Ветеран ялан асра
Çак кунсенче Аслă Отечественнăй вăрçă инвалидне Евгений Александрович Метельцова юлашки çула ăсатрĕç. вăл йывăр чирленĕ хыççăн 84 çула çитсе вилсе кайнă. Вăрçă инвалидне пытарнă çĕрте ман та пулма тÿр килчĕ.
- Çак ветеран Тăван çĕршывшăн мĕн чухлĕ ырă ĕç тунă, ун çинчен хаçатра никам та çырман,- терĕ пытарма кайнă чухне манпа юнашар утса пыракан пĕр юлташ.
Чăн та çаплах. Евгений Александрович Метельцов 1915 çулта Чернигов облаçĕнчи Остер хулинче рабочи çемйинче çуралса ÿснĕ. Кунтах вăтам шкул вĕренсе пĕтернĕ.
1941 çулта вăрçă пуçлансан Е.Метельцов Тăван çĕршыва хÿтĕлеме тухса кайнă. Тăшмансене çапса аркатас, тĕп тăвас тĕллевпе хаяр çапăçусене хутшăнма тивнĕ ăна. Хастар салтака вăрçă çулĕ Румыни, Болгари, Югослави, Венгр, Чехословаки тата Германи çĕрĕсем çине илсе çитернĕ.
Евгений Александрович Тăван çĕршыв умĕнчи паттăрла ĕçсемшĕн Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе, 9 медалпе наградăланă.
Вăрçă чарăннă хыççăн вăл Вăрнар поселокне куçса килнĕ. 1953 çулта Вăрнарти хими заводĕнче электромонтерта тимлеме пуçланă. Лайăх ĕçленĕшĕн, ăмăртура малта пынăшăн 1974 çулта ăна инженера, кайран аслă механика куçарнă. Çапла вăл хими заводĕнче ĕçлесе 1975 çулта тивĕçлĕ канăва тухнă.