхи учителĕ. Референт-тăлмач” дипломне алла илнĕ.

- Хăй вăхăтĕнче пирĕн атте-аннесен вĕренме май пулман, айăпли, паллах, вăрçă. Çавăнпа та вĕсем пире çутта тухма пилленĕ,- теççĕ Артемьевсем.

Шкула “пиллĕксемпе” кăна пĕтернĕ аслă ывăлĕ кăçал Чăваш патшалăх университечĕн акăлчан чĕлхине тарăнрах вĕрентекен лицей-интернатне вĕренме кĕнĕ. Иккĕмĕш класра вĕренекен Ильян та вĕренес туртăмĕ пысăк. Вăл спортпа интересленет, теннисла ăста вылять.

Ĕçлеме те, канмалли кунсенче уçă сывлăша тухса çÿреме те, çемье уявĕсене йĕркелеме те, хăнара пулма та ĕлкĕреççĕ вĕсем, пĕтĕм ĕçе алла-аллăн тытăнса пурнăçлаççĕ. Пĕр сăмахпа каласан, Хапăсри Артемьевсем пурнăç çулĕ çинче çирĕп тăраççĕ. Ырă чунĕсемпе, тараватлăхĕпе, ĕçри çыпăçулăхĕпе палăраççĕ, ыттисене тĕслĕх кăтартаççĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
03 ноября 2004
00:00
Поделиться
;