Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пĕтĕм халăх чыслакан уяв

Милици кунĕ, калас-тăк, право йĕркине, саккунлăха сыхлакансен, шалти ĕçсен органĕсен ветеранĕсен кăна мар, пĕтĕм халăх чыслакан чаплă уяв шутланать. Йăлана кĕнĕ тăрăх, вăл хамăр районта та çуллен асра юлмалла иртет. Шалти ĕçсен районти пайĕн коллективĕ професси уявне кăçал та савăнăçлăн паллă турĕ. Кунта çакна каласа хăварни те вырăнлă пулĕ: çăмăл мар службăра ăнăçу, ырлăх-сывлăх сунса Вăрнар милиционерĕсене уяв ячĕпе саламлама район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Кузьмин кашни çулах хăй килет. Ку хутĕнче те Анатолий Иванович пушă алăпа мар-мĕн - служба тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пыракансен пĕр ушкăнне укçан хавхалантарчĕ. Район прокурорĕ юстици кĕçĕн советникĕ Юрий Алексеевич Вахтеркин та коллектива уяв ячĕпе хĕрÿллĕн саламларĕ, милици ĕçченĕсене яланах сыхă, хăюллă, професси тĕлĕшĕнчен çÿллĕ шайра пулма ырă сунчĕ. Савăнăçлă пухăва ертсе пыраканĕ - шалти ĕçсен районти пайĕн пуçлăхĕ милици подполковникĕ Федор Петрович Тимофеев - йĕркелĕх хуралçисене, ветерансене Милици кунĕ ячĕпе ăшшăн саламларĕ.

Шалти ĕçсен районти пайĕн пуçлăхĕн заместителĕ, штаб пуçлăхĕ милици подполковникĕ Олег Юрьевич Ефремов Раççей, çавăн пекех хамăр республика тата район милицийĕ утса тухнă çул-йĕрпе паллаштарчĕ. Асра юлмалла хатĕрленĕ доклада пухăннисем питĕ тимлĕ итлесе ларчĕç.  Сăмахран, патша вăхăтĕнчи Раççейре преступлени тăвасси çуллен вăтамран 5,1 процент хушăнса пынă пулсан, 1917 çулта, ахăрсамана тапхăрĕнче, çаратасси 8 хут, çынна вĕлересси 5 хут ÿссе кайнă.

1921-1927 çулсенче хамăр район территорийĕнче - унчченхи Нурăс тата Туçи вулăсĕсенче - вулăс милицийĕнче Мăн Хирлеп çынни В.В.Варламов вăй хунă. Вăлах 1931-1932 тата 1939-1941 çулсенче Вăрнар администраци ертÿçи пулнă. Ку кăна мар, рабочи-хресчен милицийĕн 10 çулхи юбилейĕ ячĕпе Вăрнар райĕçтăвкомĕн административлă уйрăмĕн уголовлă шырав агентне В.В.Варламова тата И.В.Васильев кĕçĕн милиционера РСФСР Шалти ĕçсен халăх комиссариачĕн тĕп администраци управленийĕ револьверпа чысланă.

Çакă та интереслĕ: 1940 çулта районти милици уйрăмĕнче пурĕ 16 çын ĕçленĕ. Тĕрлĕ çулсенче шалти ĕçсен районти пайне В.П.Иванов, Я.Н.Никитин, К.А.Пихторинский, Н.Д.Данилов, Н.А.Лобанов, И.П.Бодров, Л.М.Карпов, Р.Ф.Шихматов, Н.Н.Ведин, Н.Ф.Бабакин, Н.З.Ершов, Н.В.Васильев, С.С.Синичкин, П.Л.Леонидов, Б.Ф.Федотов, В.А.Степанов, В.Г.Теллин, С.К.Иванов ертсе пынă. 1999 çултанпа пуçлăхра Ф.П.Тимофеев ăнăçлă тимлет.

Паянхи кăткăс лару-тăрура милици ĕçченĕсен уйрăмах тимлĕ пулма лекет. Милицин участокри уполномоченнăйĕсем, уголовлă шырав тата ытти подразделенисен сотрудникĕсем, тĕрĕссипе калас-тăк, канмалли кунсемпе уявсем пуррине тахçанах маннă - служба тата тивĕç темрен те хаклăрах. Милицин участокри уполномоченнăйĕсем В.В.Краснов, А.Б.Артемьев, В.В.Серапионов, В.Н.Калимуллин, Л.Н.Степанов, О.А.Баранов, В.П.Васильев тата ыттисем халăх хушшинче ырă ят çĕнсе илнĕ. Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕшĕн яваплă службăна ултă çул ытла милици майорĕ Б.Г.Шмидт ертсе пырать. ГИБДД сотрудникĕсем кирек епле çанталăкра та, кăнтăрла та, çĕрле те районти çулсем çинчи йĕркелĕхе тимлĕ асăрхаса тăраççĕ. Н.И.Ванеев, В.А.Моськин, Р.А.Убаков, И.В.Галкин, С.М.Зайцев, Л.Г.Ильин, И.А.Егоров, В.И.Зайцев, С.В.Петров çул-йĕр правилисене уяманнисенчен яланах çирĕп ыйтаççĕ. Чăн-чăн профессионал Д.Г.Фирсов ертсе пыракан уголовлă шырав уйрăмĕ те лайăххисен шутĕнче. Çак подразделенири Г.В.Ванин, В.М.Гордеев, В.Н.Степанов, А.П.Матвеев сотрудниксем йывăр тата уйрăмах йывăр преступленилле ĕçсене уçса панă чухне пĕрре кăна мар палăрнă. С.А.Петров оперуполномоченнăя илес-тĕк, ăна тахçанах вырăнти Аниськинпа тата Шерлок Холмспа танлаштараççĕ.

Шалти ĕçсен пайĕнче хĕрарăмсем те арçынсемпе танах вăй хураççĕ. Вĕсем - В.М.Гурьева, Л.Р.Забирова, С.Ю.Мартынова, М.Б.Егорова, С.Миронова, Н.А.Михнева, Л.М.Григорьева, Н.Н.Степанова, Н.А.Богатова, А.Воробьева. С.Миронова, акă, шалти ĕçсен пайĕсенче тимлекен хĕрарăмсем хушшинче профессилле ăсталăхăн республикăри конкурсĕнче пĕрремĕш вырăн йышăннă, “Куракансен кăмăлне кайнă мисс” ята тивĕçнĕ.

Вăрнар милиционерĕсенчен 18-шĕ Чечен республикинчеконтртеррорла операцисене хутшăннă, чылайăшне тĕрлĕ наградăсемпе чысланă. Шалти ĕçсен районти пайĕн ветеранĕсен организацийĕ лайăх ĕçлет.

Уявра, палăртрăмăр ĕнтĕ, хастар та тăрăшуллă сотрудниксен пысăк ушкăнне Хисеп грамотисемпе, парнесемпе, укçан чысларĕç. Пăшалпа усă курма ирĕк парас енĕпе тимлекен аслă инспектора Я.А.Никифорова, акă, пай пуçлăхĕ Ф.П.Тимофеев хăй ятĕнчен алла çыхмалли сехет парнелерĕ.

Юлашкинчен районти культура çуртĕнче чăваш эстрада çăлтăрĕсем Д.Московский, А.Шадриков, Е.Голубева милици ĕçченĕсене чаплă концертпа савăнтарчĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
14 ноября 2004
00:00
Поделиться
;