Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Хапăссем малта

Ноябрĕн 20-мĕшĕнче шкул ачисен спартакиади йĕркипе арçын ачасем хушшинче баскетбол енĕпе иртнĕ районти финала пурĕ тăватă команда хутшăннă. Вĕсем - Хапăсри, Вăрнарти 1-мĕш, Вăрман Кипекри тата Калининăри вăтам шкул командисем.

Хĕрÿ тата çивĕч тупăшусенче пысăк пултарулăх кăтартса хапăссем мала тухнă. Вĕсемех район чысне зонăри ăмăртусенче хÿтĕленĕ, виççĕмĕш вырăн йышăннă.



"Çĕнтерÿ çуле"
04 декабря 2004
00:00
Поделиться
;