Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Алăра ĕç - чунра уяв

Ăсталăх вăрттăнлăхĕсене пĕлекене çĕр çинчи чи пуян çынпа танлаштарас килет манăн. Илеме курма, туйма, кирек мĕнле йывăç касăкне «сăн кĕртме» пултараканран телейлĕреххи те çук пулĕ. Эрешлесе касса кăларнă курки-чÿлмекĕсем, алтăрĕсем, чашăкĕ-кашăкĕ, арчи, ĕнтсе ÿкернĕ ывăсĕсем, кил-тĕрĕшĕнче усă курмалли ытти япаласем - мĕн кăна ăсталамаççĕ пулĕ «ылтăн» алăсем.

Акă, Чалăм Кăкшăмри Татьянăпа Капитон Петровсен килĕ-çурчĕ çине пăхсанах, кунта чăн-чăн алăсти пурăннине тÿрех туйса илетĕн. Эрешлесе илемлетнĕ пÿрчĕ-хуралтисем, хапхи тÿрех куçа тыткăнлаççĕ. Кил хуçи, Капитон Петрович, 75 çул хыçа хăварнă пулин те юратнă ĕçне пăрахмасть-ха. Вăл алă усса ларма юратманнине унпа калаçма пуçласанах туйрăм.

- Хамăн пурнăç çинчен пĕтĕмпех калас пулсан, пĕр талăк та çитмĕ, - пуçларĕ хăйĕн сăмахне ăстаçă. - Анчах хам çамрăклах мĕн тÿснине чи усал тăшмана та сунман пулăттăм. Пирĕн ялта колхоз йĕркеленĕ чухне - 1931 çулта - эпĕ иккĕри ача кăна пулнă. Атте колхоза кĕме икĕ лаша, икĕ ĕне, çичĕ çемье пыл хурчĕ панă. Хамăрăн вĕлле хурчĕсем пурĕ 40 çемье пулнă. Анчах атте коллективизацин усси-пăссине туйманскер, тепĕр çулталăкран каллех  уйрăлса тухнă. Çакăншăн пирĕнне çĕр лаптăкне те туртса илнĕ. Эпĕ хам ĕçлеме пуçличчен те çĕрулми çисе курман, - шывланаççĕ ватă çыннăн куçĕсем.

Капитон Петрович çемьери вунпĕр ачаран чи кĕçĕнни пулнă. Ялти шкулти çичĕ класа мухтав хучĕпе вĕренсе пĕтернĕ вăл, анчах малалла вĕренме унăн çул «хупăннă» - единоличник ачи тесе ăна ниçта та илесшĕн пулман. «Аптăраннă енне икĕ сыпăкран лекекен пичче патне кайрăм. Вăл ун чухне колхоз председателĕнче тимлетчĕ те вĕренме кайма направлени çырса, паспорт тутарса пачĕ, - калаçăва малалла тăсать Капитон Петрович. - Институтра вĕренме нумай та юлманччĕ. Анчах хамăр ял ачи, институтри комсомол организацийĕн пĕрремĕш секретарĕ, мана ура хучĕ. Çавскер «Петров единоличник ачи. Вăл суя документсемпе вĕренет», - тесе çырса панă та. Пĕррехинче тавлашăва кĕнĕшĕн çапла тавăрчĕ ĕнтĕ. Милицисем ал сăнчăрĕ тăхăнтартса илсе кайни халĕ те куç умĕнчех. Ун чухне пире сортпа сăнав участокне пăрçа акма илсе кайнăччĕ. Çĕр ĕçне вĕрентекен Наталья Филипповна Тикишова мана директор хăй патне чĕнтернине пĕлтерчĕ. Коридорта тăракан милиционерсене курсан, чĕре тÿрех ырă мара туйса илчĕ. Чăнах та, директор пÿлĕмне кĕнĕ-кĕменех, пĕр сăмах чĕнме ĕлкĕриччен мана сăнчăрласа та хучĕç Çĕрпÿ тĕрмине илсе кайрĕç. Ку хутĕнче те икĕ сыпăкри пиччех çăлчĕ мана, йĕплĕ пралук леш енчи тамăка курма памарĕ...»

Тăван тăрăхра хĕсĕрленине кура ирĕксĕрех ялтан тухса кайма тиврĕ К.Петрова. Красноярск крайне Хакас автономи облаçĕнчи Абакан хулинче темиçе çул пурăннă вăл, унтах вĕреннĕ, ĕçленĕ. Ĕçчен çынна унта тÿрех асăрханă, сĕт-çу фермин ертÿçине лартнă. Хăйне шаннине тÿрĕ чунпа пурнăçлать вăл, суяс-улталас шухăш нихăçан та пулман. Укçине те аван ĕçлесе илнĕ.

