Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тавах аннесене

Анне, чи ăшă сăмахсем те, чи хаклă парнесем те çителĕксĕр пулĕç Сире тав тума. Чун парса ÿстернĕшĕн, вĕрентнĕшĕн, ятланăшăн сирĕн умăрта ачусем ĕмĕр парăмра. Аннесен пурнăçĕ çăмăл мар пулнине, пирĕншĕн вĕсем çĕрĕпех канăçне çухатнине, куляннине ача чухне ăнлансах каймастпăр çав. Унăн ларса канма вăхăт çуккине те асăрхамастпăр. Ачисен сывлăхĕшĕн тăрăшнине, ăнăçăвĕшĕн савăннине, пурнăçри йăнăшсемшĕн анне чĕри çуннине туймастпăр. Хăв çемьеллĕ пулса ачусене ÿстернĕ чухне тин анне вĕрентсе каланă кашни сăмах аса килет. Кашни амăшĕшĕн хăй ачи чи хакли, чи лайăххи.

Анне кунĕ ячĕпе Сăкăтра пурăнакан Юлия Кузьминична Мижеловăна чĕререн ăшшăн саламлатпăр. Вĕсем мăшăрĕпе Иван Ксенофонтовичпа 10 ача çуратса ÿстернĕ, пурне те пурнăç çулĕ çине тăратнă. Юлия Кузьминична ĕçчен те тирпейлĕ, сăпайлă та кăмăллă çын.

Ачăрсем сирĕнпе тивĕçлипех мухтанаççĕ, чĕререн тав тăваççĕ. Амăшĕсен кунĕпе саламласа сире ырлăх-сывлăх сунаççĕ. Юлия Кузьминична, сирĕн пĕр ывăл-хĕршĕн те куççуль тăкмалла ан пултăр. Савăнăç куççулĕ кăна ялтăртаттăр питĕрте. Вунă ачăр сирĕн умăрта пуç таяççĕ, тав тăваççĕ.


"Çĕнтерÿ çуле"
01 декабря 2004
00:00
Поделиться
;