Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Хăнасене йышăнма хатĕр-и

2005 çулта Республика кунне халалланă уяв мероприятийĕсене ирттерме Вăрнар районĕ те ирĕк çĕнсе илчĕ. Ытлари кун Чăваш ен президенчĕ Н.Федоров пирĕн тăрăхра ĕçлĕ çулçÿревпе пулнă май район активĕпе йĕркеленĕ канашлура уява хатĕрленсе кĕтсе илессипе мĕнлерех ĕçленипе интересленчĕ.

Район Пухăвĕн депутачĕсем, предприяти-организацисен, вĕрентÿ учрежденийĕсен ертÿçисем, ял администрацийĕсен пуçлăхĕсем, ветерансен канашĕсен председателĕсем умĕнче малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Кузьмин тухса калаçрĕ, халлĕхе мĕн пурнăçлани, малашне мĕнле ĕçсем тумалли çинче чарăнса тăчĕ.

Республика юбилейне пирĕн район территорийĕнче те уявлама йышăнни чыс кăна мар, пысăк яваплăх та. Çак шухăш çине таянчĕ те ĕнтĕ Анатолий Иванович мероприятисен планне уçса панă май. Пĕтĕм ĕçĕн ытларах пайĕ, паллах, ялсен, поселок сăн-сăпатне илемлетессипе, вĕсене тирпей-илем, хăтлăх кĕртессипе çыхăннă. Акă, республика пĕлтерĕшлĕ трасса хĕррипе вырнаçнă ялсене пырса кĕмелли çулсен икĕ айăккипе илемлĕ картасем тытма палăртнă. Çĕнĕ çулсем сарасси, тытса тăрасси, юсасси те пысăк ĕçсен шутĕнче. Çакăн валли 35 миллион ытла укçа-тенкĕ уйăрнă.

Скверсем, чечек клумбисем йĕркелесси, ача-пăча площадкисем тăвасси, делегаци иртекен ялсенчи илемсĕр çуртсене “сăн кĕртесси”, ишĕлме пуçланă çуртсене пăсасси, районти культура çуртне тулаш тата шал енчен юсаса çĕнетесси, район администрацийĕнче евроюсав ĕçĕсем ирттересси тата ун умĕнчи площаде асфальт сарасси тата ыт.те - пурнăçламалли тĕп ĕçсем.

Июнĕн 24-мĕшĕнче районта пысăк объектсем хута яма палăртнă, çав шутра - ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ, Çĕрпелти суту-илÿ центрĕ, Хурăнсур Çармăсри физкультура тата сывлăха çирĕплетмелли центр, музей тата стадион, Вăрман Кипекри çемье врачĕн офисĕ.

Республика кунне ирттересси çинчен калакан Указа алă пуснă хыççăнах районта хĕрÿ ĕçсем пуçланчĕç. Предприяти-организацисенче, вĕрентÿ, культура, медицина учрежденийĕсенче вăй хуракансем хăйсен çывăхĕнчи территорисене çÿп-çапран тасатрĕç, йывăç-тĕмсем лартса хăварчĕç.

ЧР Президенчĕ Н.Федоров кусем пурте питĕ кирлĕ, паха ĕçсем пулнине палăртрĕ. Анчах çакна хăшпĕр çынсем ăнланманни, усал тума хăтланни республика ертÿçисене те хумхантарать.

Республика кунне районсенче те ирттерме шутлани чи малтанах вĕсен инфраструктурине, социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантарассипе те çыхăннă. Çавăн пекех ку инвесторсене явăçтармалли чи лайăх мел.

Н.Федоров республика уявĕнче пулакан улшăнусемпе те паллаштарчĕ. “Атăлçи çăлкуçĕсем” фестиваль çитес çултан “Раççей çăлкуçĕсем” ятпа иртĕ. “Çакă пĕтĕм тĕнчери фестивалĕн статусне, географине ÿстерме пулăшать, Вăрнар çĕрĕ аякри регионсенчи артистсене йышăнĕ. Çавăн пекех ют çĕршывсенчи вăтăр ытла бизнес-делегаци килсе çитмелле. Хăнасем сире мĕнле кĕтсе илнипе, “тум” тăрăх хаклĕç,- пулчĕç унăн сăмахĕсем. Çавăнпа та район “тумĕн” таса, типтерлĕ пулмаллине тепĕр хут аса илтерчĕ. Паянхи кун урамсенчи çÿп-çап, пылчăк “хуçаланнишĕн”, унта та кунта строительство материалĕсем сапаланса выртнишĕн вара ят тиврĕ. Влаç органĕсен çирĕплĕхе ÿстермеллине, итлемен çынсене - тавралăх илемне пăсакансене - саккун тĕлĕшпе çирĕп айăпламаллине асăрхаттарчĕ. Çынсем харпăр хăйне хисеплеме вĕренччĕр, пулас ăрусен аслисемшĕн пичĕсем ан хĕрелччĕр, унсăрăн пурнăç условийĕсем нихăçан та лайăхланмĕç - çак сăмахсене президент чĕререн каларĕ. Çавăн пекех вăл республика кунне хатĕрленсе “тунă” илеме малашне те сыхласа хăварма ыйтрĕ.

Çак кун çавăн пекех районти виçĕ çын президент аллинчен çурт-йĕр çавăрма патшалăх енчен паракан укçа-тенкĕ илме тивĕçнине ĕненетерекен свидетельствăна илчĕç: вĕсем - “Искра” хуçалăхăн столярĕ - Вениамин Герасимов, “Янишево” хуçалăх ĕçченĕ - Татьяна Николаева тата Вăрманкасри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул учителĕ Владимир Ефимов.

Вăрнар районĕнче Республика кунне халалланă уяв мероприятийĕсене ирттерме конкурсра çĕнтернĕшĕн преми парса хавхалантарасси çинчен те асăнчĕ Н.Федоров, укçа виçи çав тери сумлă пулма пултарассине палăртрĕ. “Анчах унăн виçи мĕн чухлĕ пуласси пĕтĕмпех хăвăр мĕнле ĕçленинчен, хатĕрленнинчен килет”,- терĕ вăл.

Юлашкинчен Чăваш ен Президенчĕ журналистсемпе тĕл пулчĕ, вĕсен ыйтăвĕсем çине хуравларĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
14 ноября 2004
00:00
Поделиться
;