Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Районсенсен пуçлăхĕсем вăрнарсен ĕçĕпе паллашрĕç

Ĕнер республикăри районсен хăйтытăмлăхĕн пуçлăхĕсен кунне, урăхла каласан, канашлăвне, Вăрнарта ирттерчĕç. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн председателĕ Сергей Гапликов, Чăваш Республикин Президенчĕн Администрацийĕн ертÿçи Петр Краснов, физкультурăпа спорт министрĕ Владимир Краснов, ял хуçалăх министрĕн пĕрремĕш çумĕ Владимир Григорьев, район администрацийĕн пуçлăхĕ Анатолий Кузьмин тата канашлăва хутшăнакансем районти предприятисене çитсе курса вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллашрĕç.

Малтанах çул «Шанс» тулли мар яваплă обществăн çĕнĕ пасарĕ еннелле пулчĕ. «Сельхозтехника» предприятийĕн пулнă пĕр цехра халĕ пасар тунă, унта предпринимательсемпе предприятисене валли суту-илÿ вырăнĕсем хатĕрлеççĕ. Иртнĕ кĕçнерникун кунта хăшĕ-пĕри тавар туянчĕ те пулĕ. Ĕнер вара «Шанс» предприятин генеральнăй директорĕ В.Михайловпа ял хуçалăх министрĕн çумĕ В.Григорьев пасар уçăлни çинчен пĕлтерсе хĕрлĕ хăю касрĕç. Ун хыççăн Министрсен Кабинечĕн председателĕ С.Гапликов тата районсен пуçлăхĕсем çĕнĕ объектпа паллашрĕç. Сергей Анатольевич кунашкал пасар районта кăна мар республикăра та сахаллине палăртрĕ. Ĕçе кирлĕ пек йĕркелеме ăнăçу сунчĕ.

«Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» акционерсен уçă обществин сысна самăртмалли комплексĕнче Сергей Анатольевич выльăхсене мĕнле технологипе çитĕнтернине тата тăрантарнине ыйтса пĕлчĕ, тата тупăшлăрах ĕçлеме май параканнисене пурнăçа кĕртме сĕнчĕ.

Аш-какай комбинатĕнче продукцие тирпейлекен, çурма фабрикат хатĕрлекен цехсене çитсе курчĕ республика делегацийĕ. Предприятин генеральнăй директорĕ Геннадий Романов пĕлтернĕ тăрăх, ял çынни хаклах мар пельменьсемпе котлетсене тата ытти тĕрлĕ апат-çимĕçе хапăлласах туянать. Вăрнарсен кăлпассийĕ Раççейĕпех чапа тухни çинчен массăллă информаци хатĕрĕсенче пĕрре кăна мар çырчĕç.

  «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» акционерсен уçă обществинче Правительство ертÿçи ял хуçалăх министерствин представителĕсене çĕрĕçĕнче кирлĕ препаратсемпе хуçалăхсенче мĕнле усă курни çинчен пĕрре кăна мар ыйтрĕ. Эффективлă майсем вăраххăн пурнăçа кĕнине палăртрĕ.

Унтан районсен ертÿçисем заводăн ларусен залĕнче пуçтарăнса канашларĕç, çивĕч ыйтусене сÿтсе яврĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
24 ноября 2004
00:00
Поделиться
;