Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Кам çылăха кĕнĕшĕн чиркÿ çаплах хута каяймасть

Вăрнарта чиркÿ çĕнĕрен çĕклеме пуçланăранпа Нурăсрине туса пĕтерсе хута ячĕç, халĕ унта халăх йышлă çÿрет. Поселокра пачăшкисем те темиçе улшăнчĕç - ĕçĕ çаплипех вăрах пырать.

Астăвасса, паянхи чиркÿ çĕкленекен вырăна Дмитрий атте (йывăр тăпри çăмăл пултăр) чухне уйăрса панăччĕ. Вăл çак лаптăка çветит тусан ырă ĕçе пуçăнтăмăр. Районĕпех нимене кÿлĕннĕччĕ халăх. Кам укçан, тепри стройкăра ĕçлесе пулăшатчĕ. Унтанпа прихут хуçисем çеç мар район  пуçлăхĕсем те улшăнчĕç, анчах лав вăрах малалла шăвать. Халăхра сас-хура тĕрлĕрен çÿрет. “Администраци пулăшмасть”, теççĕ пĕрисем, “укçи такам кĕсйине кĕрет пулĕ”, пуплеççĕ теприсем. Тĕрĕссине тупас тесе эпир Вăрнар чиркĕвĕн старостипе Вячеслав Николаевич Куликовпа тĕл пултăмăр, ĕненекенсен хăшпĕр ыйтăвĕсем çине хуравлама ыйтрăмăр.

- Вячеслав Николаевич, тÿррĕн ыйтнăшăн ан кÿренĕр, кам çылăха кĕнĕрен Вăрнар чиркĕвĕ çаплах хута каяймасть;

- Каплах калама кирлĕ мар пулĕ. Мĕншĕн тесен, пĕчĕккĕн пулсан та строительство малаллах пырать. Паянхи куна стенасене хăпартса çитернĕ, халĕ купол пайне çĕклемелле. Ăна тума ятарласа бригада илтĕмĕр, килĕшÿ турăмăр. Халĕ кунта хуçалăхсем хушшинчи “Вурнарская” строительство организацийĕ ĕçлет.

Унпа пĕрлех эпир тата тĕрлĕ хуралтăсем тăватпăр...

- Малтан чиркÿ çуртне çĕклемелле марччĕ-и;

- Чăнах та, ĕненекенсем тепĕр чух вăрçаççĕ пире уншăн. Анчах акă мĕнпе ăнлантармалла çакна. Чиркĕве тума пуçăнсан, тĕрĕсрех каласан, ăна çĕнĕрен çĕклеме йышăнсан, кирпĕч кÿрсе килнĕ. Хăшĕ çавăн евĕр пулăшу панă. Анчах, эпир пурте строительствăра ăнлансах каймастпăр вĕт, керамблок кÿрсе килнĕ. Хальхи чиркÿ килкартинче вĕсем пачкăсемпе ларнине чылайăшĕ астăваççĕ ĕнтĕ. Чиркÿ çуртне вара унашкал кирпĕчрен купаламаççĕ. Çавăнпа эпир вĕсенчен хуралтăсем çĕклерĕмĕр. Унта просвир пĕçермелли уйрăм, ватăсене выртса канмалли пÿлĕм, мастерской тума палăртатпăр. Халĕ каштасем хурса унăн тăррине витмелле çеç.

Шупашкар тата чăваш митрополичĕ Варнава Вăрнарта пулнă майĕн пирĕн пата кĕрсе тухмасăр каймасть. Вăл та стройка вăраха кайнипе кăмăлсăр. Асăрхаттарса та хăварчĕ. Хуралтăсене тума та чарчĕ. Анчах кирпĕчĕсене аяккалла туртма пуçласан ăна çĕклесех терĕмĕр.

- Таса вырăнти япаласене те çылăхран хăрамасăр вăрлаççĕ-и;

- Кирпĕчне те, хăйăрне те. Тепĕр чухне наçилкка е ытти ăпăр-тапăра ыранччен хăваратăн та çĕр каçиччен вĕсем те “ураланаççĕ”.

