Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Паян - Милици кунĕ

Шалти ĕçсен районти пайĕн коллективĕ профессиллĕ уява ĕçри япăх мар кăтартусемпе кĕтсе илчĕ. Криминаллă кăткăс лару-тăрура вăй хунă май, преступленилле ĕçсем тăвассине асăрхаттарас, право йĕркине пăснă тĕслĕхсене чакарас, обществăлла йĕркелĕхе сыхлас тĕллевпе хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех тума тăрăшатпăр. Пай сотрудникĕсем район территорийĕнче преступлени пулассине асăрхаттарас тĕллевпе профилактика ĕçне район, поселок тата ялсен администрацийĕсемпе пĕрле туса пынă. Оперативлă-профилактикăллă ятарлă операцисем, сăмахран, “Вихрь-антитеррор”, “Шырав”, “Çамрăк ача”, “Шкул”, “Урам”, “Çуран çÿрекен”, “Хĕçпăшал” т.ыт. те ирттернĕ.

Кăçалхи вунă уйăхра район территорийĕнче 409 преступленилле ĕç - е пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 8,7 процент сахалтарах - çырăннă. Криминаллă милици енĕпе илес-тĕк, пĕлтĕр, 168 преступленилле ĕç пулнăччĕ, кăçал 121 çырăннă. Апла пулин те çын сывлăхне юриех йывăр сиен кÿнĕ 15 тĕслĕх пулнă. Çынна юриех вĕлернĕ тĕслĕхсем те 33,3 процент сахалтарах. Çавăн пекех çынна юриех вăтам сиен кÿнĕ тĕслĕхсем те икĕ хута яхăн чакнă, вĕсене пĕтĕмпех уçса панă. Йывăр преступленисен шучĕ те çурри чакнă - 65 тĕслĕх пулнă. 334 уголовлă ĕçе район судне ярса панă.

Çула çитмен ачасем пĕлтĕрхи вунă уйăхра преступленилле 45 ĕç тунă пулсан, кăçал 36 тĕслĕх çырăннă. Ÿсĕрпе киревсĕр ĕç тăвасси те 12,5 процент чакнă.

Шел, ведомствăна пăхăнман хурал уйрăмĕ кăçал çителĕксĕр ĕçлесе пынине палăртса хăварма тивет.

Обществăлла вырăнсенче тунă преступленилле ĕçсен шучĕ 45 процент чакнă: пĕлтĕр 40 тĕслĕх пулнă, кăçал 22 çырăннă. Урамсенче киревсĕр ĕçсене пĕлтĕрхинчен 36,7 процент сахалтарах тунă. Иртнĕ çул экономика сферинче тунă 56 преступленилле ĕçе уçса пама май килнĕ пулсан, кăçал çав хисеп 39-па танлашнă.

Тунă преступленилле ĕçсенчен ытларахăшне çийĕнчех - “вĕри йĕрпе” - уçса пама пултарнă. Çапла, уççăн курăнман 304 преступленилле ĕçрен 275-шне пĕр талăкра уçса пама май килнĕ.

Профессиллĕ уява сотрудниксенчен чылайăшĕ ĕçри лайăх кăтартусемпе кĕтсе илнине палăртма кăмăллă. Чи маттуррисене пурлăх тата мораль тĕлĕшĕнчен хавхалантарнă. Акă, патрульпе пост службин уйрăм взвочĕн командирне милици старшинине Ю.Петрова “Милици отличникĕ” паллăпа чысланă. Шалти ĕçсен районти пайĕ çумĕнчи следстви уйрăмĕн следователĕ юстици аслă лейтенанчĕ А.Шашкаров ЧР Шалти ĕçсен министрĕн Тавне тивĕçлĕ пулнă. Шалти ĕçсен районти пайĕн пуçлăхĕн заместительне, криминаллă милици пуçлăхне милици подполковникне В.Евлампьева, шалти ĕçсен районти пайĕн штаб пуçлăхне милици подполковникне О.Ефремова, ГИБДД уйрăмĕн пуçлăхне милици майорне Б.Шмидта, шалти ĕçсен районти пайĕн инспекторне милици аслă лейтенантне А.Иванова, милицин участокри уполномоченнăйĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан милици аслă сержантне В.Серапионова район администрацийĕн Хисеп грамотипе тата укçан хавхалантарнă. Çавăн пекех вуншар сотрудник шалти ĕçсен районти пайĕн Хисеп грамотине, укçан премие, пай пуçлăхĕн Тавне тивĕçнĕ.

Шалти ĕçсен районти пайĕн сотрудникĕсем йĕркелĕх хуралĕнче малашне те шанчăклă тăрĕç.


"Çĕнтерÿ çуле"
10 ноября 2004
00:00
Поделиться
;