Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вăрнар хĕрĕ - чемпион

Вăрнарти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнчен тĕрлĕ çулта вĕренсе тухнă, халĕ кĕрешÿри ăсталăха куллен туптакан хĕрсемпе тата каччăсемпе район çыннисем чăнипех мухтанма тивĕç. Вĕсем республикăра, Раççейра çеç мар, пĕтĕм тĕнчери ăмăртусенче çĕнтерсе район ят-сумне çĕклеме пултарчĕç.

Ноябрь пуçламăшĕнче Шупашкар хулинче ирĕклĕ майпа кĕрешессипе хĕрсем хушшинче Раççейра мала тухассишĕн иртнĕ турнирта та, акă, Вăрнар кĕрешÿçисем пысăк хастарлăх кăтартнă. 2-мĕш вăтам шкулта вĕренекенсем - Ирина Львова тата Люда Николаева, Мăн Явăшри филиалăн воспитанникĕсем Таня Максимова, Марина Скворцова тата Алина Леонтьева Чăваш енĕн пĕрлештернĕ командин йышне кĕрсе ăмăртнă.

Кавир çине 18 ытла регионти çамрăк спорстменсем тухнă, çав шутра вăйлă кĕрешÿçĕсем хатĕрлекен Красноярск крайĕн, Кемерево, Иркутск, Самара облаçĕсен, Мускав, Тутарстан командисем. Кашни виçе категорийĕнче 20 ытла хĕр кĕрешнĕ.

Вăрнарти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн тренерĕ, ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ Виталий Трофимов пĕлтернĕ тăрăх, турнирăн пĕрремĕш кунĕнчех Çĕпĕр тăрăхĕнчи тата Чăваш ен спортсменкисем хушшинчи тытăçусем питĕ çивĕч иртнĕ. Виçĕ куна пынă ăмăртура И.Львова тăваттăмĕш вырăн йышăннă. Л.Николаевапа Т.Максимова çĕнтерÿçĕсен йышне лекеймен пулин те япăх мар результатсем кăтартнă.

Вăрнар енĕн тепĕр хĕрĕ Оля Илларионова (халĕ Шупашкарти Олимп резервисен училищинче вĕренет) ăмăртура вăйлă кĕрешÿçĕ пулнине тепĕр хут çирĕплетсе панă. “40 килограмчченхи виçе категорийĕнче халлĕхе ăна çĕнтерекен çук-ха. Кашни тытăçурах хăйпе кĕрешекене кĕске вăхăтра парăнтарма пултарчĕ вăл. Раççейĕн пĕрлештернĕ командин тренерĕ Сергей Зверьков Ольăн спортри малашлăхĕ пысăккине палăртнипе пирĕн мухтанмалăх пур”,- терĕ хăйĕн воспитанникĕ Раççей первенствин чемпионĕ пулса тăнипе мăнаçланса Виталий Петрович Трофимов.

Паллах, хĕрачасен çитĕнĕвĕсенче тренерсен тÿпи те пĕчĕк мар. Владимир Ананьев, Юрий Львов, Виталий Трофимов, Сергей Васильев, Виталий Львов вĕсемпе куллен ĕçлеççĕ, кĕрешÿ вăрттăнлăхĕсене уçса параççĕ, техникăна хăнăхтараççĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
10 ноября 2004
00:00
Поделиться
;