Тепĕр чухне хăйсен “нушисемпе” унта çÿрекенсем те тупăнаççĕ. Чăнах та çылăхран хăрамаççĕ.

- Стройка валли укçа-тенкĕ сахал мар кирлине ăнланатпăр ĕнтĕ. Анчах район администрацийĕ, предприятисем, халăх пулăшу панине пĕлетпĕр. Ĕненекенсем ыйтнă пек “укçи ăçта каять-ши;”

- Пирĕн кашни пус шутра. Малтанах чиркÿре пуçтарăннă укçапа кирпĕчшĕн, цементпа ытти материалшăн татăлса пытăмăр. Ĕçлекенсене те унтанах тÿлерĕмĕр. Тĕрĕссипе каласан, халĕ те çавах. Аякран килекен пулăшу нумаях мар. Анчах пулăшакансене асăнмасăр та иртме çук. Малтанхи çулсенче инкубаторлă чăх-чĕп станцийĕ, “Сортсемовощ” тулли мар яваплă общество, “Вурнарыгаз” предприяти, “Вурнарыдорстрой” акционерсен уçă обществи, аш-какай комбиначĕ, район администрацийĕ тата ытти хăшпĕр организацисем икшер-виçшер пин тенкĕ уйăрчĕç. Стройка тин кăна пуçлансан “Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ” акционерсен уçă обществи 17 кубла метр раствор тата 4 каменщик парса пулăшрĕ.  Тепĕр çулне виçĕ каменщик панипех çырлахрĕ. Район депутачĕсем йышăннипе бюджетран 2003-2004 çулсенче малтан 25 пин, унтан 50 пин тенкĕ уйăрчĕç. Инкубаторлă чăх-чĕп станцийĕпе “Сортсемовощ” общество иккĕмĕш çул вуншар пин тенкĕ куçарса пачĕç. Районта пирĕн ытти организацисем те сахал мар. Чухăнах пурăнмаççĕ вĕсем, анчах пĕр пуслăх пулăшу та кĕтсе илеймерĕмĕр вĕсенчен.

Сăваплă ĕçрен аякра тăракансен чун чурăслăхĕ тĕлĕнтерет, паллах. Турă пуринчен те пулăшу йышăнмасть, чунĕпе ĕненекенсене кăна çывăха ярать вăл, тени пур халăхра. Чăнах та çаплах-и, тен.

Акă, халĕ хуçалăхсем хушшинчи “Вурнарская” строительство организацийĕ чиркĕве çĕклет. Эпир вĕсене ĕçшĕн укçине çителĕклĕ таран вăхăтра тÿлейместпĕр. Апла пулин те Иван Сандомиров пуçлăх хăйсен шучĕпе строительство материалĕсем туянса, рабочисене ĕç укçи тÿлесе чиркĕве туса пĕтермесĕр кунтан тухса кайма шутламасть. Ку вара Иван Александрович чăннипех пысăк та уçă чунлă пулнине калать.

Строительство материалĕсем кунта сахал мар кирлĕ. Хăй вăхăтĕнче проект тăвакансем чиркĕве район халăхне валли пысăк та илемлĕ тата çирĕп тăвас тесе тăрăшнă. Стенасен сарлакăшĕ çичĕ метра яхăн. Мĕн чухлĕ кирпĕч тата раствор кирлине кашниех ăнланма пултарать пулĕ.

Кăçал кăна ку стройка çине 800 пин тенкĕ ытла тăкакларăмăр. Вăл шутран 64 пин тенки кăна - спонсорла пулăшу, ытти пĕтĕмпех чиркÿ ĕçлесе илни.

- Килес çул районта Республика кунне уявлатпăр. Чиркÿ ун тĕлне хута кайĕçши;

- Турă пулăшсан, хамăр тăрăшсан,- теççĕ халăхра. Анчах йывăртарах пулĕ. Ĕçĕ çав тери нумай. Стенасене хăпартса куполсене лартсан шалти ĕçсем пуçланмалла.

Вăй-хăват çиттĕрччĕ кăна, килес çул çĕнĕ храмра кĕлĕсем ирттерĕпĕр.


"Çĕнтерÿ çуле"
24 ноября 2004
00:00
Поделиться
;