Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вăрнарсем малтисен йышĕнче

Вăрнарти ачасемпе çамрăксен спорт шкулне кĕрешÿ секцине çÿрекен хĕрсем черетлĕ ăмăртура каллех вăйлисен йышне кĕме пултарнă.

Ку хутĕнче турнирта училищĕре вĕренекенсем тупăшнă. Вăл Шупашкарти 4-мĕш професси училищинче иртнĕ.

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ Виталий Петрович Трофимов патĕнче кĕрешÿ мелĕсене алла илекен хĕрсем ăмăртусенче яланах пысăк ăсталăх кăтартаççĕ. Хальхинче те, акă, Таня Зайкова 65 килограмчченхи виçе категорийĕнче чемпион пулса тăнă. Люда Терентьева тата Зоя Прокопьева иккĕмĕш вырăна тухнă. Ольга Шумельная тата Анна Сетрова виççĕмĕш пулнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
01 декабря 2004
00:00
Поделиться
;