Анчах ют çĕрте нумайлăха тĕпленсе пурăнаймасть вăл, ашшĕ ăна каялла чĕнсе илет.

Красноярск крайĕнче алă ăсталăхне вĕренни Капитон Петровича мĕн пурнăç тăршшипех пулăшса пырать. Яла таврăнсан пÿрт-çурт çавăрать, хуралтăсем çĕклесе лартать. «Çакăнта мĕн куратăр - веçех хам алăпа тунă. Тимĕрне те хамах витеп, кантăкне те касап», - тет вăл.

- Эпир ăсталанă пĕрремĕш япала мĕн-ши вăл; - ыйтуллăн пăхатăп ун çине. Хуравне нумай кĕттермерĕ кил хуçи. Чÿрече рами иккен. Паян вара вăл ăсталама пĕлмен япала çук та пулĕ: шифоньер, «прихожка», сĕтел-пукан... - ун алличе ĕç вĕресе кăна тăрать. Кил-тĕрĕшĕнче усă курмалли хатĕртен мĕн кирлĕ - нихăçан та çын куçĕнчен пăхман, пĕтĕмпех хăй ăсталама тăрăшать. Вĕсене веçех эрешсемпе илемлетет, хăшĕсене алă вĕççĕн, йывăртараххисене станокпа касса кăларать. Карçынкка та, лăпăсем те çыхать, кăмака купалама та ăста.

Хăйĕн ĕçне чунтан юратать, ĕçсĕр вара ларма пултараймасть. «Мĕншĕн каç пулать-ши;» - тесе пĕрре кăна шутламан иккен ăстаçă. «Çитмĕл ултта пусрăм пулин те ывăннине туймастăп-ха, - тет Капитон Петрович. - Ĕç çынна вăй-хал кÿрет, илемлетет, тирпейлĕ тăвать, ăс парать. Тепĕр чухне питĕ тĕлĕнетĕп. Манран çамрăк çынсем пурнăçран уйрăлаççĕ. Пĕтĕм сăлтавĕ - эрехпе туслашнинче. Ĕçкĕ нихăçан та ырă тумасть. Ĕç вара чуна телей кÿрет».

Çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те ун аллинчен ĕç каймасть. Пысăкрах япаласене çулла ирĕкрех ăсталать, пĕчĕкреххисене - хĕлле. Ĕçчен çыннăн ыйхи кĕске тенешкел, кăвак шуçăмлах ура çинче вăл. Пĕр-пĕр ĕçе вĕçне çитереймесĕр вара чунĕ канăçмасть унăн. Халĕ уйран çÿпçи хатĕрлеме пуçланă вăл, хăвăлне касса кăларнă ĕнтĕ.

- Ĕлĕкрех пасарта арча лайăх туянатчĕç. Халĕ вăл «модăран» тухрĕ, ыйтакан та пĕрре-иккĕн кăна, - тет йывăç ăсти. Çавăн пекех Капитон Петровичпа ку тăрăхра ал ăстисем сахаллине те палăртать.

- Сирĕн вĕренекенсем, ĕçĕре малалла тăсакансем те пулĕ; - каллех ыйту çуралать манăн. Ăсталăх вăрттăнлăхĕсене унран тăваттăн вĕреннĕ, анчах пурте пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă иккен.

Капитон Петрович калаçнă хушăрах унăн ĕç пÿлĕмне - пĕчĕк мастерскойне - сăнатăп. Кунта йĕркелĕх кăна хуçаланать, кашни япали хăй вырăнĕнче, типтерлĕ, таса.

К.Петрова ку тăрăхра алăсти пулнине çеç мар, ял хуçалăхне аталантарас ĕçе пысăк тÿпе хывнипе те аван пĕлеççĕ. «Ленинец» колхозра 33 çул бригадирта тимленĕ вăл, çынсемпе пĕр чĕлхе тупса, вĕсене хавхалантарса ĕçлеме пултарнă. Çак вăхăтрах вăл ял çывăхĕнче вăрман ларттарнă. «80 пин хыр калчи лартса хăвартăмăр Малти Ишекри вăтам шкул ачисемпе. 96 проценчĕ чĕрĕлчĕ. Халĕ, ав, мĕнлерех вăрман кашласа ларать», - хăйĕн ĕçĕ сая кайманнишĕн чунĕ çав тери хĕпĕртенине пĕлтерет вăл.

Татьянăпа Капитон Петровсем пилĕк ача пăхса çитĕнтернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă, халĕ кĕçĕн хĕрĕпе тата мăнукĕпе шăкăлтатса пурăнаççĕ.


"Çĕнтерÿ çуле"
19 ноября 2004
00:00
Поделиться
;