Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Эрех-сăра ырă тумасть

Алкоголизм этемшĕн - чи хăрушă чирсенчен пĕри. Вăл çынна этем нĕрĕнчен кăларать, нумай чухне преступлени çулĕ çине тăратать. Юлашки çулсенче «симĕс çĕленпе» иртĕхекенсен хушшинче çамрăксем те йышланчĕç. Район администрацийĕн çула çитмен ачасемпе ĕçлекен тата вĕсен прависене хÿтĕлекен комиссин черетлĕ ларăвĕнче шăпах çак çивĕч ыйтăва - эрех-сăра ĕçессине асăрхаттарассине, алкогольпе усă курассипе хирĕç кĕрешессине вăйлатмалли мерăсем çинчен – пăхса тухрĕç те. Унта комисси членĕсемсĕр пуçне - вĕрентÿ, çамрăксен политикин тата спорт управленийĕн, культура пайĕн представителĕсем, врач-нарколог тата ыт. те - шалти ĕçсен районти пайĕн начальникĕн çумне В.Терантьева, прокурор помощникне Л.Спиридонована, халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерекен пай пуçлăхне Г.Никитина, экономика управленийĕн пуçлăхне И.Павлова, районти тĕп больницăн тĕп врачне О.Казакована та чĕннĕ.

Милици сотрудникĕ В.Терентьев преступленисене ытларахăшне ÿсĕрле тунине палăртрĕ. Çавăн пекех вăл чуна ыраттаракан фактсем илсе кăтартрĕ. Кăçал район территорийĕнче пĕтĕмĕшле 409 преступлени шута илнĕ, вĕсенчен 141-шне ÿсĕрле туни паллă. Административлă йĕркене пăснă 3491 тĕслĕхе тупса палăртнă, çав шутра ытларахăшĕ - алкогольлĕ тата спиртлă шĕвексене ĕçнĕшĕн, обществăлла вырăнта ÿсĕр çÿренĕшĕн, алкогольлĕ подукцисене сутмалли правилăсене пăснăшăн, килти услăвисенче хатĕрлесе сăмакун сутнăшăн тата ыт. те.

Г.Никитин пĕлтернĕ тăрăх, социаллă хÿтлĕх пайĕ Президентăн алкогльпе усă курассине асăрхаттарассине вăйлатасси çинчен калакан указне пурнăçа кĕртессине ял администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе тачă çыхăнса ĕçет, эрехпе иртĕхекен çемьесене учета илнĕ хыççăн асăрхасах тăрать. Кунашкаллисене ĕçкĕ авăрĕнчен çăлас тĕллевпе час-часах калаçусем йĕркелессине йăлана кĕртнĕ, вĕсене педагогсем, хĕрарăмсен канашĕн, ветерансен совечĕн представителĕсем хутшăнаççĕ.

Кăçал, паянхи кунччен нарколог патĕнче учетра пĕтĕмпе 96 çын тăрать, пĕлтĕр те çавăн чухлех. Психозпа аптăракансем - 7. Учета илнисем хушшинче çула çитмен ачасем саккăрăн - çакăн пек цифрăсем пĕлтерчĕ И.Михайлов врач-нарколог. Çавăн пекех вăл пахалăхсăр алкогольлĕ шĕвек ĕçсе вилекенсен шучĕ чакманнине те палăртрĕ - пурĕ 27, ку пĕлтĕрхи шайрах.

Алкоголизм чирĕн хăрушлăхне палăртас, çамрăксене эрех-сăраран пистерес тĕллевпе вĕрентÿ, культура учрежденийĕсенче лекцисем чылай ирттернĕ, масăллă информаци хатĕрĕсем урлă тухса калаçнă пулин те лару-тăру лайăх енне улшăнмасть-ха. Скрининг-тĕрĕслев кăтартăвĕсем те çакна çирĕплетеççĕ. Ыйтса пĕлнĕ 100 ачаран 45 проценчĕ сăрана алкогольлĕ шĕвек тесе шутламасть, 20 проценчĕ алкоголь сывлăхшăн хăрушă маррине палăртать, 5 проценчĕ эрех-сăрапа иртĕхет.

Ĕçкĕ-çикĕ - пĕтĕм киревсĕр ĕçсен пуçламăшĕ. Çакă çула çитмен çамрăксем хушшинче право йĕркине пăсакансем чылай пулнинчен те аван курăнать. Акă, комиссире пилĕк çамрăк тĕлĕшпе административлă ĕçсем пăхса тухрĕç, вĕсем пурте обществăлла вырăнта ÿсĕр çÿренипе, çынсен канлăхĕпе хăтлăхне пăснипе çыхăннă. Сăкăтри 17 çулхи В.Леонтьевăн çакăншăн 100 тенкĕ штраф тÿлеме тивĕ.

Туçи Çармăсри С.Кузюковăн вара, ĕçсе супнăскерĕн 29-мĕш професси училищин общежитийĕсенче ĕçлекенсен умĕнче паттăрланас килнĕ-тĕр, вăл вĕсене усал сăмахсемпе хăртса пĕтернĕ. Халĕ унăн РФ административлă правăна пăсни çинчен калакан кодексĕн 20.1-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн 500 тенкĕ тÿлемелле.

Вăрнарти тепĕр çамрăк Д.Федоров тĕлĕшпе пуçарнă ĕç те çакнашкалах. Административлă йĕркене пăснăшăн ăна маларах та айăпланă пулнă, анчах çамрăк тĕрĕс çул çине тăрас темен. Çавăнпах унăн штраф виçи те самай пысăк - 1500 тенкĕ.

Çавăн пекех ларура Вăрнарта пурăнакан В.Совина тата Д.Козлова обществăлла вырăнта ÿсĕр çÿренĕшĕн штраф хучĕç, пĕрремĕшне - 500 тенкĕ, иккĕмĕшне - 100 тенкĕ.

Комисси пăхса тухнă тепĕр ĕç çĕр çинчи кашни хĕрарăма шухăшлаттарма тивĕç. Чалăм Кăкшăмри В.Симакова хăйĕн çула çитмен аслă ывăлне кирлĕ пек воспитани парасси çине аллине вуçех сулнă. Унăн пурнăçĕпе интересленмест. 13 çулхи Станислав вара шкула çÿремест, урам тăрăх çапкаланса çÿрет, тăван мар ашшĕ укçине вăрлать, час-часах Шупашкара тухса тарать. Ывăлĕ ăçта тĕпленсе пурăннине тĕрĕс калаймасть В.Симакова. Ачине воспитани паманшăн çак хĕрарăм тĕлĕшпе пуçарнă ĕçе иртнĕ çул вĕçĕнче прокурор çумĕнчи ĕçлĕ ушкăнĕн ларăвĕнче пăхса тухнă, анчах та В.Симакова тăна кĕмен. Халĕ те вăл аслă ывăлĕ хăйне епле тыткаланине тĕрĕслесе тăраймассине, ăна интерната вырнаçтарма килĕшессине пĕлтерчĕ.

Комисси членĕсем, административлă йĕркене пăснă ĕçсене пăхса тухнипе пĕрлех, воспитани парас тĕллевпе кашнинпе калаçу ирттерчĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
01 декабря 2004
00:00
Поделиться
;