Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Инкек ан пултăр тесен

Кĕрхи кун ытла та кĕске, хăвăрт тĕттĕмленет. Çавна май транспорт хатĕрĕсен водителĕсем çутмалли приборсемпе усă курма тытăнаççĕ. Тĕттĕм вăхăтра водителĕн уйрăмах асăрхануллă пулмалла.

Тĕттĕм чухне, çула мĕнле çутатса тăнине пăхмасăр, хăй тĕллĕн çÿрекен транспорт хатĕрĕсен фарисен катари тата çывăхри çутисемпе усă курмалла. Велосипедпа çула тухакансен те тимлĕхе çухатмалла мар, ун çине фара тата çутта тавăракан приборсем вырнаçтармалла. Лашапа çÿрекенсен урапа-çуна çине мала та, кая та çутта тавăракан приборсем çирĕплетмелле. Лаша тытакансем темшĕн-çке çакна шута илесшĕн мар. Анчах урапа-çуна çинче çутта тавăракан приборсем çуккишĕнех тепĕр чухне хăрушă инкексем пулаççĕ.

Акă, октябрĕн 31-мĕшĕнче, 17 сехет те 30 минутра, Хăмăш ялĕ тĕлĕнче, çăмăл автомашина çулпа пыракан лав çине хыçалтан кĕрсе кайнă. Енчен те урапа çине çутă тавăракан приборсем вырнаçтарнă пулсан, водитель тĕттĕмре те лашапа пыракана аякранах асăрхатчĕ. Аманнă лавçăна больницăна ăсатнă.

Çакăн евĕр тĕслĕхсем чылай илсе кăтартма пулать. Паллах, урапа-çуна çине çутă тавăракан приборсем вырнаçтарассине ниме тăман ĕç вырăнне хума кирлĕ мар.

Çул çÿремелли правилăсемпе килĕшÿллĕн, велосипедăн тормозĕ, рулĕ, сасă шăнкăравĕ юсавлă пулмалла, малта - шурă тĕслĕ çутă тавăракан прибор, фара е хунар, хыçалта - хĕрлĕ тĕслĕ çутă тавăрмалли прибор е хунар вырнаçтармалла. Çавăн пекех велосипедăн икĕ енĕпе хĕрлĕрех сарă тĕслĕ çутă тавăракан приборсем пулмалла. Урапа-çуна çинче те çакăн пек çутă тавăракан приборсем çирĕплетмелле.

Раççей Федерацийĕн Административлă правăна пăсни çинчен калакан кодексĕн 12.29-мĕш статйин 2-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн, мопедпа, велосипедпа пыракана е çулпа иртекен лавçăна Çул-йĕр правилисене пăснăшăн 100 тенкĕ штраф хураççĕ.

Пире, ГИБДД уйрăмĕн сотрудникĕсене, çул çине ÿсĕрпе тухакансем - çуран çÿрекенсем - йышланни те самаях пăшăрхантарать. Çавнашкал çынсем ытларах инкеке лекнинчен тĕлĕнме кирлĕ мар пуль.



"Çĕнтерÿ çуле"
20 ноября 2004
00:00
Поделиться
;