Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çÿп-çапран хăçан тасалăпăр

2005 çулта Республика кунне халалланă уяв мероприятийĕсене ирттерме Вăрнар районĕ те тивĕçлĕ пулчĕ. Эппин, хăнасем умĕнче намăс курас мар тесен, хамăр пурăнакан вырăна тасатса-тирпейлес ыйту уйрăмах çивĕч тухса тăрать. Анчах халлĕхе, ман шутпа, тасалăх енĕпе пирĕн кăкăр çапса мухтанмаллиех çук-ха.

Чăваш ен Президенчĕ Н.Федоров та иртнĕ эрнере Вăрнар тăрăхĕнче пулнă май унта та кунта çÿп-çап куписем сапаланса выртнипе, ăçта килнĕ çавăнта строительство материалĕсене купаласа хунипе, поселокри пылчăкпа витĕннĕ çулсемпе питех кăмăлсăр юлнине пĕлтерчĕ. Республика ертÿçин асăрхаттăравне шута илсе район администрацийĕнче çийĕнчех комисси йĕркелерĕç.

Эрне пуçламăшĕнче комисси, район администрацийĕн экономика управленийĕн пуçлăхĕ И.Павлов ертсе пынипе, поселокра, уйрăмах суту-илÿ объекчĕсене тата вĕсен çывăхĕнче, тирпей-илем кĕртесси мĕнле шайра пулнине тĕрĕслерĕ.

Малтанах вăл поселокăн “çĕрĕк вĕçĕнче” пулчĕ. Шел, кунта чуна тыткăнлакан тасалăха курма тÿр килмерĕ. Ленин урамĕ вĕçнерех çул хĕрринче “сарăлса” ларакан çÿп-çап контейнерĕ уйрăмах тавралăх илемне пăсать. Канмалли кунсенче çÿп-çапа илсе тухассине йĕркелеменрен вăл тулса ларнă, ăпăр-тапăр тултарнă пакетсем айăккинче илемсĕррĕн сапаланса выртаççĕ. Кунта пурăнакансемшĕн çакă хăнăхнă япала ĕнтĕ. Çапкаланчăк йытăсемшĕн, кушаксемпе кайăксемшĕн вара - уяв. Апат шыраса кунĕпех чакаланаççĕ вĕсем кунта, çитменнине çÿп-çапа айăккинелле сĕтĕреççĕ. Комисси пынă кун та контейнер тавра 7-8 йытă кĕшĕлтететчĕ.

Гастроном çумĕнче те çакнашкал ÿкерчĕкех. Çÿп-çапа тултарнă пакетсене йывăçсем çывăхне купаласа хунă, туратсенчен çакса янă. Кунта пурăнакансемшĕн те тасамарлăх ним те мар курăнать. Çуртсен умĕнче темтепĕр йăваланать, - кĕленче-пластмасс бутылкăсем, конфет-мороженăй хучĕсем, йогурт-майонез савăчĕсем тата ыт.те - тавралла антисанитари “хуçаланать” пулин те çынсем çунă япалисене çакăнтах çакса типĕтеççĕ.

Çак тĕслĕхсем пирĕн халăх кăмăл-сипет енчен палăрмаллах улшăннине, вĕсен культура шайĕ пĕчĕк пулнине çирĕплетеççĕ. Мĕншĕн-ха çÿп-çап купинчен такăнсан та, ыттисем тавралăха вараланине курсан та курмăш пулатпăр-ха эпир; Е çÿлтен хушмасăр асăрхаттармасăр хамăр пурăнакан-ĕçлекен вырăнта тирпей-илем кĕртме васкамастпăр;

Акă, центрти йăла çуртĕнче тăрăшакансем пирки çакнах калама пулать. Кунти чылай пÿлĕме уйрăм предпринимательсене арендăна панă. Анчах вĕсенчен нихăшĕ те çурт территорине тасатма пулăшмасть иккен. Тĕслĕхрен, “Вăйă автомачĕсем”, “Охотничий” кафене кĕмелли крыльца çумĕнче “свалка” туса хунă тесен те йăнăш пулмĕ - пĕрре усă курмалли стакансем, сигарет пачкисем, чĕлĕм тĕпĕсем, сăра кĕленчисем... веçех урама тухса пăрахнă. Маларах çак тасамарлăха курнах ĕнтĕ кунти хуçасем, анчах нимĕнле мерăсем те йышăнман. Енчен те вĕсен енчен çирĕплĕх пулмасан, çамрăксене ăçтан культурăллă пулма вĕрентĕн; Темшĕн йăла çуртĕнче тăрăшакансем комисси килсен кăна территорие тасатмалли пирки хыпаланса ÿкрĕç.

Анчах пур çынна та пĕр виçепе виçеймĕн, паллах. Акă, А.Ефимовăн “Снежана” барĕнче çамрăксем кашни кунах канаççĕ. Апла пулин те кунта яланах типтерлĕ, таса. Ку малтанах хуçасен йĕркелĕхĕпе, çирĕплĕхĕпе çыхăннă. Тасалăх хуçаланакан вырăнта пĕр çÿп пĕрчине пăрахма именмелле, кунта та çаплах.

Александр Иванович тавралăха илем кĕртессипе те чылай тимлет. Хăй аллипе чечек клумбисем йĕркеленĕ вăл, бар умне кăвак чăрăш калчисем лартса тухнă, асфальт сарнă тата ытти те. Ыттисен мĕншĕн унран тĕслĕх илес мар;..

Комисси суту-илÿ объекчĕсене тĕрĕсленĕ май, А.Вединан “Аист”, Вăрнар райповĕн гастрономĕнче те пулчĕ, хăшпĕр çитменлĕхсене тупса палăртрĕ, çирĕп асăрхаттарчĕ.

Президент поселокри çулсем пылчăкпа витĕннине тĕрĕсех палăртрĕ. Чăнах та, çумăрлă çанталăкра вĕсемпе вараланмасăр утма çук. Ют çĕршывсенчи хуласенче асфальта ятарласа тасатмалли порошоксемпе çăваççĕ пулсан, пирĕн патра вара бордюр çумĕнче купаланнă пылчăка та тĕпĕпе хырмаççĕ. Ман шутпа, хăй вăхăтĕнче бордюрсем туса йывăç-тĕмсем лартакансем ытлашши “тăрăшнă” пулас: газонсем йĕркелеме çĕрне бордюр чулĕнчен чылай çÿллĕрех турттарса купаланă. Çав çĕр вара çуркунне, çумăрлă çанталăксенче çул çине юхса анать те. Çак çитменлĕхе халĕ те пĕтерме пулать паллах - ытлашши çĕре, тăпрана хырса-тасатса илмелле кăна пек туйăнать.

Республика кунне хатĕрленсе поселокра ĕçсем пыраççĕ-ха. Тĕп урамсенчи çуртсем умĕсенче картасем тытрĕç, халĕ тротуарсене юсассипе тимлеççĕ. Шел, тирпей-илем кĕртессипе уйрăм çынсен хастарлăх кăтартни халлĕхе сисĕнмест-ха - такамсем туса парасса кĕтсе ларни кăна мар, тасалăхшăн пĕртте тăрăшмаççĕ. Хĕл кунĕсенче çÿп-çап юрпа хупланса куç тĕлне лекмест паллах. Анчах çуркунне тирпейсĕрлĕхпе хуçасăрлăх каллех тĕнче умне тухса выртать-çке. Нивушлĕ çынсем чунĕнче илемлĕх туйăмĕ кăшт та пулин çук;..



"Çĕнтерÿ çуле"
20 ноября 2004
00:00
Поделиться
;