Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Варнавăна тав тăватпăр

Калининăри Турă Амăшĕн Покровĕ ячĕпе хисепленсе тăракан чиркĕве кĕлĕ ирттерме Шупашкар тата Чăваш Ен митрополичĕ Варнава килесси çинчен пĕлтерсен, унран пил илме  Турра ĕненекенсем чиркĕве йышлăн пухăнчĕç. Варнава питĕ кăмăллă юлчĕ, пурне те Турра чĕререн кĕл тума чĕнчĕ, унпа пулма хушрĕ, ăшă сăмахсем каларĕ, юратупа туслăх сĕнчĕ. Унтан Калинино чиркĕвĕн настоятелĕ Сергий атте митрополита тав турĕ, çирĕп сывлăх сунчĕ. Чиркÿри вырсарникунхи шкула çÿрекенсем те Варнавăна чĕрĕ чечек çыххи пачĕç, юрă юрласа тав турĕç.

Юлашкинчен Варнава митрополит ăстăн тата нерв чиркĕпе аптракансен Калининăри интернатĕнче Турра кĕл тумалли пÿлĕм уçма Сергий аттене ирĕк-пиллĕх пачĕ. Тепĕр икĕ кунтан чиркÿ настоятелĕ кунта кĕлĕ пÿлĕмне светить туса уçрĕ, кĕлĕ ирттерчĕ. Сергий атте çак сăваплă ĕçе пурнăçа кĕртме пулăшнисене тата интернат пуçлăхне С.Кузьмина тав турĕ. Вăл çавăн пекех Варнавăна кĕтсе илме пухăннă халăха, хăнасене хаçат урлă ăшă сăмахсемпе тав туса ăнăçу, çирĕп сывлăх сунать.

Турра ĕненекенсем Калинино чиркĕвне кĕске вăхăтра çĕклесе хута яма пулăшнă ентешĕмĕре - çак салара çуралса ÿснĕ, халĕ Шупашкарта пурăнакан Юрий Михайлович Горшкова тав тăваççĕ. «Вурнарыгаз» филиал пуçлăхĕ И.Арбузов, Калинино райпо канашĕн пуçлăхĕ Л.Миговарова, Калинино сала администрацийĕн пуçлăхĕ Е.Сергеева, районти тĕп ветеринари врачĕ Н.Тихонов, шалти ĕçсен районти пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Ю.Андреев тата ыттисем те чиркĕве пулăшу панă.



"Çĕнтерÿ çуле"
01 декабря 2004
00:00
Поделиться
;