Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тĕплĕн хатĕрленсе кĕтсе илесчĕ

Иртнĕ эрнере Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров Вăрнар районĕнче пулчĕ. 29-мĕш професси училищин никĕсĕ çине «Пучах» ресурс центрне уçнă, республикăри шкулсене автобуссем панă çĕре хутшăнчĕ, район активĕпе 2005 çулта Республика кунне хатĕрленсе ирттерес ыйтупа канашлу ирттерчĕ. Юлашкинчен Николай Васильевич журналистсемпе йĕркеленĕ тĕлпулура çакăн пек пĕтĕмлетÿсем турĕ:

- Чăваш Респуликин районсемпе хуласен хăйтытăмлăх ертÿçисем Республика кунне ирттерес миссие питĕ кирлĕ ĕç вырăнне хурса йышăннине палăртма кăмăллă. Çакă таврари лару-тăрăва лайăхлатма, çынсен пурнăç условийĕсене çÿллĕ шая çĕклем пулăшать. Скептиксемшĕн ку ăнланмалла та мар пулĕ, анчах Республика кунне халалланă уяв мероприятийĕсене ирттернĕ пур район та - Етĕрне, Çĕмĕрле, Канаш, Елчĕк районĕсем - халлĕхе пур çĕрте те çĕр процент таранах мар пулин те, çынсене пурăнма тата ĕçлеме çавăн пек пысăк стандартсем туса пачĕç - Европа шайĕнчен пĕртте кая мар.

Уява хатĕрленсе халех, кĕркуннех, чылай ĕç пурнăçланине тата яваплăха шаннине шута илсен Вăрнар районĕ йывăрлăхсене пăхмасăр Республика кунне тивĕçлипе хатĕрленни сисĕнет. Йывăрлăхсем вара кунта, Канаш е Етĕрне районĕсемпе танлаштарсан, сахал мар. Паянхи кун çакă никама та çиллентермĕ - поселока çав тери йĕркесĕр, килĕшÿсĕр, шутламасăр тунă, çуртсене тĕлли-паллисĕр лартса тухнă. Пирĕн çак йăнăша тÿрлетмелле. Халăх пурăнакан вырăна вара Европа шайне çитерме çăмăл мар. Çавăнпа та уява кĕтсе илме хатĕрленес ыйтăва хускатсан ырă мар чылай япала çинчен те калаçма тивет. Тен, çакă йăлăхтарчĕ те пулĕ, анчах çынсен саккунлăха пăхăнмаллах - хăйсен хыççăн çÿп-çапа пуçтармалла, ишĕлме пуçланă карта-хуралтăсене юсамалла тата ыт. те. Ку, паллах, хăнасене килĕшессипе кăна мар, районăн пуласлăхĕпе, экономика аталанăвĕпе те çыхăннă. Пылчăкра, çăрăлчăкра, тирпейсĕр пурăннипе аталану çулÿ çине тăраймăн.

Çитес çул «Атăлçи çăлкуçĕсем» фестиваль РФ Правительствин хушăвĕпе «Раççей çăлкуçĕсем» ятпа иртĕ. Енчен те пĕрремĕш фестивале 3 регион кăна хутшăннă пулсан, çитес çул унта 50 ытла субъектран килсе çитмелле, çав шутра - Чукотка, Владивосток, Карели, Санкт Петербург, Пакистан пултарулăх ушкăнĕсем. Çавăн пекех Итали, Эстони, Украина, Казахтан, Венгри... - ют çĕршыври пĕтĕмпе 10 ытла фольклор ушкăнĕ заявка панă. Çавăнпа та пирĕн хăнасене кĕтсе илессипе твĕçлипе хатĕрленмелле, ку йăлтах Чăваш ене инвестицисем явăçтарассипе, çĕнĕ ĕç вырăнĕсене йĕркелессипе, социаллă сферăна аталантарассипе, бюджета пуянлатассипе çыхăннă.

Вăрнарти 29-мĕш професси училищи никĕсĕ çинче уçăлнă «Пучах» ресурс центрĕ вăрнарсемшĕн кăна мар, ытти районсемшĕн те историлле событи. Кунта пысăк ĕçсем пурнăçланă. Тепĕр çулне ял хуçалăх оборудованисене туянма тата 10 миллион тенкĕ уйăратпăр, кунта чăннипех те вĕçĕмсĕр пĕлÿ паракан институт туса хума палăртатпăр. Вăл çавăн пекех ахаль профтехучилище кăна мар, вĕрентÿпе методологи центрĕ пулса тăрĕ, ачасене шкул çулĕнчех пуçламăш професси пĕлĕвне парасси тĕп вырăнта - агропромышленность комплексне валли вунпĕр професси таран алла илме май пулĕ. Центр çавăн пекех ял хуçалăхĕ валли квалификациллĕ кадрсем хатĕрленнипе пĕрлех педагогсен квалификацине ÿстерме те пулăшĕ.

Кăçал республикăра «Шкул автобусĕ» программăна ăнăçлă вĕçлеме пултартăмăр, Чăваш енри пур тĕп шкула та автобуссемпе тивĕçтертĕмĕр темелле. Енчен те район администраци пуçлăхĕсем ыйтсан вĕсене тата та туянăпăр. Анчах шкул автобусĕн тĕп тĕллевĕ ачасене шкула е шкултан киле турттарнипе кăна вĕçленмест, вĕсен ачасен тавракурăмне аталантарас ĕçре те пулăшмалла - художество пултарулăх смотрĕсене, олимпиадăсене, спорт ăмăртăвĕсене, музейсене, ытти хуласене илсе çÿремелле.

Чăваш ен çĕнĕ меслетсене, инновациллĕ майсене пурнăçа кĕртсе аталану çулĕ çине тăма пултарчĕ. Пирĕн çутçанталăк пуянлăхĕ çук, тĕп вăй - этем потенциалĕ. Апла-тăк, çĕршыва ăс-хакăл енчен çирĕп, тарăн пĕлÿллĕ çынсем кирлĕ, вĕсене вара пĕчĕкренех хатĕрлемелле, вĕренме тивĕçлĕ условисем туса памалла.


"Çĕнтерÿ çуле"
19 ноября 2004
00:00
Поделиться
;