Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вăрнар кĕрешÿçисем вăйлисен йышĕнче

Çапла, Вăрнарти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе ăсталăха туптакан ачасем черетлĕ ăмăртура каллех вăйлисен йышне кĕме пултарнă. Тĕнче класлă спорт мастерĕн Иван Григорьевăн парнисене çĕнсе илессишĕн йĕркеленĕ Раççей турнирĕ ноябрĕн 11-13-мĕшĕсенче Шупашкар хулинче иртнĕ. Унта Чăваш енри тата вунтăватă регионти кĕрешÿçĕсем хутшăннă.

Пирĕн районтан кавир çине пурĕ 14 çамрăк кĕрешÿçĕ тухнă, вĕсенчен çиччĕшĕ турниртан лайăх результатсемпе таврăннă. Харпăр хăй виçе категорийĕнче Вăрнарти 2-мĕш шкулта вĕренекенсем Иван Сладковпа Сергей Львов ылтăн призерсем пулса тăнă. Поселокри 1-мĕш шкулта вĕренекен Алексей Васильевпа Мăн Явăшри Денис Никифоров иккĕмĕш вырăн йышăннă, Вăрнарти 2-мĕш шкулти Петр Николаев виççĕмĕш пулнă. Çак шкулта вĕренекенсемех Дмитрий Авдеевпа Денис Павлов тăваттăмĕш вырăна тухнă. Каччăсене ăмăртăва Юрий Григорьевич Львов, Андрей Федорович Павлов тата Виталий Григорьевич Львов тренерсем хатĕрленĕ.


"Çĕнтерÿ çуле"
20 ноября 2004
00:00
Поделиться
;