Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Аттеçĕм, ан ĕç тархасшăн...

- Пăхăр-ха, пăхăр: Ваçукăн ашшĕ каллех ÿсĕр... Ак, йăванса кайрĕ... - кантăк умĕнче ларакан тантăшсен сассисем уяр çанталăкра аслати кĕмсĕртетнĕ пекех ман хăлхана пыра-пыра çапаççĕ. Ах, вĕрентекен ан илттĕрех ку хăрушă сăмахсене! Кантăкран ан пăхтăрах! Вăтаннипе, пăлханнипе пит-куç çунсах тухать хамăн, алăсем чĕтренипе ручкăна йĕркеллĕ тытаймастăп, самантрах куçа тĕтре хупласа лартрĕ. Кĕç пит çăмарти тăрăх куççуль юхса анса тута хĕррине лекрĕ. Ах, ытла та тăварлă-çке вăл, ытла та йÿçĕ!..

Çав вăхăтра тахăшĕ хыттăнах:

- Ак Сашукăн ашшĕ та магазинран тухрĕ. Ку та ÿсĕр!

- Çук пирĕн атте ÿсĕрех мар! Вăл ура çинче тăрать-ха, кайсах ÿкмест!.. - пăшăлтатать савăнăçне пытарайман Сашук. Ăна лайăх: унăн ашшĕ ĕçсен те ураран ÿкмест ав, пирĕнни пек мар...

Вĕрентекнĕн хăлхине ачасен сăмахĕсем кĕчĕç паллах. Вăл та асăрхарĕ ĕнтĕ лавккаран самаях тайкаланса тухакан аттесене, анчах хăй курни-илтнине палăртмарĕ, урока малалла тăсрĕ. Тăрăшсах пире темĕн ăнлантарма пуçларĕ, хăвăртрах доска çине пăхма хушрĕ. Тавтапуçах ăна пирĕн хуйха-суйха ăнланнăшăн.

Ман хăлхана учитель сăмахĕсем пĕри те пырса кĕмеççĕ. Тем калать вăл, тем ăнлантарать... Шухăш атте çинчех. Вăрттăн çеç, куç хĕррипе кантăкран пăхса илетĕп: атте çаплах упаленет. Ах, тăтăрччĕ хăвăртрах! Ах, кам та пулин пулăштăрччĕ ăна тăма! Ачасен те, авă, кантăк çинчен куçĕсем каясшăн мар. Вăрттăн сăнаççĕ...

Сивĕ çĕр çинче выртса шăнса ан пăсăлтăрччĕ атте... Класран чупса тухса аллисенчен тытса тăратас килет, килех леçсе ярас килет ман ăна. Ман ăна йăтса тăратма та, енчен енне сулкаланаканскере çĕре ÿкермесĕр тытса пыма та вăй çитет. Ÿсĕр чухне пĕрре кăна мар çавăртса кайнă ăна киле. Анчах халĕ ниепле те пулăшаймастăп...

Ах, мĕншĕн кăшт каярах килмен-ши атте магазина; Тепĕр сехет тăхтанă пулсанах уроксем пĕтетчĕç, ачасем те, вĕрентекен те вăл ÿсĕр йăваланнине курмастчĕç... Эрех-сăра сутакан лавккине мĕншĕн шкул умнех туса лартнă-ши; Эп те шкула çитсен ÿсĕр атте çинчен манса кайсах уроксем ăшне путăттăмччĕ, вĕрентекен асамлă сăмахĕсене тăнлăттăмччĕ...

Çак лавкка ĕçлеме пуçланăранпа пичче те клубран час-часах ĕçкелесе таврăнма пуçларĕ. (Ара, клубĕ те шкулпа юнашарах-çке). Халĕ аннен тата тепĕр хуйхă хутшăнчĕ. Вăл каçсерен ытларах макăракан пулчĕ. Пичче клубран таврăнмасăр нихăçан та çывăрма выртмасть, хаш та хаш кулянать. Çынсем каланă тăрăх, çамрăксем клубран лавккана тăтăшах эрех-сăра ĕçме чупаççĕ, черкке хыççăн черкке ÿпĕнтереççĕ. Хĕрсе çитсен вăрçма-хирĕçме ытăнаççĕ.

Кам ирĕк панипе ăс çитернĕ-ши «сывă пурнăç йĕрки» çулĕнче çынсене хуйхă-суйхă, инкек, куççуль кÿрекен лавккана шкула хирĕç, клубпа юнашар туса лартма;..


"Çĕнтерÿ çуле"
03 декабря 2004
00:00
Поделиться
;