Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Савăнăçлă уявра

Кайри Тукай тата Çĕрпел ял ĕçченĕсем ял хуçалăх работникĕсен кунне уявлама Çĕрпелти культура çурчĕн аслă залне пуçтарăннă. Хаваслă кĕвĕ янăрать. Акă уяв пухăвĕ уçăлни çинчен пĕлтерчĕç.Уй-хир ĕçĕсемпе выльăх-чĕрлĕх продукчĕсен ÿсĕмĕсем çинчен доклад тума “Янгорчино” ял хуçалăх производство кооперативĕн ертÿçине Геннадий Васильевич Романова сăмах пачĕç. Вăл малтанах ял ĕçченĕсене, пенсионерсене, шкул ачисемпе вĕрентекенсене уй-хир культурисене вăхăтра пуçтарса кĕртес ĕçре хастар ĕçленĕшĕн чĕререн тав турĕ, ырлăх-сывлăх, телей, пурнăçра юратупа килĕшÿ, ăнăçу сунчĕ.

Г.Романов кăçалхи çул мĕнпур уй-хир ĕçĕсене вăхăтра, тирпейлĕ пурнăçланине, пысăк тухăç илнине палăртрĕ. Кашни гектартан 28 центнер тырпул, 287 центнер çĕрулми, 513 центнер выльăх кăшманĕ пуçтарса кĕртнĕ. Выльăх-чĕрлĕх валли 5400 тонна сенаж, 400 тонна утă хатĕрленĕ. Хуçалăхра сăвакан ĕнесен йышне 252 пуçа çитернĕ. Кашни ĕнерен 10 уйăхра 3726 килограмм сĕт суса илнĕ. Тырпул çитĕнтерекен тата выльăх-чĕрлĕх пăхакансене хуçалăх ертÿçи тав сăмахĕ каларĕ. Акă, сăмахран, иккĕмĕш бригадăри Света Игнатьева, Анатолий Игнатьев, Галя Васильева, 4-мĕш бригадăри Людмила Лукина, Калерия Викторова, Николай Афанасьева, Зоя Ксенофонтова, Владимир Михайлов, Владимир Трофимов ферма ĕçченĕсене, 1-мĕш бригадăри Алевтина Терентьева, Мария Михайлова уй-хир ĕçченĕсене, автопаркри Юрий Леонтьев, Николай Никифоров, Геннадий Семенов, Владислав Гаврилов, Александр Раков, Леонид Леонидов, Олег Николаев, Сергей Игнатьев механизаторсене, хуçалăхăн штатри руководителĕсене Лина Горбунована, Елена Ваганинана, Петр Черкасов Хисеп грамотисемпе тата 300-шер тенкĕ укçа парса чыс турĕ. Иккĕмĕш премишĕн 200 тенкĕ, 3-мĕш преми илекенсене 100-шер тенкĕ парса чысларĕç. Преми пама 50 пин тенкĕ уйăрнă. Премине 217 çын тивĕçлĕ пулчĕç. Уява пынисене тепĕр пысăк савăнăç кÿрекенсем Альбина Сарри ертсе пыракан артистсем пулчĕç. Надежда Заводскова, Алексей Шадриков тата концерт ертÿçи Альбина Сарри юрăçсем чăвашсен хальхи çĕнĕ юррисемпе тыткăнларĕç. “Илемпи” ташă ушкăнĕн артисчĕсем вара тĕрлĕрен халăхсен ташшисене чуна пырса тивмелле илемлĕ те çаврăнăçуллă ташласа савăнтарчĕç. Концерта кулăш ăсти Виталий Сергеев та хутшăнчĕ. Икĕ сехете яхăн пычĕ концерт. Савăнăçлă кăмăлпа саланчĕç ял ĕçченĕсем чаплă уявран.



"Çĕнтерÿ çуле"
14 ноября 2004
00:00
Поделиться
;