Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ял çыннишĕн тăрăшса

Ытларикун, ноябрĕн 23-мĕшĕнче, республикăри районсен хăй тытăмлăхĕн пуçлăхĕсен кунне вăрнарта ирттерни çинчен хаçатра пĕлтернĕччĕ.

“Шанс” тулли мар яваплă обществăн çĕнĕ пасарне уçнă çĕрте пулнă, “Вăрнарти аш-какай комбиначĕ” акционер обществипе унăн сысна самăртмалли комплексĕн тата “Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ” акционер обществин ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă хыççăн хăнасем химиксен ларусем ирттермелли залĕнче калаçăва малалла тăсрĕç.

Вăрнарта ирттернĕ çак канашлу пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине унта ЧР Министрсен кабинечĕн ертÿçи С.Гапликов, ЧР Президент Администрацийĕн ертÿçи П.Краснов,министрсем хутшăнни те яр-уççăн çирĕплетет. кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтупа ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн кăçалхи пĕрремĕш Указне - ялта пурăнакан халăха ĕçе вырнаçтарас енĕпе пурнăçа кĕртмелли хушма мерăсем тата яллă вырăнта ĕç эффективлăхне ÿстересси çинчен - пурнăçлассипе мĕнле вăй хунине тишкерчĕç.

ЧР Ял хуçалăх министрĕн пĕрремĕш заместителĕ В.Григорьев ял хуçалăхĕнчи лару-тăрăва тĕплĕн тишкерчĕ, çитменлĕхсене уçса пачĕ. Вăл палăртнă тăрăх, кăçалхи тăхăр уйăхра ялта пурăнакан 11 пин çынна ĕçе вырнаçтарнă, чылайăшне вĕрентсе çĕнĕ специальноçсене алла илме пулăшнă. Çав вăхăтрах квалификациллă ертÿçĕсем çитмеççĕ. Ялхуçалăхĕ валли специалистсем хатĕрлекен вĕренÿ заведенийĕсенчен тухакансем ялта тытăнса тăмаççĕ, чылайăшĕ хулана юлать. Вăл çавăн пекех усă курман çĕрсем нумай пулни пирки пĕлтерчĕ.

“Ял çыннин ĕç укçи пĕчĕк, унăн шайне ÿстересси çинчен тĕплĕн шутламалла”,- терĕ халăха ĕçе вырнаçтарас енĕпе ĕçлекен патшалăх службин республикăри деператеменчĕн ертÿçи Л.Шимин. вăл çавăн пекех ял çыннисене пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тивĕçтерĕве валли субсиди парас йĕркене ансатлатма кирлине палăртрĕ.

Республикăра юлса пыракан Сĕнтĕрвăрри районĕн пуçлăхĕн А.Юдин тухса каланă хыçăн пирĕн Анатолий Иванович Кузьмин сăмах илчĕ. Унăн вара каламалли, паллах, ырри - ыттисемшĕн тĕслĕх илмелли - темĕн чухлех пулчĕ. Республика Президенчĕн ялта пурăнакансем тĕлĕшпе йышăннă Указне пурнăçлассипе вăрнарсем сахал мар тимлеççĕ.

- Усă курманнипе ахаль выртакан çĕрсене “Вăрнарти аш-какай комбиначĕ” акционер обществине пама йышăнсан,- терĕ район пуçлăхĕ,- çывăхри ялсенче пурăнакансем, пирĕн çĕре туртса илеççĕ Тесе мана айăплама та хăтланчĕç. Халĕ, авă, вĕсенчен чылайăшĕ комбинатăн сысна ĕрчетекен комплексĕнче, хушма хуçалăхра тăрăшать. Калас-тăк, кунта ĕçе вырнаçма пите те йывăр - пĕр вырăна вуннăн черетре тăраççĕ.

Комплексра паянхи куна 6700 пуç ĕрчетеççĕ. Аш-какай комбиначĕ тăрăшнипе çĕнĕ ĕç вырăнĕсем хушăннă, çывăхри ялсене юхăнма паман, вĕсене ура çине тăратма май килнĕ. Сăмах май каласан, сысна комплексĕпе вăй хуракансен вăтам ĕç укçийĕ 3,5 пин тенкĕпе, комбинатра тимлекенсен 4,6 пин тенкĕпе танлашать.

А.Кузьмин Валерий Семенович Михайлов предприниматель пирки ăшă сăмахсем каларĕ, район аталанăвĕнче вăл уйрăмах пысăк тÿпе хывнине палăртрĕ.

- Районта чи нумай налук хываканĕ - “Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ” аукционер обществи,- терĕ Анатолий Иванович. - Унăн генеральнăй директорĕ Владимир Васильевич Свешников ял хуçалăхне уралантарас тĕлĕшпе района нумай пулăшнине палăртма уйрăмах кăмăллă.

Çапла, Мускаври “Август” фирма санарпуçсен юхăннă хуçалăхне хăй çуначĕ Айне илнĕ, халĕ кунта ĕç-пуç кал-кал пырать.

Район пуçлăхĕ юлса пыракан хуçалăхсене çĕнĕ вăй парса аталантармалли майсем çинче те тĕплĕн чарăнса тăчĕ.

Республикăра право йĕркине пăсассине хирĕç кĕрешесси мĕнлерех пулса пыни çинчен ЧР Физкультурăпа спорт министрĕ, вăлах право йĕркине пăсассине асăрхаттарас енĕпе ĕçлекен республикăри комисси пуçлăхĕ, В.Краснов туса пачĕ. “Право йĕркине пăсассине асăрхаттарас енĕпе йĕркеленĕ комиссисем хăшпĕр районсенче ячĕшĕн кăна шутланса тăраççĕ”,- палăртрĕ вăл. Çав вăхăтрах урамсенче преступленилле ĕçсем тăвасси ÿссе пырать. Чăн та, шалти ĕçсен органĕсем хăйсен ĕçне вăйлатнă.


"Çĕнтерÿ çуле"
04 декабря 2004
00:00
Поделиться
;