Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ырă йĕр хăваракансем

Ĕç ветеранĕ Исаак Афанасьевич Афанасьев - Çăкаллă Явăшри чи хисеплĕ, чи сумлă çынсенчен пĕри. Хуçалăхăн социаллă пурнăçĕпе экономикине çĕкленĕ çĕрте тăрăшулăхпа хастарлăх кăтартнăшăн ăна пĕр орден, тăватă медаль тата тăххăрмĕшпе вунпĕрмĕш пилĕкçуллăхсенче “Социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи” знаксемпе Дипломсем парса чыс тунă. Вăл “Чăваш Республикин ялхуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” хисеплĕ ята тивĕç пулнă. Çакнашкал чыса Явăш тăрăхĕнче никамах та тивĕçмен. Мухтавлă ветеранпа мана иртнĕ кунсенче тĕл пулса калаçма тÿр килчĕ.

Исаак Афанасьевич вăтам пÿллĕ, хытанка кĕлеткеллĕ арçын. Калаçура хăйне сăпайлă тытать, лăпкăн, сас хăпартмасăр пуплет, хушăран шÿтлесе те илет.

- Хĕл кунĕнче тумтир айне сивĕ йăпшăнса кĕнĕ евĕр, ватлăх çитсе тăнине те сисеймерĕм: çитмĕл ултă çул тултартăм. Тĕлĕнмелле вăл пурнăçран: кунсем малалла чупнă май сăн-пит пĕркеленчĕ, вăй хал чакрĕ. Тăнлавсем çинче кĕмĕл пĕрчĕсем хуçаланма тытăнчĕç, шалкăм çапасшăн пулчĕ,- хăй сывлăхне çапларах хакларĕ Исаак Афанасьевич.

Пенсионер пурнăçĕ лăпкă темелле: ытлашши ан хумхан, сывлăхна упра, вăй çитнĕ таран килти ĕçсене пуçтаркала. Анчах Исаак Афанасьев унашкалли мар, канăçсăр, яваплă ĕçсĕр пурăнма пултараймасть. Ăна ăшă пÿртре мар, ирĕкре кунĕн-çĕрĕн пуç çĕмĕрсе шутламалли, çанă тавăрса, тар кăларса ĕçлемелли вырăн кирлĕ-мĕн. Вăл, ватлăхри канăвне пăхмасăр, вĕлле хурчĕсем тытма пуçланă. Ăна çултан-çул пысăклатса пынă май, сахал тăкакпах пысăк тупăш илмелли мехел çитернĕ. Исаак Афанасьевичăн ватлăхри çак чыслă енĕ вăйлă тапса тăракан çăлкуçа аса илтерет.

- Исаак Афанасьевич, калăр-ха, тархасшăн, вĕллесем тытма, нумай выльăх-чĕрлĕх усрама мĕнле вăй-хал çитеретĕр; - ыйтуллăн пăхрăм ун çине.

- Ĕçлесе халтан кайсан та ывăнтăм тесе калама хăнăхман. Виличчен те ĕçлеме пăрахаяс çук пуль. Икĕ алла - пĕр ĕç тенешкел, пĕр ĕç ывăнтарса çитерсен теприн çине куçатăп. Ĕçрен хăрамастăп, вăл хăй манран хăратăр,- терĕ ветеран.

Ĕç... Çак сăмаха илтсенех куç умне унăн ачалăхĕпе çамрăклăхĕ тухса тăчĕ. Ытти яшсем пек капăр тумланса çÿреймен вăл, шурă кулач çисе ÿсеймен, ашшĕ-амăш ырлăхне курайман. Нуша кулач çитерме вĕрентет тенĕ пек, ачаллах мĕнле кăна ĕçе кÿлĕнмен-ши; Тиркесе тăман: çитĕнсе çитнĕ çын ĕçĕ-и, хĕрарăмăн-и - вăй-хал çеç çиттĕрччĕ. Вăрçă тухнă çул вунвиçĕ çула кайнăскер, çуркунне лашасемпе ака тунă, тырă акнă, уй-хирти тырпула çурлапа вырса пухнă, хĕлле вăрман турттарнă.

