Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вăрçă ветеранĕсемшĕн тăрăшса

Чиртен хăтăлма эмел кăна çителĕксĕр. Чи кирли, пысăк пĕлтерĕшли - врачсен, медицина сестрисен ăсталăхĕ, тăрăшулăхĕ, вĕсем сипленекенсемпе ăшă кăмăллă пулни, ырă сунса калаçни. Калас пулать, районти тĕп больницăри неврологи уйрăмĕнче шăпах çакăн пек çынсем ĕçлеççĕ. Çакăнпа пĕрлех чир хăвăртрах иртесси çине  çын еплерех условисенче сипленни те пысăк витĕм кÿрет. Пĕр виçĕ çул каялла неврологи уйрăмĕнче выртма тиврĕ. Апрель пуçламăшĕ. Кăнтăрла хĕвел самаях ăшăтать, урамсенче çурхи шыв шăнкăртатса юхать пулин те палатăсенче сивĕ. Сипленекенсем килĕсенчен илсе килнĕ электрокăмакасем кунĕн-çĕрĕн çунаççĕ. Чирлисем койкăсем çинче икĕ-виçĕ утиял витĕнсе выртаççĕ, çиелтен пальтоне хураççĕ. Иртнĕ çул строительсем уйрăмра юсав ĕçĕсене пурнăçланă. Ăшă, шыв, канализаци системисене, çĕрнĕ урай хăмисене, чÿрече рамисене улăштарнă, стенасемпе маччана якатса сăрланă. Çакăн хыççăн палатăсем палламалла мар улшăннă. Хăтлă, ăшă, тирпейлĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ кунта выртакансем пурте халĕ уйрăмра сипленме условисем чылай лайăхланни çинчен калаççĕ.

Анчах та уйрăм заведующийĕ Николай Михайлович Федоров çакăнпа лăпланмасть, чирлисене сиплессине малалла лайăхлатасси çинчен пĕрмаях шутлать. Пĕтĕм çĕршыв Аслă Отечественнăй вăрçăра нимĕç фашисчĕсене çапса аркатнăранпа 60 çул çитнине паллă тума хатĕрленнĕ май вăл çак юнлă çапăçусене хутшăннă ветерансемпе инвалидсем выртакан палатăна татах та çĕнетсе лайăхлатма, çак ĕçсене уйрăмра ĕçлекенсен вăйĕпе пурнăçлама шут тытнă. Кун пирки ĕçтешĕсемпе калаçса пăхнă. Пурте килĕшнĕ. Анчах та медицина работникĕсен ĕçленĕ вăхăтра çакăн валли пушă вăхăт пачах та çук. Çавăнпа мĕнпур ĕçсене Октябрь уявĕсем вăхăтĕнче пурнăçлама йышăннă.

Ноябрĕн 6-мĕшĕнче палатăра хĕрÿ ĕç пуçланнă. Малтанах стенасемпе мачча çинчи сăрра, извеç сийне хырса пăрахнă. Пĕри те аякра юлман. Акă, уйрăмри аслă медицина сестри Галина Михайловна Семенова çак вăхăтра квалификацие ÿстермелли курссенче вĕреннĕ. Апла пулин те уяв кунĕсенче канма килнĕскер, ыттисемпе танах тăрăшнă. Уйрăмра чылай çул ĕçлекен Галина Александровна Максимова медицина сестри хăйĕн хастарлăхĕпе юлташĕсене хавхалантарса пынă. Ытти медицина сестрисемпе санитаркăсем те тăрăшуллă пулнă. Виçĕ кунта стенасем çине çуса илме май пур шпалер çыпăçтарнă, маччана ятарлă плитапа витнĕ, урайне линолеум сарнă. Халĕ палатăна паллама та май çук. Тĕрлĕ тĕслĕ кăтартакан телевизор, холодильник, тĕкĕр, урайне кавир сарнă, стена çинче паллă художниксен ÿкерчĕкĕсем, кантăк çинче чечексем. Ахальтен мар ĕнтĕ кунта сипленекен ветерансем хăйсемшĕн çакăн пек тăрăшнăшăн уйрăмри медицина работникĕсене пĕтĕм чунтан тав тăваççĕ.

Туслă коллектив чирлисене сиплессине ытти майсемпе те лайăхлатма тăрăшать.


"Çĕнтерÿ çуле"
04 декабря 2004
00:00
Поделиться
;