Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вăл пĕрремĕш пулнă

Халĕ, кăмăл пулсан, Вăрнартан автобуссемпе çĕршывăн кирек хăш кĕтесне те çитме пулать. Вĕсем пассажирсене Мускав таранах илсе çÿреççĕ. Акă, “ГАЗель” çине ларатăн та сехетренех Шупашкара лекетĕн, кунтан вара автобуссем темĕн тĕрлĕ хулана та чупаççĕ. Вăрнарти 20 çул каялла уçнă автостанцие куллен сакăр вунă ытла автобус килет тата каять, вăтамран 1300 яхăн пассажира турттарать.

Хĕрĕх пилĕк çул каялла хамăр районта автобус таврашĕ вуçех пулман тесен, паянхи çамрăксем шалтах тĕлĕнеççĕ пуль. Çапла, шăпах 45 çул каялла, ноябрĕн 19-мĕшĕнче, пĕрремĕш автобус пассажирсемпе пуçласа рейса тухнă. Вăл Калинино - Вăрнар - Калинино маршрутпа çÿренĕ. Пĕрремĕш водитель Калинино çынни çирĕм саккăрти Николай Захарович Захаров пулнă.

- Пĕрремĕш рейс халĕ те асăмрах,- тет Н.Захаров. - Туп-тулли автобуспа çула тухрăм. Ăна нихçан курманран-ши, ятарласа ярăнса çÿрекенсем те пурччĕ. Малтанхи кунне Вăрнара иккĕ хутларăм.

Çапла, хĕрĕх пиллĕк çул каялла Вăрнар тăрăхĕнче тепĕр çĕнĕлĕх çуралнă - çынсене автобуспа турттарма пуçланă. Калинино салипе çывăхри ялсенче пурăнакансенчен чылайăшĕ ĕçлеме Вăрнара çÿренĕ. Ытларах лашасемпе е грузсем турттаракан машинăсемпе ларса кайма лекнĕ. Вунçичĕ çухрăмра вырнаçнă Вăрнара тепĕр чухне çуран та танккама лекнĕ. С.М.Ислюков депутат - парти обкомĕн секретарĕ - Калининăна хăйĕн суйлавçисем патне тĕл пулăва килсен, чылайăшĕ саларан район центрне автобус çÿретме пуçлас ыйтăва çĕкленĕ. “Тепĕр темиçе çултан Вăрнара кашни ялтан автобуссем чупма пуçлĕç,- тенĕ республика ертÿçи. - Анчах чи малтан пирĕн асфальт сарнă яка çулсем тăвассипе тăрăшма лекет”.

Кĕçех çул-йĕр ăстисем Вăрнарпа Калинино хушшинчи çула асфальт сарассипе вăй хума пуçăннă. Октябрьте çак пысăк ĕçе вĕçленĕ.

Автобус водителĕ пулма Вăрнарти пушар деповĕнче тимлекен иккĕмĕш класлă водителе Н.Захарова сĕннĕ. Вăл хаваспах килĕшнĕ.

- Кĕçех Куславккана тухса кайрăмăр,- аса илет Николай Захарович. - Тепĕр эрнерен ПАЗ-651 маркăллă автобуспа таврăнтăмăр. Кивĕрех пулин те аптрамастчĕ.

Автобуса, ун чухнехи йăлана кĕнĕ йĕркепе, Аслă Октябрь уявĕ тĕлне рейса кăларасшăн пулнă. Анчах ĕç тухман: кивĕ урапасем вырăнне çĕннисем килсе çитессе кĕтсе вăхăт иртсе кайнă. Кĕçех Вăрнарпа Калинино хушшинче автобус çÿреме тытăннă. Вăл куллен пилĕкшер рейс тунă. Тепĕр темиçе çултан районти çулсем тăрăх виçĕ автобус çÿреме тытăннă, пассажирсене турттарасси лайăхланса пынă.

Районти пĕрремĕш автобус водителĕ пулнă Николай Захарович Захаров çитмĕл урлă каçнă ĕнтĕ. Калинино салинчех пурăнать.


"Çĕнтерÿ çуле"
20 ноября 2004
00:00
Поделиться
;