Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Николай Федоров Президент Вăрнарти училищĕре

Ĕнер Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров Вăрнарта ĕçлĕ тĕлпулусем ирттерчĕ. Малтанах вăл 29-мĕш номерлĕ профессипе техника училищинче пулса 1 миллион та 816 пин тенкĕлĕх хальхи шайри электронлă техника тата тĕрлĕ оборудовани уйăрни çинчен свидетельство пачĕ. Вĕренекенсемпе тата вĕрентекенсемпе курса калаçрĕ. Хăватлă техникăпа ĕçлеме илемлĕ те ăслă çынсем кирлине асăнчĕ. Çавна май культурăна ÿстермеллине палăртрĕ.

Килес çул училищĕне тĕрлĕ оборудовани тата 10 миллионлăх килмелле. Виçĕмçул виçĕ автомашина уйăрнăччĕ. Ку пĕтĕмпех вĕрентÿ системине реформăлас енĕпе ятарлă программăна пурнăçласа çĕнсе илнĕ укçа-тенкĕ.

Николай Васильевич училищĕпе паллашнă май библиотекăна çитсе курчĕ, ăнăçусем сунчĕ.

Çав кун “Шкул автобусĕ” программăпа килĕшÿллĕн республикăри тата 27 вĕрентÿ заведенийĕн ертÿçисем Президент аллинчен автобус уççисене илчĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
10 ноября 2004
00:00
Поделиться
;