- Пурнăçра мĕнле йывăрлăха чăтса ирттермерĕм пуль, кам кăна пулса ĕçлемерĕм; - тарăн шухăша путса ларчĕ вăл. - 1946 çулта мана Свердловск хулине ФЗО шкулне вĕренме ячĕç. Вĕренсе тухсан шахтер пулса ĕçлерĕм. Салтак службине Германире ирттертĕм. Хĕсметрен яла таврăнсан Сăкăт ял Советĕнче секретарь пулса ĕçлерĕм. Мана, ял-йыш ыйтнипе, Çăкаллă Явăшри уй-хир бригадине ертсе пыма шанчĕç. Ку шанăçа та тÿрре кăларса пытăм. Кĕçех пысăкрах, яваплăрах ĕçе - выльăх-чĕрлĕх фермисен заведующине лартрĕç. Ăна ватлăхри канăва тухичченех, пĕр улшăнмасăр хĕрĕх çул енне ăнăçлă ертсе пытăм. Тĕрĕссипе каласан, фермăра ĕçлекенсен пурнăçĕ калама кăна çырла пек тутлă, тутанса пăхсан - эрĕм пек йÿçĕ. 1960-1980-мĕш çулсенче пирĕн колхозра выльăх-чĕрлĕх фермисем тĕпрен çĕнелсе улшăнчĕç, çĕнĕ тум тăхăнчĕç, районта малтисен ретне тăчĕç,- хăй ĕçленĕ тапхăрти ырă енсене нумай илсе кăтартрĕ Исаак Афанасьевич.

Паянхи пек лайăх астăватăп: тырпул çитĕнтерессипе те, выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илессипе те явăшсем районта малта пыратчĕç. Исаак Афанасьевич ертсе пынă ферма чи лайăххиччĕ, чи тупăшличчĕ. Мăйракаллă шултра выльăхсен шучĕ 700 пуçран иртнĕччĕ. Сăвакан ĕнесем кăна виççĕр пуç шутланнă. Çулталăкра кашни ĕнерен 3500 килограмм сĕт суса илесси яланхи йăлана кĕнĕччĕ. Сĕт суса илессипе районти куçса çÿрекен Хĕрлĕ ялава явăшсем çулталăкĕпех хăйсен аллинчен вĕçертмен. Çакăнта шăпах ферма заведующийĕн Исаак Афанасьевичăн тÿпи пысăк. Çавăншăн ăна “Районти выльăх-чĕрлĕх фермисен чи лайăх заведующийĕ” хисеплĕ ят панă.

Исаак Афанасьевичăн мăшăрĕ, Нина Прокопьевна, упăшки пекех йăрă, ĕçчен. Ларма-тăма пĕлменскер, картишĕнчи выльăх-чĕрлĕхĕпе кунĕпех тăрмашать. Çынсемпе куллен хутшăнма юратать, май килнĕ таран пулăшма тăрăшать. Çын телейĕпе ырлăхне вăл пуянлăхра мар, пархатарлă ĕçпе тĕрĕслĕхре курать.

- Хĕр çулне çитичченех колхоз ĕçне кÿлĕнтĕм. Сăкăт тăрăхĕнче те, Çăкаллă Явăш таврашĕнче те çитмен уй хăвармарăм, алăсем тĕкĕнмен ĕç юлмарĕ. Çĕрулми е кăшман кăлармалла-и, сенаж е силос хывмалла-и - колхозра мансăр пĕр ĕç те пуçтарăнса кĕмен,- ватлăхри канăва тухичченхи тапхăрсене аса илчĕ килхуçи хĕрарăмĕ.

Телейлĕ мăшăр тăватă хĕрпе пĕр ывăл пăхса çитĕнтернĕ, пурне те пурнăç çулĕ çине çирĕп тăратнă. Ачисем те, ашшĕ-амăшĕ пекех, ĕçре - йĕрĕ те ăслă, тавçăруллă, пурнăçра - чĕрĕ те мал ĕмĕтлĕ, хунтăллă.

Анчахрах Нина Прокопьевнăпа Исаак Афанасьевич Афанасьевсем çемье çавăрса пĕрле пурăнма пуçланăранпа 50 çул çитнине паллă тунă. “Ылтăн туя” уявлама тăванĕ-пĕтенĕсемпе хăнисем йышлă пуçтарăннă, вĕсем, хаклă парнесене телейлĕ мăшăрсене панă май, нумай çулсем пурăнма ырлăх-сывлăх суннă.

... Çын хăй хыççăн ырă йĕр хăварма тивĕç. Çĕнĕ çурт е улма-çырла сачĕ лартнă-и вăл, илемлĕ хайлав е кĕвĕ çырнă-и - пурпĕрех çынсем валли ырă ĕç тунă. Эппин, Афанасьевсен йăхĕ те çĕр çинче ырă йĕр сахал мар хăварĕ.


"Çĕнтерÿ çуле"
19 ноября 2004
00:00
Поделиться
;